Петрушӑн сăхман çук
— Кришшапа Мĕтри паçăртарах кооператива кайрĕç, — терĕ хирĕç Ваçлей. — Эсĕр киле васкамасан вĕсем, тен, халех килсе çитĕç.
Чăнах, çав вăхăтрах класа Кришшапа Мĕтри пырса кĕчĕç.
— Ну, мĕн каларĕç кооперативра? — темиçе кĕтесрен харăс çухăрса ячĕç ачасем.
— Виçĕм кун ял советĕнче мĕн каларĕç тата? Тавайăр, каласа парăр.
Кришша, такама хытă çилленнĕскер, хыттăн çапла каласа хучĕ:
— Ни ял советĕнче, ни кооперативра пире признавать тумаççĕ. Ял советĕнчен те, кооперативран та пире хăваласах тенĕ пек кăларса ячĕç! Вот, мĕн тăвăпăр ĕнтĕ...
Çапла каларĕ те Кришша, чистиех вăйсăрланнă пек, парта хушшине кĕрсе ларчĕ. Ачасем пурте шăп пулчĕç. Кашниех ĕç тухманшăн хăйне майлă кулянма тытăнчĕ. Пĕри пуçне усса ячĕ, тепĕри аллипе янаххине килсе тытрĕ, виççĕмĕшĕ йывăррăн сывласа ячĕ.
«Неушлĕ ĕç тухмĕ?» «Неушлĕ вĕсен пире пулăшмалла мар?» — шухăшлаççĕ тата теприсем.
«Ял совечĕпе кооперативра укçа пулĕ-çке?»
«Самообложени укçи ăçта? Неушлĕ вăл укçаран пире пĕр вунă тенкĕ те уйăрса парасшăн мар?»
— Ачапча! — сасартăк çухăрса ячĕ пĕчĕк Леонид. — Мĕн пăхса тăратпăр эпĕр?! Тавай лайăхрах хĕстеретпĕр ял совечĕпе кооператива!
— Мĕнле хĕстерес? — ыйтать пĕри.
— Унта пирĕн таса мар çынсем лараççĕ, — малалла хĕрсе калать Леонид. — Кам пĕлмест Мурка Кирли кашни çĕр ӳсĕр ахăрса çӳренине? Ăçтан тупать вăл укçа?! Тавай тĕрĕслес: ăçти укçапа ĕçет вăл — хăйĕннипе-и е ял совечĕннипе?! Кунсăр пуçне, раç мошнă ял совет пуçлăхĕн ĕçсе ахăрса çӳреме?! Кам пĕлмест тата пирĕн кооператор хăйĕн хурăнташĕсене, хăйĕн юлташĕсене вăрттăн тавар панине: сахăр унта, çитсă, тата ытти те...
— Чăнах, чăнах, кам пĕлмест? — çухăрса яраççĕ темиçе сасă.
— Мурка Кирли каç пирĕн аттепе ĕçсе çӳренĕ, — пурне те çĕнтерсе паттăррăн калать пĕр сасă. — Эп хам çвитетлĕ пулатăп кирлĕ пулсан! Мĕншĕн тесен атте ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ хыççăн аннене чутах вĕлеретчĕ хĕнесе. Мурка Кирлипе пĕрле атте те лектĕр — çăва çине!
Çапла кĕрлесе кайрĕç ачасем, ял совечĕпе кооператив тӳнтер енне çапла сирсе пăрахма пуçларĕç.
* * *
Тепĕрер çуршар сехет калаçсан учитель Иван Ваççилчăна кайса чĕнчĕç ачасем. Вара Кришшана хутпа кăранташ тыттарса хаçата статья çырма тытăнчĕç. Акă вĕсен статйи: «Чĕкĕнтĕр ял совет пуçлăхĕ ĕçсе алхасса çӳрет, кооператив прикащикĕ çитмен таварсене вăрттăн сутать.
Пирĕн ялăн ял совет пуçлăхĕ Мурка Кирли ятлă. Кооператив прикащикĕ — Курак Çтаппанĕ. Çаксем пĕртте тĕрĕс ĕçлемеççĕ. Мурка Кирли кашни çĕр сухалли тăрăх эрехлĕ сĕлехе юхтарса çӳрет, Курак Çтаппанĕ хăйĕн хурăнташĕсене, юлташĕсене вăрттăн сахăрпа чей ĕçтерет тата ытти çавăн пек çитмен таварсем. Эпĕр ыйтатпăр сиртен, хаçат çыракансенчен: çавсене тĕрĕслеме, унтан, кирлĕ пулсан, кăларса яма. Тата кунпа пĕрле эпĕр сире Петруша сăхман туянтарасси çинчен çырса пĕлтеретпĕр. Акă итлĕр Петруш çинчен. Петруш вăл — пирĕнпе пĕрле иккĕмĕш класра вĕренекен ача. Килте ун амăшĕ çеç, чухăн пурăнаççĕ. Петрушăн ни сăхман, ни алсиш çук. Çавăнпа ăна кашни кун тăм илет пит çăмартине те, хăлхисене те. Çавăнпа та эпĕр Петруша мĕнле те пулса çĕнĕ сăхман е пальто тупса пама канаш тунăччĕ. Анчах пире çав Мурка Кирлипе Курак Çтаппанĕ пĕрре те пулăшмарĕç. Вĕсем пире (Кришшана, Мĕтрине, Ваçлее) хусах кăларса ячĕç. Эпĕр ыйтатпăр: ял совечĕн, кооперативăн пирĕн шкул çине, пирĕн лайăх ĕçсем çине çавăн пек пăхма юрать-и тесе. Пирĕн шутпа, юрамасть ун пек пăхма, сирĕн шутпа та çавăн пек тесе шутлатпăр. Çавăнпа эпĕр сире пире пулăшма ыйтатпăр, Мурка Кирлипе Курак Çтаппанне айăплама ыйтатпăр. А Петруша çĕнĕ сăхман кирлех, унсăрăн ăна шкула çӳреме пăрахма лекет, а халь всеобуч... Хăвăртрах пулăшу ыйтатпăр. Сире салам. Пурте алă пусатпăр. Тата манса хăварнă: пирĕн шкулта пионер отрячĕ пур. Унта эпĕр нумаййăн тăратпăр. Ялта комсомолецсем пур. Вĕсем пире пулăшкалаççĕ пăртак. А халь, сăхман пирки, Кришша калать, пулăшаймарĕç тет. Вăл начар, пирĕн шутпа. Тата пирĕн çирĕм килĕрен колхоз пур. Леонидсен ашшĕ унта пуçлăх. Сăхман пирки унта кайман-ха. Халь ĕнтĕ тек манса хăвармарăмăр пуль тетпĕр. Пĕтрĕ. Халь ĕнтĕ 67 ача алă пусатпăр. Учитель те пирĕнпе пĕрлех алă пусать».
V
Ял çине каç шуса киле пуçласан Чĕкĕнтĕр ял теçетскийĕсем хăвăрт халăх пуххи хăвалама пуçларĕç.
— Халăх çине! Халăх çине! — таккаççĕ чӳречесем патне пырса.
— Паян халăх пуххи пулать, — тенĕ учитель Иван Ваççилч ачасене киле салатас умĕн. — Кам пырас тет пырăр халăх çине. Мурка Кирлипе Курак Çтаппанĕ отчетсем туса параççĕ паян.
— Петруш сăхманĕ çинчен те калаçаççĕ-и? — ыйтнă ачисенчен пĕри.
— Калаçăпăр Петруш сăхманĕ çинчен те, — тенĕ учитель кăшт кулса.
* * *
Отчет...
Мурка Кирлине отчет тутараççĕ, Мурка Кирлийĕ отчет тăвать халăх пуххинче.
— Эпĕр çавна тунă, эпĕр кăна тунă! — тет Мурка Кирлийĕ. Хăй хĕрелсе кайнă, тата çамки çинчен куç çинелле тар пĕрчисем юхаççĕ.
— Пирĕн кĕпер ишĕлнĕччĕ. Çав кĕпере çĕнĕрен турăмăр, — тет Мурка Кирлийĕ. — Ун çине самообложени укçинчен тăватă çĕр тенкĕ кайрĕ.
— Мĕнпурĕ самообложенине миçе тенкĕ пуçтарнă эсĕр? — ыйтать Мурка Кирлинчен районран килнĕ çын. — Мĕн чул пуçтарнă тетĕп? — хытăрах ыйтать тата леш чĕнменнине кура.
— Лайăххăнах пĕлместпĕр! — патлаттарса хурать Мурка Кирли.
Ай-яй! тарлаттараççĕ Мурка Кирлине! Мурка Кирли аран сывлать, вăтăр çухрăм пĕр чарăнмасăр чупнă лаша пек хашкать хăй.
— Шкула мĕнпе те пулсан пулăшатăр-и? — ыйтать районран килнĕ çын.
— Пулăшмастпăр, — тет Мурка Кирли хуйхăллă сывласа ярса. Хăй ăшĕнче: «Ах ку шкул ачисене, пĕтерчĕç вĕт шкул ачисем, пĕтерчĕç», — тесе тарăхать Мурка Кирли.
Халăх çинче пысăк çынсемçĕр пуçне шкул ачисем те пур. Пысăк çынсем те, шкул ачисем те пĕртте хĕрхенмеççĕ Мурка Кирлине.
— Мĕншĕн ялан ĕçетĕн? — çилленсе калать пĕр пысăк çын. — Кам укçине эрех туса çăтатăн?
— Мĕншĕн шкула пĕртте пулăшмастăр, мĕншĕн пирĕн Петруша çĕнĕ сăхман илсе пама пулăшмарăр?!— çухăраççĕ алăк патĕнчен Кришшапа Ваçлей. — Халь, Петруш шăнса пăсăлнă та, сыв мар выртать!
Тарлать Мурка Кирли. Халь ĕнтĕ çамки çинчен çеç юхмаççĕ тар пĕрчисем, пур çĕртен те, сăмса шăтăкĕнчен те, юхаççĕ.
* * *
Тепĕр отчет... Ку отчета кооператив прикащикĕ Курак Çтаппанĕ тăвать. Вăл хăйĕн сăмахне нумай каламарĕ. Пĕр çур сехет пек каласан пĕтерчĕ те каласа.
— Вот, юлташсем, çавăн чухлĕ тавар килнĕ, çавăн чухлĕ салатнă; çавăн чухлĕ укçа пулнă, çавăн чухлĕ халь пур, — терĕ вăл юлашкинчен.
Çынсем малтан чĕнмерĕç. Анчах пĕрер минут чĕнмесĕр тăрсан:
— Пĕр каçхине хăвăн шăлнупа ăçта ăсатрăн пĕр михĕ сахăр? — çилленсе ыйтрĕ пĕри. — Йăвăнчăри усламăç Аптук патне мар-и?
— Мĕншĕн пĕркун килнĕ шурă çитсупа чăпар сатина хăвна çывăх çынсене анчах уйăрса патăн?
Çавăн пек ыйтусем пара пуçласан малтан тарламан Курак Çтаппанĕ те Мурка Кирли пекех тарла пуçларĕ.
* * *
Тек ĕнтĕ малалла кам-кам отчет тунине çырмастпăр. Отчетсемсĕр пуçне унта нумай çын калаçрĕç, учитель те — Иван Ваççилчă та — тухса калаçрĕ. Шкул ачисенчен Кришша, Ваçлей, Мĕтри тата Леонид тухса калаçрĕç. Юлашкинчен... Мурка Кирлипе Курак Çтаппанне хăйсен вырăнĕнчен кăларса сута памалла турĕç.
Халь ĕнтĕ эпĕр чи юлашкинчен Петруш çинчен, сăхман пирки пуçланнă тавлашу мĕнпе пĕтни çинчен каласа хăварасшăн...
VI
— Пĕр эрнерен штопă Петрушăн çĕнĕ сăхман пултăр! — тесе йышăннă пулнăччĕ ачасем хăйсен малтанхи пуххинче.
Анчах Петрушăн нумай шăнса çӳремелле пулчĕ, Петрушăн çĕнĕ сăхман час пулмарĕ Мурка Кирлипе Курак Çтаппанĕ пирки.
Пĕр эрне хыççăн икĕ эрне иртрĕ, икĕ эрне иртсен пĕр уйăх çитрĕ вара...
...Пысăк çырма. Чăнкă çырма. Темиçе теçетке ача вăл çырмара ту шăваççĕ. Çырма тăрнех улăхса каяççĕ те аялалла яр-р! шуса анса каяççĕ. Хăшĕ çунашкапа, хăшĕ йĕлтĕрпе ярăнаççĕ.
Вĕсем хушшинче... Петруш та пур. Ак вăл йĕлтĕрпе аялалла вăрхăнса анать! Паш-ш! туса юр ăшне чикĕнсе кайрĕ Петруш.
Анчах Петруша халь ĕнтĕ юр ăшĕнче те сивĕ мар.
— Ха-ха-ха! — кулать вăл юр ăшĕнчен çĕнĕ пальтопа мăраланса тухса. — Эй, лайăх-çке ĕнтĕ! — тет çĕнĕ алсишĕпе пальти çинчи юра шаккаса.
Ак тата Кришша вăрхăнса анать! Вăл та паш-ш! Туса юр ăшне чикĕнсе каять.
— Аван-и юр ăшĕнче? — ыйтать унтан Петруш.
— Пырать, Петруш, мамăк ăшĕнчи пекех...
Ак тата Мĕтри, Леонид, Ваçлей тавлашса анаççĕ!
Çук, кусем ӳкмерĕç...
Аван ярăнма! Сывлăш сивĕ те уçă. Анчах Петруш ĕнтĕ текех сивĕрен хăрамасть, тек чирлесе выртас çук ĕнтĕ Петруш. Ăна халĕ ыттисем пекех ăшă. Тăм илесрен те хăрамасть тек Петруш.
* * *
Çапла турĕç пирĕн ялти шкул ачисем. Вĕренеççĕ çеç мар: вĕренӳпе пĕрле темĕн тĕрлĕ усăллă ĕçсем те туса пыраççĕ.
Петруша çĕнĕ сăхман илсе парассинчен пуçласа, юрăхсăр ял пуçлăхне вырăнтан кăларттарчĕç, усламçăсене тавар тăратакан кооператора тĕрмене ларттарчĕç.
Вăл çеç те мар. Пирĕн ялти шкулта халь ирхине уроксем пуçланас умĕн чей ĕçеççĕ ачасем... Çĕнĕ тумтир пĕр Петруша çеç мар, çук çын ачисене, тумтир çуккисене, пурне те çĕнĕ тумтир çĕлетсе панă.
Ял председателĕ халь лайăх, пултаракан çын. Мурка Кирли пек мар.
Вот, çапла пирĕн ялта!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...