Кантăкран шаккать саркайăк


Юля, сĕтел хушшинче кĕнеке вуласа лараканскер, шарт! сикрĕ: такам чӳречерен шак! шак! туни илтĕнчĕ. Сасси кухньăран илтĕнет, пахча енчен. Хĕр васкаса унталла утрĕ. Вăл алăка уçрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: кантăкран саркайăк шаккать. Юля çывăхарах пычĕ. Лешĕ, çынна асăрхасан, пăлханса хăвăрт çунаттисене сарчĕ те вĕçсе кайрĕ.

Хĕр ешĕл симĕс çулçă тăхăннă пахчана тухрĕ. Акă вăл, янкăр сарă хĕвел пек, ялтăркка кайăк, çӳллĕ улмуççи çинче ларать. «Мĕн каласшăн пултăн-ха эсĕ пире паян?» — шухăшларĕ Юля, юмахри пек илемпе киленсе.

Тепĕр эрнере каллех килсе шаккарĕ кантăкран ылтăн кайăк. Пике вара ашшĕшĕн, инçете ĕçлеме тухса кайнăскершĕн, пăшăрханма пуçларĕ: «Ырра мар пуль ку», — терĕ.

Татах тепре килсе шакканă хыççăн, Юля чăтаймарĕ, шкулти биологи учителĕпе канашлама шутларĕ. Владимир Петрович пĕртте тĕлĕнмерĕ çак мыскараран. «Кайăксем тĕкĕр е кантăк çине пăхсан, хăйсене палламаççĕ . Умри сăна вĕсем ют тесе шутлаççĕ, час-часах унпа тытăçма пуçлаççĕ. Сан саркайăк та хăйĕн тăшманĕпе вăй виçеп, тенĕ ĕнтĕ », — ăнлантарчĕ вĕрентекен. Хĕр çакăн хыççăн лăпланчĕ, киле хавас кăмăлпа утрĕ.

Ылтăн кайăк урăх кантăкран шаккамарĕ. Пике ăна пахчара час-часах курчĕ, анчах пĕччен мар-мăшăрĕпе. Кайран вара пачах çухалчĕç вĕсем— чĕпсем кăларма ларчĕç пуль. Утă уйăхĕн вĕçĕнче ашшĕ те аякри ĕçĕнчен тĕрĕс-тĕкелех киле таврăнчĕ.

— Аюй, эсĕ паян хĕвел пек çиçен! Тĕттĕм каç та çуталса кайрĕ, — шӳтлерĕ Коля, каçпа Юльăпа тĕл пулсан.

— Савăнтăм атте чиперех килнишĕн тата кайăк мыскари пĕтнишĕн,— хуравларĕ хĕр.

— Эх, эс ман саркайăкăм! Яланах пĕрле пуласчĕ санпа, — терĕ те каччă çепĕççĕн ыталарĕ савнине.

Çамрăксем çĕрĕпех ырă малашлăх çинчен ĕмĕтленчĕç. Вĕсен чӳречинчен телей кайăкĕ çеç пырса шаккаса шанаççĕ вĕсем.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: