Ҫыравҫӑна


Эсĕ — çыравçă… Поэт та теççĕ… Литератор… Сăвăç…

Пĕлесшĕн пурте – епле хавал хистет çынна сăвă çырма?..

Ăçтан тата мĕнле тапса тăрать сăвăç тенин çăлкуçĕ?

Мĕн кансĕрлет ăна, апăршана, теприн пек лăпкăн пурăнма?

 

Эсĕ — çыравçă… Поэт та теççĕ… Литератор… Сăвăç…

Музăсене илес пулсан та… Хăшне-ши парăннă чуну?..

Лирикăпа поэзи, тетĕн? — Эппин, Евтерпа хӳтĕлет сана…

Çĕр çывратмасăр, пĕр шелсĕррĕн ĕçлеттерет чун-чĕрӳне…

 

Тен, Каллиопа, Эпика пикийĕ? Тен, Полигимни

Янраттарать, çавăрттарать, Гимн евĕр, шалти мĕнпур вăйна?

Темле пулсан та — тăхăр Музăран, пĕртте пуçа ватмасăр,

Эратăна суйланă пулĕччĕ, ирĕк парсан, Поэт тени.

 

Эсĕ — çыравçă… Поэт та теççĕ… Литератор… Сăвăç…

Суйланă Туррăмăр — сана… Çынсен чунне шала кĕрсе

Ырăпала Усал кĕрешĕвне эс майлаштарăн. Сăмахупа,

Мехел çитсен, паллах, çумри мĕнпур йăх-ях сĕмне аркатăн.

 

Эпир — çыравçăсем… Поэт та теççĕ… Литератор… Сăвăç…

Пирте — Поэзин вăй-хăвачĕ. Рифма… Ритм… Йĕркесемпе

Пегас пекех шухăшлавпа çӳлтен-çӳле вĕçсе, тĕллев лартса,

Çунатпăр чĕрепе… Хăшĕ-пĕри ăнланмасан та… Муза пирĕнпе!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Базиль Кириллов (2019-04-12 23:17:15):

Аста Теветкел, кун пек айван йеркесем пирки пароди сыракан!!!

 

Влад Маскай (2019-04-15 23:45:46):

Зх, Ваççа-Ваççа, хăв çырса курнă пулсан сăвăсем, чăтаймасăр кĕтеççĕ пуль ыттисем те, эп те çав шухăшлă - сан йĕркӳсене те вуласа киленме -тĕлĕнме. Вăраха ан яр - часрах çыр.

 

Влад Маскай (2019-05-16 20:40:10):

Каçарăр та, ку сăвва çĕнĕ мелпе çырасшăш пулнă ĕнтĕ хисеплĕ автор, анчах, 100 хут вуласа-çырса, туртса-прахса та тертленмесĕр "ненай" теесшĕнех мар эпĕ, çапах та ĕлемелли вырăнĕсем чылай пек-ха.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Влад Маскай (2019-05-16 20:41:18):

Каçарăр та, ку сăвва çĕнĕ мелпе çырасшăш пулнă ĕнтĕ хисеплĕ автор, анчах, 100 хут вуласа-çырса, туртса-прахса та тертленмесĕр "ненай" теесшĕнех мар эпĕ, çапах та ĕçлемелли вырăнĕсем чылай пек-ха.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: