«Сахаллантӑмӑр эпӗр, атьсемӗр...»
Сахаллантăмăр эпĕр, атьсемĕр, -
Çирĕ вăхăт пиртен çуррине!
Шав чĕнмесĕр ларсассăн пĕлеймĕр
Тĕнчере эпĕ те пуррине.
Çăвара уçмасассăн - илтеймĕр,
Тăвансем, ман чĕрем юррине.
Тăрăшсассăн - аса та илеймĕр,
Кайнă пек эп тĕнче хĕррине...
Ĕнтĕ куртăмăр темĕн те тепĕр, —
Хурине, хĕрлине, шуррине...
Ма апла ухмахлантăмăр эпĕр?
Ак манатпăр чĕлхе пуррине.
Маяк пек çутататчĕ чĕлхемĕр,
Пĕлтеретчĕ чăваш чĕррине.
Пăтрашать — тĕтĕмленнĕ пек ĕмĕр,
Мул-пуянлăх юрлать юррине...
Интернет аллинче халь чĕпсемĕр,
Якатаççĕ тĕнче уççине.
Ĕсĕклеççĕ-хӳхлеççĕ чунсемĕр,
Тăкăнаççĕ чулсем пуç çине.
Сахаллантăмăр эпĕр, атьсемĕр,
Çирĕ вăхăт пиртен çуррине!
Сывă чух хамăр вутлă Чĕлхемĕр
Эп юрлатăп чăваш юррине!


 Вулавçăсен шухăшĕ
 Вулавçăсен шухăшĕ Çĕнĕ комментари хуш
 Çĕнĕ комментари хуш
Влад Маскай (2020-01-18 00:01:23):
...зх! ма кĕске-ши кунашкал сăвă?! Çӳçентерет вуланăçемĕн...Пирĕн менталитет çакнашкал ĕнтĕ: асăнатпăр, астăватпăр, хурланатпăр... та юрлатпăр! Пулсан та капла - чăвашсем сывах-ха! Эпир - пур! Пуласчĕ те!!!