Хӑнара
Чугун çул вокзалĕ умĕнче икĕ çамрăк çын тĕл пулчĕç. Пĕри, варăм пӳ-силлĕскер, чăпар кĕпе тăхăннă, хура çинче шурă йăрăмлă галстук çакнă, лăпсăрккарах кăтра çӳçлĕ, пӳ-сине кура тăрăхларах пит-куçлă çын. Унпа юнашар кăвак костюм тăхăннă, плащне сылтăм хулĕ çине çакнă, сулахай аллипе вăтам чемодан йăтнă лутрарах çын тĕлĕнерех пăхса тăрать.
— Сымокаев, Петенька, Петруха, мур сĕтĕрсе килесшĕ, миçе çул, миçе хĕл! — тет чăпар кепелли, çумĕнчи çынна мăйран ыталаса илсе.
— Манман, манман, — лăпкă сасăпа ответлет Петенька-Петруха, — нумай пулать курманни, чăн, анчах ăсра çивчĕ тытса тăратăн иккен.
— Мĕнле ашак сĕтĕрсе килчĕ сана? — тата хытă чăмăртать чăпар кĕпелли. — Ну, ун çинчен кайран, кайран, а халĕ ман пата!
— Чим-ха, мĕнле вăл тӳрех сан патна? Калаçса татăлма вăхăт пар, Софрошка, — аран-аран вĕçерĕнсе каять лешĕ Софрошка хулĕнчен.
— Фу, тамăк хуранĕнчи пек пăчă, — тет чăпар кепе, — ну, мĕн пăхса тăмалли пур. Айда тӳрех ман пата.
Автобус умĕнче çынсем черет тăрса кайнă, майĕпен пĕрин хыççăн тепри кĕрсе лараççĕ.
Софрошка Петенька-Петрухăна малтан автобус алăкĕ патне сĕтĕрсе пырать, ăна çынсем хушшинчен сарлака чемодан пек хĕссе кĕртет, лешĕ, икĕ аякне икĕ енчен мăка кусарпа чышнă пек, хыттăн ахлатса ярать, унтан Софрошка хăй хирĕнсе кĕрсе ларать. Çавнашкал пуçтахланса кĕнĕшĕн пĕри тарăхса ятлаçать, тепри сиввĕн пăхса ӳпкелешет, анчах Софрошкăн хăлхисем кун пек чухне, хăвăл юман шăтăкĕ пекех, нимĕн те илтмеççĕ мĕн. Çынсем ятлаçнă май вăл автобус кантăкĕ çинелле пăхса шик-шик шăхăрса пырать.
Автобус хула площадьне çитсен, вăл аяк пĕрчисене хыçкаласа пыракан юлташне тытать те, каллех çынсем хушшинчен тырă миххи пек вăркăнтарса кăларать. Петенька-Петруха чăтаймасăр ӳпкелешме хăю çитерет, ку вăл хăнана тарават пулнине пĕлтерменни çинчен систерме килĕшӳллĕ сăмах шырать. Анчах Софрошка, унăн шухăшне пĕлнĕ пекех, ăна каллех икĕ хулĕнчен çатăртаттарса тытса, малалла сĕтĕрсе каять.
— Э-э, эсĕ юлташăнтан шикленме шутлатăн, пĕлетĕп сана, çамрăк чухнех эсĕ çуламан пăруччĕ. Мĕнле чĕмсĕр çерçи чĕппи эсĕ?
— Софрошка, атя урăхла калаçса татăлар, — тет Петенька-Петруха, хăй шикленнине пытарса, — паян мар, ыран тĕл пулса калаçăпăр.
— Аха, манран пăрăнма? Шиш, тусăм, раз çаклантăн, хăна тумасăр ăсатмастăп. Малтан хамăн тусăма мăй таран хăна тăватăп, унтан пожалстă — тăватă еннелле вĕçсе кай!
Çул çинче пулма пултарнă скандал çаплипех иртсе кайнипе лăпланса, Сымокаев, аллинчи плащĕпе чемоданне лайăхрах тытать те, пĕлĕш-юлташĕпе юнашар малалла утать. Иккĕше те кĕпер урлă каçаççĕ те, тăвăр урампа малалла утаççĕ. Петенька-Петруха сăмах хускатса яма мел шырать:
— Çак урамра пурăнатăн-и?
— Так точно, çак урамра, урамра мар, усалсен кассинче, — çийĕнчех хушса хурать Софрошка.
— Мĕншĕн апла? Урамĕпех лайăх мар çынсем пулма пултараймаççĕ.
— Э-э, эсĕ, юлташăм, малтан пĕл, унтан паллашса тух, юлашкинчен вара мĕн каламаллине хăвах пĕлĕн.
— Ман шутпа, унта нимĕн те пĕлмелли çук.
— Нимĕн те пĕлмелли çук, тетен? Балда апла пулсан эсĕ. А эпĕ ку урамри çынсене çеç мар, кушаккисем мĕн ятлине те пĕлетĕп, речĕпех каласа пама пултаратăп.
— Хм… Хм… интересно. Çынсемпе хутшăнса пурăнма юрататăн пулас?
— Вĕсемпе-и? Эсĕ вĕсемпе пĕрре калаçса курсан, сурса таратăн. Çынна кураймаççĕ вĕсем. Акă çак çуртра, — тĕллесе кăтартать вăл чатăр карнă кантăк еннелле, — тахçанах аçа çапса вĕлермелли сад директорĕ пурăнать. Начальник тупăннă, дире-ектор. Çын мар вăл, чĕр с… Иртнĕ çулта, палланă çинчех, 25 тенке штраф тӳлеттерчĕ. Çакăн хыççăн вара ăна манăн çын вырăнне хурас-и?
— Ниушлĕ сăлтавсăрах штраф тӳлеттерчĕ?
— Епле-ха, хăй директор пулнине кăтартмалла-çке-ха. Юлташпа пĕрле сада кĕтĕмĕр те ешĕл çерем çине ларса çур литр çеç эрех ĕçрĕмĕр. Вăл, тахçанах ватăлса вилмеллескер, пире асăрхама та ĕлкернĕ. «Садра çерем çинче ларма тата эрех ĕçме юрамасть», тесе ятлаçать, иксĕмĕре те хăвалать. Эпĕ ăна йӳтене асламăшĕ патне кайма сĕнӳ патăм. Вăл, мур çисе ярасшĕ, асламăшĕ патне мар, милиционер патне кайнă. Эпĕ милиционера та хăйĕн амăшĕ патне кайма сĕнтĕм, анчах вăл хама милици отделенине ертсе карĕ. Кăшт тăрсан, квитанци тыттарчĕç… Вот, директор те эсĕ ăна.
Ку калава илтсен, Сымокаев чĕтренсе илчĕ, хулне туртрĕ, анчах ăна Софрошка тимĕр хĕскĕч пекех хĕссе тытнă.
— Акă çак çуртра, — тет Софрошка, тĕрĕллĕ крыльца çине тĕллесе кăтартса, — бакалей ларекĕнче ĕçлекен продавщица пурăнать. Эсĕ ăна палламастăн-ха!
— Эпĕ ку хулара пирвайхи хут-çке-ха, — чĕтререх сасăпа калать Сымокаев, çумĕнчи çыннăн калавне итленинчен ытларах унран пăрăнма мел шыраса пынă май.
— Нимĕн те пĕлместĕн çав, — малалла паврать Софрошка. — Тĕппипех калатăп: пантера вăл, анчах унран та усал. Эпĕ унпа ĕмĕрте путлĕн калаçса курман, унăн ларекне кĕрсен, ни таварне çынсенчен маларах илме çук, ни ретлĕ калаçма май çук. Пĕркунне васканипе пĕр килограмм колбасипе çур литр эрех часрах парса яма ыйтрăм та, вăрçса пĕтерчĕ. А эпĕ шыври пулă мар, хирĕç тавăрса калама пултаратăп. Каллех милицине кайма шут тытрĕ. Юрать, шăвăнса ĕлкĕртĕм.
Сымокаев тата хытăрах çӳçенсе илет, нимĕн çук çинчех такăнма пуçлать. Пĕрре Софрошка çине, тепре урам тăрăх шикленсе пăхать, хăйсен çывăхĕнчех милиционер итлесе пымасть-ши тесе асăрхать, ку самантра вăл Софрошка аллинчен хăтăлас тесе пăрлă шыв юхакан Атăл урлă ишме те хатĕр, анчах лайăх çилпе авăракан арман пек пĕр таттисĕр павраса пыракан юлташĕ ăна тата хытăрах çатăртаттарса тытнă та сулампа çеç уттарса пырать.
— Акă çак çуртра американкăри буфетчица пурăнать, — тет вăл куçпа пăхмасăрах чухласа тĕллесе кăтартать. — Упăшки те пур пулас, хăйне палламастăп та, анчах, каламасăрах паллă, — вăл та путсĕр çын… Ăна эпĕ хам пулсан буфетчицăра мар, тунката çинче ларса тăма та шанас çук. Пĕррехинче çапла вĕсен американкине пырса кĕтĕм, унччен нумаях та мар, пулсан пулать çур литр ĕçнĕччĕ. «Пар-ха, кăркка ами, кунта икçĕр грамне», тетĕп. Вăл çав шӳтшĕнех шăлне хăйраса, икçĕр грамм мар, çур грамм та памарĕ. Малтан урăлса кил, унтан çын евĕрле калаçма вĕрен, юлашкинчен буфета кĕр», тет. Чун тăвăлса çитнипе сĕтел çинчи стакана çĕре персе антартăм. О! буфетчица мана унтан та кунтан хăйрама тытăнчĕ. Ăна чышса ятăм та киле кайма тухрăм, анчах килте мар, каллех милици уйрăмĕнче çĕр каçма тиврĕ. Тепĕр кунне — «на сана 75 тенкĕ штраф». Вот сана американка. Вот усал çын сăмахĕ мĕн туса хурать.
Сымокаева хăйĕн автобус çинче ыраттарнă аякĕсем халĕ сасартăк тата хытă сурма пуçланă пек, ăна хăй çамрăкранпа пĕлекен пĕлĕшĕ мар, çĕçĕпе пусма сĕтĕрсе каякан çын аллинче пынă пек туйăнса каять.
— Софрошка, ниушлĕ эсĕ çакăн пек?.. — тет вăл. «Ниушле сана халĕ те тĕрмене хупман?» тесшĕн вăл, анчах пĕлĕшĕн çăм пуснă кисмен чăмăрĕсене курать те, вăл сăмах ку самантра чылай хакла ларассинчен шикленет.
— А мĕн, эсĕ: Софрошка халĕ те çытма йĕмпе çӳрет, тесе шутларăнам? — лачлаттарса сурать Софрошка.
Юлашкинчен вăл Петенька-Петрухăна тăпсасăр кĕçĕн алăкран картишне сĕтĕрсе кĕрет.
— Вот манăн территори, шалтине хăвах курăн! — тет вăл.
Утнипе мар, тĕлĕннипе тата хăранипе халран кайнă Сымокаев ун çине тинкерсе пăхать, анчах пĕлĕшĕн вĕçĕмсĕр павранипе шывланнă тутисене курсан, айккинелле пăрăнать.
Пӳртре мĕн пулнине вăл уççăн астуса илеймест. Малтан хăйне тулли стакан эрех тыттарнине, ун хыççăн пушă бутылкăпа сăмса тĕлĕнчен хăмсарса тăнине, вут пек пĕçерекен çăвара çур хăяр тĕксе кӳртнине, унтан каллех тулли стакан тыттарнине çеç тĕтреллĕн астăвать.
Тепĕр ирхине вăл кăвак çутăллах вăраннă та, тукмакпа çапса имретнĕ пек чăтма çук ыратакан пуçне икĕ аллипе тытса, урай варринче чылайччен сулкаланса ларнă. Пӳртре, чалăш кровать çинче салтăнмасăрах выртнă Софрошкăсăр пуçне урах никам та пулман. Вăл, сĕрмен урапа чĕриклетсе пынă пек, сăмси шăтăкĕпе темиçе саслăн шăхăртса çывăрнă. Сымокаев ура çине тăнă та, хăй ăçта пулнине аса илсе, чылайччен ĕнтеркесе пăхнă. Сасартăк ăна каçхинехи стакансем, çамка умĕнче йăлтăртатнă бутылка аса килнĕ те, çан-çурăмне сивĕ тар тапса тухнă. Шăшине йĕрлесе пыракан ватă кушак пек çепĕççĕн утса, вăл плащĕпе картусне, чемоданне илнĕ, чĕрне вĕççĕн утсах урама тухнă, вара тин, тарăн шыв айĕнчен тухнă хыççăнхи пек, уççăн та вăрăммăн сывласа янă.
Ниçталла пăрăнмасăр, вăл тӳрех вокзала чупнă, чи малтан билет туяннă, унтан киоскăна пырса почтовăй карточка илнĕ. Чылайччен шутласа ларнă вăл, карточкăна темиçе хутчен кăсьене чиксе хунă, юлашкинчен чемодан çине хурса васкаса çырма тытăннă.
«Софрошка!
Санăн сăмахупа килĕшетĕп, сирĕн урамри çынсем чăн та начар çынсем. Маттур çынсем пулсан, сана халиччен тахçанах хăвăн пек юлташусем патне ăсатмалла. Сывă пул, тепрехинче бутылка кĕленчи урлă мар, решеткеллĕ алăк витĕр калаçасса шанатăп.
Петр Сымокаев».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...