«Хама хам шухӑшлама чаратӑп...»


Хама хам шухăшлама чаратăп.

Кун пек чух кăштах çăмăлтарах.

Тĕнчене çавах эп çĕнетеймĕп.

Нимĕн те килмест манран çавах.

 

Пур-и эп, е çук-и, — тухĕ пурпĕр

Кĕçĕр уйăх, хĕмленсе-çиçсе.

Ку манран килмест пачах — пĕлетĕп.

Çăмăлрах кăштах, çакна пĕлсен.

 

Çу иртсессĕн, кĕр, ак, килсе çитĕ,

Ерипен çаралĕç вăрмансем.

Ку манран килмест пачах — пĕлетĕп.

Çăмăлрах кăштах, çакна пĕлсен.

 

Ырăпа усал вăйне виçеççĕ,

Шеллемесĕр пĕртте пĕр-пĕрне.

Ку манран килмест пачах — пĕлетĕп,

Хам вара шеллетĕп ыррине...

 

Хама хам шухăшлама чаратăп.

Çук усси шухăшланин çавах.

Çамрăк чух нумай эп шухăшланă,

Ăнланма хăтланнă эп йăлтах.

 

Мĕн ăнлантăм эп?.. Çакна ăнлантăм:

Тапнă чух чĕрӳ, — пурăнмалла.

Утассу килет-и сан, е çук-и, —

Утнă чух уру, — сан утмалла.

 

Уйăх кĕçĕр сансăр та хĕмленĕ.

Çу иртсен, кĕр çитĕ сансăрах...

Сан вара пурăнмалла, тăванăм!

Сан вара — пурăнмалла анчах!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: