Тухатлӑ каҫ


Ĕнтрĕк тĕс хула çине

Каçхине çапать.

Суту-илӳ вĕçленсе

Пасар саланать.

 

Кашни сутуçă васкавлăн

Укçа-тенкине шутлать,

Алăк питĕркĕчне меллĕн

Çăраççипе пăталать.

 

Кӳршĕри трактир хуçи

Йыхăрать çак халăха,

Эрехĕ-сăри туллии

Сирĕлтерме тунсăха.

 

Ӳсĕрĕлнĕ купсасем

Пуçăнаççĕ мухтанма,

Çул çинчи йывăрлăхсем

Кирлех çук халь асăнма.

 

Çавăн евĕр шухăшпа

Сар Иван çула тухать,

Пуçне кайнă самаях

Куçĕ мăч-мач çеç пăхать.

 

Аса ил-ха Сар Иван

Çамрăк арăм сăмахне:

Тепре ĕçсе таврăнсан

Манăç килĕ пурине.

 

Ĕçсĕр-хĕлсĕр пасарта

Çӳретĕн çапкаланса,

Сутса янă арманта

Пур-и, çук-и тĕш тырра.

 

Тимĕрçĕпе икĕ каç

Эсĕ ларнă трактирта.

Сана качча тухнă чух

Куçсем пулнă-ши ăçта?

 

Чиркĕве мĕнле питпе

Эс хăятăн-ши кĕме?

Намăсна, тен, çухатнă

Те пулман та чĕрӳнте.

 

Курса тăрах, упăшкам,

Пĕрре пуçна çухатан.

Кĕрсе кайăн шурлăха

Е шывра ăçта путан.

 

Тухиччен çула Иван

Трактирта ĕçсе ларнă,

Чăмăрта кăпăк сăра

Унччен миçе пушатнă.

 

Вучахра вутă çунать,

Ялкăшать çулăмпала.

Атăçăпа вăл ваклать

Пур-и, çук-и сăмаха.

 

Пĕрре мар сĕтел айне

Вĕсем тӳннĕ çакăнта;

Каç çĕрленĕ, ир çинчен

Кайнă килне таврăнса.

 

Вăхăт майĕпен шăвать

Янăраççĕ юрăсем.

Калаçу пĕр тăсăлать

Сăмах пĕтмест ӳсĕрсен.

 

Трактир хуçа арăмĕ

Сар ванна куç хĕсет.

Чăрсăр хӳхĕм кăкрисем

Аскăнлăха вĕтĕлет.

 

Хура Сантăр хайлава

Итле кăна, юптарать.

Тимлĕхе кăшт çухатсан,

Чике тăршшĕ те лартать.

 

Çапса çăван çумăрĕ,

Çитет шакканă сасси.

Пыл хурчĕ евĕр йывăррăн

Иртет вăхăтăн таппи.

 

Телей мăкăнь çеçки пек

Татса илтĕн — типрĕ, çук

Ӳсĕрĕн пуçра кипек

Паян çитнĕ ăнăçу.

 

Юр пĕрчи евĕр телей,

Вĕçсе иртет инçете.

Е асамат кĕперийĕн

Çĕтет çӳллĕ тӳпере.

 

Пурне те хăй вăхăчĕ,

Сĕтел хушшинчен тухать.

Пĕркенет вăл юпăнчă,

Иван тула утаслать.

 

Таврана хура-кăвак

Карса илнĕ, сĕм тĕттĕм.

Нимĕн те пулмасть тăва

Пĕр сăмахпа чĕр вилĕм.

 

Çил ахăрать, тӳсме çук,

Пăрпа хутăш çумăрĕ,

Кĕмсĕртетет тӳпере

Хаяр çиçет çиçĕмĕ.

 

Усал патши çакă каç

Уçăлма тухнă, тейĕн.

Хăрушлăхпа шуйланаç

Куçа курăнать темĕн.

 

Шурлăх тăрăх Сар Иван,

Питне алпа хупăрлать,

Урхамахне тустарса

Кил еннелле васкавлать.

 

Пĕрре юрă вăл тăсать,

Тепре умма тинкерет.

Шлепкипе те сăх сăхать

Усалсенчен шикленет.

 

Тĕтреллĕ мĕлке евĕр

Инçетре чиркӳ вĕлтлет.

Мур ушкăнĕ юрлани

Çавă таврана çитет.

 

Çывăхра паллă кĕпер

Пуррине аса илет.

Сутуçă тĕттĕм каçра

Тахăш çулхине вилет.

 

Чул хысакĕ çывхĕнче

Тепри çурнăччĕ пуçне.

Хăвалăхăн хушшинче

Тупнă пулать виллине.

 

Пĕчĕк ача виллине

Инçех мар тупни асра,

Хĕрарăм пăвăннине

Ăс-тăн çывхартать куçа.

 

Пăсăлса пĕтнĕ çанталăк

Шыва çыртан кăларнă,

Çук ниçта та ăшăхсем

Калăн пурне шыв çăтнă.

 

Нăйкăшаççĕ туратсем,

Карă çилĕ шеллемест.

Тĕпрен тӳнеç йывăçсем

Тавçăрма та пуç çитмест.

 

Чиркӳ çӳллĕ çуртĕнчен

Çуйхашнисем илтĕнеç.

Тахăш кулать, сассинчен

Чун-чĕре сисчӳвленеç.

 

 

Ӳсĕре вăл ним те маар

Усалпа, тен, пĕр тăван.

Шуйттана та хăратма

Халĕ хатĕр Сар Иван.

 

Урхамахĕ пĕр шит те

Утасшăн çук малалла,

Ачашласа, çилленсе

Иван туртать лашана.

 

Пĕтĕм хевтен чĕтресе

Урхамах хыçран утать,

Иван ӳсĕр, сĕвĕнсе

Чиркӳ патне çывхарать.

 

Турçăм! Мĕн кăна унта

Хăтланса çеç пĕтмен-и,

Усал-тĕсел каç-куна

Тусанне çĕкленĕ-ши?

 

Хăйсем ташă ташлаççĕ

Котильон е кадриль мар.

Авалхиллле кăтăраççĕ

Варĕнче çаврнать чукмар.

 

Ура тапса çӳлелле

Ăнтăлаççĕ тухатсем,

Урайне выртса ӳпне

Çаврăнаççĕ путсĕрсем.

 

Кантăк урати çинче

Вырнаçнă пĕр ват старик,

Купăс тытнă аллине

Нăйлаттарать нăр-нăрик.

 

Ташăра хĕрӳленсе

Çаврăнаççĕ вилесем.

Сасартăк тупăксене

Уçса тухрĕç çĕннисем.

 

Кашни çинче авалхи

Вĕтсе пĕтнĕ тумтирсем,

Тытнă çурта кашниех

Вăрăммă та пит çинçе.

 

Сарлака хулпуçиллĕ

Килсе тухрĕ ушкăнпа,

Сар Иван аса илчĕ:

Вăл паллать-çке çакăна.

 

Вăл каччăпа пĕр касра

Çуралса ӳснĕ пĕрле,

Сирĕлмен-çке-ха асран

Ячĕ унăн — Кавĕрле.

 

Пурăннă-тăк лăпкă çеç

Мăшăрланса, çурт-йĕрпе,

Çук, пӳрмерĕ, ĕçкĕçе

Тухрĕ каччă майĕпен:

 

Пикенчĕ вăл вăрлашма

Вăрă-хурах халăхпа.

Çăмăл мула тутанса

Вилĕм тупрĕ улăхра.

 

Пĕчĕк-пĕчĕк ачисем

Пурнăçа та курманскер,

Тĕне те кĕменнисем

Курăнаççĕ, куçкĕрет.

 

Вăрăсемпе хурахсем

Сăнчăрпа е вĕренпе,

Кашни хурах хĕвĕнче

Хĕстернĕ-мĕн пурттине.

 

Куçпа мĕскер курнине

Чĕлхе хал çитереймест.

Каласа пама та хĕн

Те сăмахĕ те çитмест.

 

Сар Иван лаша çинчен

Пăхса ларчĕ çавсене,

Чиркӳ алăк умĕнчен

Иртме çавах шикленсе.

 

Хăвăртран та хăвăртрах

Çаврăнаççĕ усалсем,

Çак хăрушă ташăра

Явнать тусан çĕкленсе.

 

Ак, салтăнса пăрахрĕç

Ташша ячĕç çĕнĕсем.

Çĕтĕк-çурăксем вĕçрĕç

Тĕрĕспе татăкĕсем.

 

Енчен те çав ташăра

Пулнă пӳ-силлĕ хĕрсем,

Пулнă-тăк вĕсен тумсем

Пархатарлă бархатсем.

 

Сар Иван пĕр шелсĕрех

Йăл-кулу парнелесе

Сĕнме хатĕр чĕрине

Чĕрине çеç-и, чуне.

 

Çак ĕмĕрхи тухатсем

Аш-чике тавăраççĕ,

Анчах çавсен хушшинче

Пĕр пике асăрханчĕ.

 

Çав усалсен хушшине

Килнĕ курнать пуçласа,

Ватăсен вăл ушкăнне

Кĕрсе кайрĕ çуйхашса.

 

Каярахпа ун çинчен

Тĕрлĕрен тухать сăмах.

Выльăха вăл пĕтерме

Йăлт пултарать тухатма.

 

Тĕш-тырра та пучахра

Тухатпа пăсать, имĕш.

Усал вăйпа карапсем

Путарнă вăл, тухатмăш.

 

Çӳхерен-çӳхе пурçăн

Пĕркеннĕ çийне кĕпе

Пĕлсе çитмен асламăш:

Мĕскер кĕтет мăнукне.

 

Çав кĕпене тумланса

Усал-мурсем хушшинче,

Хĕр усала çаврăнса

Вĕсемпе ташлассине.

 

Шурлăх варринче вырнаçнă

Ишĕлсе пĕтнĕ чиркӳ:

Халăхра та, тен, манăçнă

Усалсемшĕн киленӳ.

 

Çавах та çак йĕркесем

Сăмах çитмест калама,

Вĕлтлетеççĕ урисем

Пикен çакă ташăра.

 

Сар Иван куçне хывмасăр

Сăнать хĕр ташланине,

Эсреллĕ пек чарăнмасăр

Тăсать хăйĕн кĕввине.

 

Ак, пĕр сикӳ, ак, тепре,

Чăтаймарĕ Сар Иван:

Хашлатса сывларĕ, тăсрĕ:

«Сире тĕплетĕп паян!»

 

Самантра ташă путланчĕ

Сассем çĕтрĕç сĕм тĕттĕм.

Вырăнтан Иван хускалчĕ:

Çухăрса ячĕ ушкăн.

 

Пĕрер кăлтăкпа шуйланнăн

Сĕрлесе вĕçен хуртсем,

Вирхĕннĕ хур-кайăкăн

Ут чуптарчĕ арпашнăн.

 

Нимĕне тавран курмарĕ

Умрине те тавçăрмасть.

Пĕр шухăш çеç: хăтăласчĕ,

Усал та юлмасть хыçран.

 

Сар Ивана вилесем

Ярса илчĕç пур енчен,

Арăм кĕтсе илеймест

Тĕрĕс килчĕç сăмахсем.

 

Тăлăх юлать арăму

Ачусем вара мĕнле?

Мĕншĕн пултăн-ши сарăмсăр

Пĕччен мар-çке çемьеллĕ.

 

Лашине мур ушкăнĕ

Çитĕнтерчĕ чăм шыва,

Кĕпер патне çитейнĕн,

Ăна çăлăнăç хывать.

 

Юханшывран мур тавраш

Хăрать, теççĕ халăхра.

Чылаях та мар, утас,

Çук.., пулмарĕ хăтăлса.

 

Катаран пурçăн кĕпе

Сасартăк килсе тухса,

Çакланчĕ ут çилхине

Вĕçерĕнме май пулса.

 

Юлнă пур вăйне пухса

Ăçтан кăна тухрĕ-ши?

Çур çилхине хăварса

Кĕпер урлă каçрĕ-ши?

 

Çакăнпа хайлав вĕçлетĕп

Асăрханăр айвансем.

«Чамаллă ĕçкĕ йĕркеллĕ», —

Асилтерĕç çумрисем.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: