Леонид Сергеев профессорпа уйрăлни
Санăн аннӳ пулман, Манăн атте юлман,
Пире шăпа кастарнă ачаран.
Эс лăпкăччĕ ялан. Пăлхавлă чунччĕ ман.
Пĕрех юлташлă пăхрăн ку таран.
Çутă тĕнче хыçра. Каятăн эс паян.
Хыçран юлать эпир ĕçленĕ ĕç.
Яту Шупашкартан Муркаш-Турай таран
Тĕксĕмленмесĕр курăнтăрччĕ çеç!
2021 çул, кăрлачăн 31-мĕшĕ
Ðелли ÐалÑмова (2021-02-01 12:50:44):
Ват çынсен уйрăлăвĕ, пурнăçа хакласа каланă. Лайăх.