Юлташ сăмахĕ
Госпитале ăна тăшман тылĕнчен самолётпа илсе килчĕç. Вырнаçтарасса манпа юнашарах вырнаçтарчĕç. Анчах, хушшăмăр çывăх пулсан та, эпир пĕр-пĕринпе часах калаçса кураймарăмăр. Вăл хăйĕн суранĕсемпе асапланатчĕ, эпĕ, тута-çăвара осколок касса кайнă пирки, пĕр сăмах та йĕркеллĕ, çын ăнланмалла калама пултараймастăм. Вăл мĕнлерех сăн-питлĕ ача иккенне те курман эпĕ: манăн икĕ куçа та çыхнăччĕ. Çапах та, хăйне курман пулин те, хамăра пăхакан сестрасем ун пирки мĕн калаçнине пĕрре кăна мар итленĕччĕ эпĕ. Пĕлетĕп ĕнтĕ, вунтăваттăра вăл, Гаврик ятлă. Унпа калаçма çукки çеç питĕ пăшăрхантарать. Анчах телей пăрахса кайман иккен мана та; тепрер уйăхран, ырă кăмăллă та ăста врачсем тăрăшнипе, эпĕ те çăвар уçса калаçакан пултăм. Хам çеç мар, вăл вăхăт тĕлнелле Гаврик те кăшт самайланнă пек пулчĕ. Эпир ĕнтĕ унпа сада та тухса çӳреме пуçларăмăр.
Вăл мана, суккăрскере, час-часах çавăтса тухатчĕ. Йывăçсен сулхăнне лараттăмăр та вара, пулас пурнăç çинчен киленсех калаçаттăмăр. Эпĕ, вăл калаçнă май, тӳпенелле пăха-пăха илеттĕм, çутă хĕвеле шыраттăм. Хĕвел маншăн ĕмĕрлĕхех сӳнсе ларнăн туйăнатчĕ.
— Ăçта-ши хĕвел? — ыйтаттăм эпĕ.
— Кунтах вăл, сан пуçу тĕлĕнчех, — тетчĕ Гаврик.
Хăш самантсенче вăл, чипер ларнă çĕртех, чыхăна-чыхăна каятчĕ, ӳсĕретчĕ.
Пĕррехинче — хальхи пекех астăватăп-ха — çурхи хĕвелле кун эпир унпа ир пуçласа каçченех садра калаçса çӳрерĕмĕр. Хам курмастăп пулин те, çав кун эпĕ сад илемне чĕремпе тупрăм. Мĕн тери ырă иккен палатăра пăчăхса выртнă хыççăн уçă сывлăшра çӳреме! Ачаш кăна çил çулçăсемпе пăшăлтатса калаçать, чечек-курăк шăрши, ытарма çук ырă шăршă, сăмсана кăтăкласа, чуна килентерсе илет. Хăшпĕр самантра тата, таврари ырлăха туйнăран-и тен, тӳрленсех çитеймен сурансем те ыратма чарăнаççĕ пек...
— Илемлĕ çут тĕнче... Вăрçă пулас мар-тăк халь... — тет Гаврик, тарăн шухăша кайса.
«Илем» сăмах каллех куçăмсене аса илтерет, эпĕ пуç урлă яваласа çыхнă чалма çинчен шухăшлама пуçларăм. Манăн ниçта та ларса тăрассăм килмест. Эпĕ Гаврике ирĕксĕрлесех пӳрте, хамăр выртакан палатăна, кĕме чĕнетĕп.
— Кирлĕ мар. Кĕместпĕр-ха. Лайăх вĕт пирĕн çĕршыв, ытармалла мар, — тет вăл мана хирĕç.
— Курмастăп çав эпĕ çутă тĕнчене, илемлĕ тĕнчене, — тетĕп эпĕ, хуçăлнă кăмăлпа.
— Курăн-ха, тусăм, курăн, — йăпатать Гаврик.
Çав кун, каçхи апат хыççăн, вăл мана каллех, ирĕксĕрлесех чечек пахчине илсе тухрĕ.
— Пĕлетĕн-и, апат анакан пулчĕ. Халь аптрамастăп ĕнтĕ, — терĕ вăл хаваслăрах сасăпа.
Эпир тенкел çине пырса лартăмăр. Вăрçă ĕнтĕ кунтан чылай аякка кайнă. Тупă-пăшал сассисем çĕре кисрентермеççĕ. Ун вырăнне, кайăксен илемле юррисем чуна килентереççĕ. Çĕршывăмра нимĕнле вăрçă та çук, тейĕн.
— Тусăм! — чĕнчĕ мана юлташ.
— Мĕн?
— Санăн куçна хупласа тăракан шурă винтсене хăçан салтса яраççĕ?
— Ыран.
— Вăт аван. Эпĕ сана хамăр яла илсе кайса кăтартăп. Кунтан аякра мар вăл. Çĕр аллă çухрăм çеç. Ăна ĕнер нимĕçсен аллинчен хăтарнă, — хĕпĕртенĕ пек пулчĕ Гаврик.
— Юрать. Куçа уçсанах каятпăр, — килĕшрĕм эпĕ.
Вăл мана çавăнтах хăйсен ялĕ çинчен тата хăй çинчен калама пуçларĕ.
Гаврик илемле ялта çуралса ӳснĕ иккен. Çулла пулсан Неполоть текен çырмара шыва кĕнĕ, хăйăр çинче йăваланнă. Кĕмĕл тумпа тумланнă шартлама сивĕ хĕл кунĕсем çитсен, уй-хир тăрăх, пас тытнă вăрман тăрăх йĕлтĕрпе ярăнса çӳренĕ. Сăрт тӳпине хăпарса çитнĕ те каялла вĕçтере панă, унтан çемçе юр çийĕпе ыткăнса шунă. Кун иртни те, çĕр иртни те сисĕнмен... Кунсем пĕрин хыççăн тепри çĕне савăнăç иле-иле килнĕ. Анчах ытарма çук илемлĕ кунсене çумăр пĕлĕчĕсем хупăрласа илнĕ. Аçа çапнă, çиçем çиçнĕ. Çĕршыв çинелле хура хурлăх шунă. Ырă кун çутисем таçта аякка-аякка кайса çухалнă.
Гаврик калаçма чарăнса манăн хуçпуççинчен ярса тытрĕ, унтан, пуçне пĕшкĕртсе, чыхăнса кайрĕ, сивĕ тытнă чухнехилле чĕтренсе ларчĕ. Тăлпăнса килекен ӳслĕкне чарасшăн пулса, шăлне шатăртаттарса çыртрĕ.
— Нимех те мар, нимех те мар, иртсе каять вăл, — Гаврик каллех ӳсĕре-ӳсĕре калаçма хăтланчĕ. Эпĕ ăна лăплантарма тăрăшрăм. Çук, вăл мана итлемерĕ, пуçланă сăмахне пӳлĕне-пӳлĕнех малалла тăсрĕ:
— Пĕлетĕн-и, ман пуçра пуля ларать. Анчах эпĕ пурăнатăп-ха, тăшмансене турама каятăпах, — терĕ вăл.
Чылайччен калаçса лартăмăр эпир. Юлашкинчен, калаçсан-калаçсан, унăн сывлăшĕ пачах пӳлĕнсе ларчĕ. Унăн пурăнăçĕ çинчен хăй каланă пекех çырса кăтартас пулсан, эсир нимех те ăнланса илеймен пулăттăр. Çавăнпа та эпĕ сире Гаврикăн калавне, кĕскен те пулин, хамах каласа парас, тетĕп.
...Хаяр çил çĕмрĕк чӳречерен вăркăша-вăркăша кĕрсе, стена çумĕнчи хутсене тулланă, чӳрече хупписене пĕрене çумне çапăнтарнă, пӳрте юр тултарса лартнă. Хаяр çил, тискер çил кăмака çинче чĕрĕп пек чĕркенсе выртакан вуникĕ çулхи Гаврикăн çан-çурăмне чĕтрентернĕ. Вăл, чирлĕскер, сивĕпе е пуçĕ ыратнипе ыйхăран вăрана-вăрана кайнă. Хушăран, шăнса кӳтнипе, йынăша-йынăша илнĕ. Анчах, пӳртре нимĕçсем пуррине асăрхасан, вăл шăлне çыртнă, пĕр сас-чĕвĕ кăлармасăр выртнă. Çил çаплах уланă, шавланă. Татăлса-татăлса йĕрекен хаяр çил сасси çын сасси пекех туйăннă. Вара унăн куçне ĕнер вăрман хĕрринче нимĕçсем персе вĕлернĕ юлташĕсем курăннă.
Гаврик каллех куçне уçнă, чавси çине тĕренсе, кăмака хыçĕнчен нимĕçсем çине пăхса илнĕ. Унта, станковăй пулемёт умĕнче, виçĕ нимĕç лента майласа ларнă. Пĕр-пĕринпе Гаврика ăнланмалла мар чĕлхепе сӳпĕлтетнĕ.
— Мĕн тăвас-ши? — ыйтнă Гаврик хăйĕнчен хăй.
Вăл вут пек пĕçерекен аллисемпе майĕпен кăна кăмака кирпĕчне çĕклесе илнĕ. Унта, кирпĕч айĕнче, икĕ граната выртнă. Иртнĕ эрнере Гаврик вĕсене нимĕçсенчен вăрласа юлнăччĕ. Халĕ ак, чӳрече умĕнче унăн асламăшне вĕлернĕ нимĕçсем лараççĕ. Тен, вĕсем паян-ыранах ăна та «леш тĕнчене», асламăш патне ăсатĕç.
— Мĕн тăвас-ши? — терĕ вăл каллех хăй ăшĕнче.
Унтан, куçĕ хуралса килнипе, майĕпен тĕлĕрсе кайнă пек пулчĕ.
Сасăсем шăпланмарĕç: çав-çавах вăйлă çил макăрса йĕрет пек, тулта пĕренесем шартлатса çурăлаççĕ пек, йывăç çумĕнче улатакка чарăна пĕлми сăмсипе шаккаса ларнă пек... Унтан, унтан тата темле япала урайне хăвăрттăн лаплатса ӳкнĕн туйăнчĕ, тулта каллех улатакка шакканă пек, аслати авăтнă пек пулчĕ. Пӳрт çумĕнчех темскер шартлатса çурăлчĕ. Пӳрт те, кăмака та чĕтренсе илчĕç. Гаврик пуçĕпе кăмака кирпĕчĕ çумне пырса çапăнчĕ. Йăлтăркка çиçем çиçсе ячĕ те пӳрт ăшчикки пĕр вăхăтлăха çуталсах тăчĕ. Анчах çиçĕм çутти çухалмарĕ. Чӳречере пушар çулăмĕ ялкăшма пуçларĕ.
Гаврик, каллех чавси çине тĕренсе, чӳрече еннелле пăхрĕ. Унтан, нимĕçсем çинчен куçне илсе, аялалла, урай варринелле тинкерчĕ. Урайĕнче çын выртать. Вăл — хĕрарăм. Унăн кĕпине çуркаласа пĕтернĕ. Те кăкăрĕ çине вут çути ӳкнипе, вăл пĕтĕмпех юнланса пĕтнĕн курăнать. Гаврик тата тинкеререх пăхрĕ, — хăйĕн амăшне палласа илчĕ.
Чӳрече умĕнчи пулемёт чарăна-чарăна такăлтатрĕ, шатăртатса тăчĕ.
Амăшĕ вăранмарĕ, хускалмарĕ те. Авă кам çухăрса янă иккен паçăр. Унăн кăкăрĕнчен юн сăрхăнать... Нимĕçсем унăн кăкăрне касса илнĕ, ӳт-пӳне çуркаласа пĕтернĕ.
Гаврик «анне!» тесе пĕтĕм вăйĕпе кăшкăрса ярасшăнччĕ. Кăшкăраймарĕ. Унăн пырне темĕскер капланса килчĕ, сасă тухмарĕ. Вăл вара, вăйĕ пĕтсе килнĕрен пулас, каллех ăнран кайнă пек пулчĕ. Тем чухлĕ вăхăт выртнă вăл çапла, ăна вăл хăй те пĕлеймерĕ, анчах, тепĕр хут куçне уçса пăхсан, вăл çулăм витĕр чупса иртекен сарă кĕрĕклĕ партизансене курчĕ. Вĕсенчен пĕри — Михаç мучĕшĕ. Вăл ăна лайăхах палласа юлчĕ. Пӳртри, вĕсен пӳртĕнчи пулемёт партизансене пуç çĕклеме памасть иккен. Таçтан вăй килсе кĕчĕ Гаврике. Халь ĕнте вăл чиперех тăрса ларма та пултарать. Акă ун куçĕ умĕнчех, пӳртрех, хура юнлă тăшмансем пулемётран персе лараççĕ. Вĕсем унăн амăшне, асламăшне вĕлернĕ. Гаврикăн куçĕсенче курайманлăх вучĕ хаяррăн йăлкăшса-çиçсе илчĕ.
— Гранатăсем пур манăн, ывăтма пĕлетĕп, мĕн пăхса ларатăп-ха эпĕ, айван? — терĕ те вăл, çавăнтах пĕр гранатине алла илчĕ.
Чирлĕ Гаврикăн куçĕ каллех хуралма пуçларĕ. «Вĕсем виççĕн, вĕсен аллинче пулемёт»... тем вăхăтра çиçсе илчĕ ун пуçĕнче çак иккĕленчĕк шухăш. Самантлăха çеç пычĕ ку. Çĕнĕ вăйпа хыпса илчĕ унăн чĕринче курайманлăх çулăмĕ.
— Ку аннешĕн, ку çĕршывшăн! — тесе, икĕ гранатине те умлăн-хыçлăн пулемёт çинелле вăркăнтарчĕ те вăл, çавăнтах тĕшĕрĕлсе анса, тăнне çухатрĕ.
...Çакăнпа вĕçленчĕ Гаврикăн кĕске калавĕ. Хальхи пекех астăватăп-ха, каланă çĕртех вăл чыхăна-чыхăна ӳсĕрме пуçларĕ те, пӳлĕнсе ларчĕ.
— Мĕн пулчĕ? — хыпăнса ыйтрăм эпĕ.
Вăл çийĕнчех нимĕн те калаймарĕ. Чылайран тин, çаплах-ха ӳсĕркелесе, сăмах хушрĕ:
— Нимĕн те пулман...
Акă вăл çумрах, мана хулпуççинчен çатăрласа тытса тăрать.
— Врача чĕнес мар-и? — тетĕп эпĕ.
— Кирлĕ мар. Хама хам аван туятăп... Илемле иккен пирĕн çĕршыв... Малашне, вăрçă пĕтсен, мĕн пек ырă пулĕ-ши пирĕн пурăнăç! Пулать вăл... çавăншăн çапăçнă эпир... Каярахпа эпĕ те алла автомат тытрăм. Икĕ çул хушши партизансемпе пĕрле çӳрерĕм.
Гаврик калаçма чарăнса тавралла пăхса çаврăнчĕ те, итлесе тăранçи пулса, манăн хулпуççинчен ярса тытрĕ.
— Итле, юлташăм, — терĕ вăл ман хулпуççине турткаласа. — Итле!
Юнашар садра, унăн сăмахĕсене илтнĕ пекех, юрăç-шăпчăксем чăрсăррăн шăхăрттарса юрă-сăвă шăрçалама тытăнчĕç. Таçтан çав самантрах хуткупăс кĕвви илтĕнсе кайрĕ. Пирĕншĕн вара, аякра-аякра вăрçă шавĕ кĕрлесе тăнине мантарса яракан илемлĕ пурăнăç кĕвви пĕр вĕçĕмсĕр янăраса тăнăн туйăнчĕ.
— Эсир ăçта аташса çӳретĕр унта! — илтĕнчĕ сестра сасси. — Апата манса кайрăр-и-мĕн?
Гаврик мана, хул хушшинчен тытса, çемçе курăк çийĕпе таçталла çавăтса кайрĕ. Унăн каласа пĕтермен шухăшĕсем чĕринче вĕресе тăнине сисрĕм эпĕ.
Акă вăл, каллех чарăнса тăчĕ те, манăн аллăмсене чăмăртарĕ. Пирĕн пата çурхи вичкĕн çил каллех шăпчăк-кайăксен сассине, хĕрсен янравлă юррине илсе çитерчĕ.
— Пурăнас килет, юлташăм!
Çук, ку сăмахсене вăл хурланса мар, шалтан, чĕререн тухакан савăнăçлă сасăпа, пĕтĕм чун хавалĕпе каларĕ.
Эпир сад витер малалла утрăмăр.
Эпĕ вара, тепĕр кунне ирех хама инçетри госпитале куçарнипе, Гаврик тусăма урăх кураймарăм. Анчах унпа ирттернĕ юлашки саманта, унăн юлашки сăмахĕсене эпĕ час-часах аса илеттĕм. Вĕсем мана сурансене сыватакан эмел пекех туйăнатчĕç.
Халĕ те, çутçанталăк çав тери илемле вăхăтра, çĕршывăн ытарма çук хитре вырăнĕсенче, кайăксем юрланă самантра, çамрăксем телейлĕн савăннă сехетсенче, — «ăçта-ши ман Гаврик тусăм» — тесе, эпĕ ăна час-часах аса илетĕп. Вăл пирĕн хушăрах пек, ман çумрах пек туйăнать вара ун чух.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...