Чĕре ыйтнипе
Римма Сергеевна ĕç хыççăн яланхиллех кухньăра кăштăртатать. Плита çинчи чукун çатмара ывăлĕ юратакан техĕмлĕ катлет хатĕр ун. Хĕрарăм васкаса çĕр улми нимĕрне тĕвет. Кĕçех пĕртен-пĕр ачи ĕçрен таврăнмалла.
Алăкран утса мар, вĕçсе кĕчĕ кĕтнĕ çын. Хĕвел пек ялтăраса тăракан сăн-питĕнчен кулă каймасть. Таçта-такама ыталаса илсе çавăрĕччĕ. Мăрлатса хирĕç тухнă кушак çурине ача евĕр çӳлелле ывăтса ячĕ вăл. Лешĕ чутах маччана çитсе перĕнетчĕ. Хуçи килнипе савăнса мăрлатакан «çăмхана» çемçе пукан çине хучĕ те каллех алхасса илчĕ. Радиона хытăрах ячĕ. Унтан лăпланса пырса амăшне саламларĕ — çĕр çинчи чи хаклă та юратнă хĕрарăмне çепĕççĕн ыталарĕ Олег.
Тахçантанпах кун пек хаваслине курман ăна асли. Çавăнпа хальхинче те шанмасăртарах пăхрĕ ывăлĕ çине. Лешĕ тем каласшăн пулса пуçне усрĕ. Вара апата çиме лариччен чунне уçмаллах тесе-ши кăкăрĕнчи сывлăшне хаш сывласа кăларчĕ.
— Анне, ман сана каламалли пĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ хыпар пур. Лар-ха эс ак çакăнта. Хăвна аванах туятăн-и? Юн пусăмĕ хăпарни аптăратмарĕ-и? — пуканне патнерех куçарчĕ арçын, аслин сывлăхне тĕпчесе пĕлчĕ. — Паян маншăн питех те савăнăçлă кун, анне, илтетĕн-и, тӳсме çук савăнăçлă — эп авлантăм!
— ?!
— Çапла. Ман юратнă мăшăра Надежда, Шанăç тесе чĕнеççĕ. Паян кăнтăр тĕлĕнче хут уйăрттартăмăр, урăхла каласан, ЗАГСа кĕрсе çырăнтăмăр. Унпа сана, аннеçĕм, ыран паллаштарăп. Паянах килме тĕв туманшăн ан вăрç, ан çиллен, — кашни сăмахне ăнланмалла, çăвар туллин çавăрттарса каларĕ ывăлĕ. Вара турилккери катлета çимесĕр тӳсеймен евĕр апатланма пуçларĕ. — Сан пек тутлă, анне, никам та пĕçерме пĕлмест пуль. Чăнах.
— Авлантăн пулсан мĕншĕн эппин арăму-у-у çитермест сана паян? Надя тетĕн-и-ха? — кăмăлсăрланчĕ вăтам çулсенчи хĕрарăм. Кĕтмен хыпар тĕлĕнтернипе унăн сăнĕ улшăнчĕ, ури вăйĕ таçта кайса çĕтрĕ. — Мĕнпе айăпа кĕтĕм-ши пĕртен-пĕр ывăлăм умĕнче — вăл хăйĕн тем пек пысăк савăнăçне те хăйĕнпе пĕрле пайлама чĕнмерĕ пулсан?
— Анне, ну ан пуçла ĕнтĕ, тархасшăн. Ан кӳрен. Куншăн эсĕ ху айăплă. Эп виçĕ хутчен авланма шутларăм, пĕринчен тепри чечен сарпикесемпе паллаштартăм. Эсĕ мĕн калаттăн вĕсене, пĕлместĕп, анчах та пĕринпе те çемье çавăрса, çамрăксене пиллесе каланă сăмахсене илтсе пулмарĕ. Пĕри те сан кăмăлна каймарĕ. Анне, эп хальхинче, илтетĕн-и, чăнахах та хам телее тупрăм, Надеждăпа юратса пĕрлешрĕмĕр эпир. Юратнă арăмсăр, Надьăсăр, хам пурнăçа курмастăп та. Эс те унпа килĕштерессе, туххăмрах пĕр чĕлхе тупасса шанатăп.
— Авланма иртерех марччĕ-и сана, ывăлăм? Çемье çавăрса пурăнма çăмăл тетĕн пуль. Васкатăн эс. Пурăнма васкатăн. Эп ав пĕчченех ӳстертĕм сана, — аслин кăмăлсăрлăхĕ кашни сăмахĕнче уççăн палăрчĕ.
— Аннеçĕм, Надьăна курсан эсĕ те ăна пĕр самантрах юратса пăрахатăн. Вăл — çепĕç, ачаш, вăр-вар. Чăн-чăн чăваш пики, пирĕшти. Эсĕ ху каламастăн-и-ха, чăваш хĕрне качча илме тăрăш тесе. Кăмăл турам пĕр турам тенĕ пек сан кăмăлна тума тăрăшрăм. Малашне çĕр çинчи чи илемлĕ хĕрарăмсене телейлĕ тăвассишĕн пурăнăп. Илтетĕн-и, сирĕнсĕр, ман икĕ пăрчăканăмсăр, пурăнма пултараймассине халех туятăп. Эсир те мана ăнланма, йăнăшсемшĕн каçарма, пулăшма тăрăшăр. Килте хальлĕхе пĕр арçын. Эппин сирĕн ăна хисеплемелле, сума сумалла. Сан ывăлу çамрăках та мар ĕнтĕ — кĕçех 30 çул тултарать. Шăп та шай авланма вăхăт. Ан кӳрен. Чаплă туй тума самани урăх халь. Веçех майлашăнса çитсен тăвансене пухса пăртак палăртас шухăш пур. Эсĕ тата мĕн тейĕн. Ан тунсăхла, ман халь çиччас ĕçпе кайса килмелли пур — мăшăра театра илсе кайма шантарнăччĕ, — Олег ăшшăн пăхрĕ амăшĕ çине. Хăвăрт пуçтарăнса урама тухса кайрĕ.
Амăшĕ халь те тĕлĕкри пек туять-ха хăйне. Хăй çак самантра мĕн курни-илтнине ĕненесшĕн мар вăл. Шанмасăр аллине те чĕпĕтсе пăхрĕ. Çук çав — çывăрмасть мăнтарăн хĕрарăм. Ăçта йăнăш турĕ-ши, хăш тĕлте тикĕс çултан пăрăнчĕ-ши? Хĕр пулсан кăмăл-туйăмне веçех амăшĕпе пайлĕччĕ. Ывăлĕ нихçан та чунне уçса парас çук. Куншăн кам айăплă? Айăплине халь тин ăçта шырамалла?
Халиччен пĕртен-пĕр шанăçĕ, тĕрекĕ яваплă пысăк çĕрте ĕçленипе хĕпĕртетчĕ амăшĕ. Шкула та аван паллăсемпе пĕтерчĕ вăл институтран та хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ. Пуçлăхĕ шанать Олег Геннадьевича. Тĕп хулана командировкăсене хăйĕн вырăнне ярать. Перекет банкĕнчи кивçен укçапа ĕçлекен пая ертсе пыма шансан ывăлĕн кăмăлĕ тата та çирĕпленнĕ пек туйăнчĕ амăшĕшĕн. Вăл ĕçе иртерех каять, каярах юлса килет. Куллен офисĕнче вăл. Пушă вăхăтне хăйĕн пекех пуçаруллă, ĕçчен юлташĕсемпе ирттерет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Эрнере виçĕ хутчен тренажер залне çӳрет. Чи çывăх тусĕпе хĕлле йĕлтĕрпе, велосипедпа ярăнаççĕ, çулла отпуска пĕрле каяççĕ.
— Пурăн та пурăн. Мĕне пĕлсе авланмалла пулнă халех, 30 çул тултармасăрах? Çамрăклăх пĕрре килет, — тарăхрĕ ывăлĕн телейĕшĕн кулянакан хĕрарăм.
Леш, хайхи малтанхи ултавлă хĕрĕсен икĕпитлĕхĕпе сутăнчăклăхне пĕрре курсах сисетчĕ амăшĕ. Олегăн малтанхи «савнийĕ» Марина ятлăччĕ. Пулас хунямăшне мĕнле юрама тăрăшсан та пике ырă ятлă пулаймарĕ. Вăрăм ураллă Марина ывăлĕн хваттерĕпе машинине хапсăннипе çеç арăм пулма килĕшнине ăнкарчĕ пурнăç пурăнса курнă хĕрарăм. Калаçăвĕ те суяччĕ ун. Апат пĕçерме те, юнашар çынсене юрама та пĕлместчĕ. Тарăхтарма тесен вара — пĕр пытармасăрах. Кил-çуртра чи аслипе, пулас мăшăрĕпе канашламасăрах, Олег шухăшне пĕлмесĕрех туй кунне палăртнă. Римма Сергеевна никам та маррине, вĕсен çемье пурнăçĕнче чăрмантарма çеç пултарассине мăшăрланичченех картса хунă мал ĕмĕтлĕ пике. Ку, сăмахсăрах, çиллентерчĕ хĕрарăма. Ывăлне чĕнсе илсе пиллемессине, арçыннăн çирĕпрех кăмăллă пулмаллине пĕлтернĕччĕ ун чухне амăшĕ.
Олег хăй юратăвне пур майсемпе упрама тăрăшрĕ пулин те пултараймарĕ. Пĕрле утма тĕв туса çирĕплетнĕ шухăшĕ пĕр çулпа утма пуçличченех путланчĕ. Харкашăвĕ, кӳренĕвĕ уççăнах мĕн сăлтавпа сиксе тухнине пĕлеймест амăшĕ, анчах та Марина вĕсем патне килме пăрахрĕ. Каярах япалисене те пуçтарса илсе кайрĕ. Сывпуллашмасăрах, çиллессĕн алăка хупрĕ.
Римма Сергеевна канăçне çухатмаллипех çухатрĕ. Ывăлĕ чăнахах та амăшне каламасăрах авланчĕ-ши? Нивушлĕ юратмасть-ши вăл ăна, амăш шухăш-кăмăлне хакламасть-ши?
Иккĕмĕш хĕрĕ питĕ сивĕччĕ. «Анне усал мар-çке Оля, хăюллă, хастар, — ăнлантарма пăхнăччĕ ывăлĕ. — Паян креативный теççĕ ун пеккисем çинчен». Анчах та çав хăюллăскер Олега хаклама пĕлмерĕ. Питĕ вăйлă кӳрентерчĕ. Олег вăйлă чирлесен хистесе ыйтнипе ĕçĕнчен документсене тепĕр банка кайса памалла пулнă. Чиперкке ку кирлĕ хутсене таçта транспортра е урăх çĕрте çухатса хăварнă. Юрать ырă çын тĕлне пулнă çак çыхă. Пĕр кăмăллă арçăн Олег Геннадьевича паспорт номерĕпе серийĕ тăрăх тупса ятарласах укçа-тенкĕ çуртне кĕртсе хăварнă. Кун хыççăн çыхăну таталчĕ варлисен хушшинче. Пĕр-пĕрне шанма пăрахсан юрату сӳнет вара.
Люба ятлипе питĕ килĕштеретчĕç пек туйăнатчĕ малтанласа. Пĕр-пĕриншĕнех çуралнă пекчĕ. Анчах та килкелесе çӳренĕçемĕн пулас кинĕн тӳнтерлĕ енĕсене те тупрĕ Римма Сергеевна. Ку хĕр те юраймарĕ çамрăкла нуши-тертне самаях тӳснĕ, паян вăр-вар та çаврăнăçуллă, ăнăçуллă хĕрарăма. Хĕрĕ чиперне чипер ĕнтĕ, нимĕн те калаймăн. Анчах та йăнкăл-янкăл, вĕçкен, çинçешке. Кăшт çил вĕрнипех пилĕкĕ хуçăлассăн туйăнать. Куçкĕски патĕнчен кайма пĕлмест. Куллен питне-куçне хитрелетет, сĕрет, сăрланать. Пуçĕнче те вĕçсĕр парикмахерски те, илем салонĕ, солярий таврашĕ. Кашни каçах клубсем, кинотеатрсем тăрăх çӳрени те кăмăлне каймарĕ. Кану кунĕсенче кăнтăрлаччен çывăрни те. Туйчченех пĕр вырăн çинче арçынпа ыталашса выртнине те йышăнасшăн пулмарĕ аллăран иртнĕ хĕрарăм чун-чĕри. Пĕр сăмахпа каласан, пурнăç тăвакан çын пек те туйăнмарĕ Люба Римма Сергеевнăна. Хурларĕ вăл ывăлĕн савнине. Туйне кĕрлеттереймерĕç Смирновсем.
Халь ак авлантăм тет. Те шанмалла ăна, те шанмалла та мар. Уяр кун аçа çапнă пекех пулчĕ ку хыпар — амăшĕшĕн. Паян çĕрĕпех чĕлкĕм куç хупас çук.
Çавах путлĕ çывăрасси пулас çук тесе Римма Сергеевна вырăнĕ çинчен кăвак çутăллах сиксе тăчĕ. Ара ывăлĕ арăмне илсе килетĕп терĕ-çке. Чуста хурас. Пасара кайса какай туянас. Тутлă апат пĕçермесĕр епле-ха хаклă хăнана кĕтсе илĕн. Шăматкун ĕçе каяс çук-ха.
Кил хуçин кăнтăр хыççăнах веçех хатĕрччĕ. Часах Олегпа Надя та килсе çитрĕç. Амăшне илемлĕ чечек çыххи парнелерĕç. Кучченеç торт, канихвет туяннă çамрăксем. Хĕрлĕ эрех пирки те манман.
— Анне, Надюша сана парне хатĕрленĕ, — амăш куçĕнчен пăхрĕ Олег. — Кур-ха мĕн илсе килнĕ вăл.
Кинĕ кĕпе, тутăр, тĕрленĕ ал шăллисем кăларса хурсан хунямăшĕ кăмăллăн пуçне сĕлтрĕ, чĕринчен тав турĕ. Курăпăр-ха малашне мĕн пулĕ тенĕн пăхкаларĕ.
— Надя, эсĕ ĕçлетĕн-и е вĕренетĕн-и, — кăсăкланчĕ Римма Сергеевна кĕтмен çĕртен киле кĕнĕ кинĕн ĕçĕ-хĕлĕпе.
— Эп патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче юлашки курсра вĕренетĕп. Пилĕк минутсăр бухгалтер, — шăппăн хуравларĕ Надя. Хунямăшĕ мĕн калассине сиссе сăмахне малалла тăсрĕ.— Ытлашши çăвар тесе ан шухăшлăр. Эп ĕçлетĕп те — супермаркетра кассирта ларатăп.
— Анне, пĕлетĕн-и, эпир Надюшăпа ăçта паллашнине?
— Хальлĕхе тавçăраймастăп-ха, лавккара пуль ĕнтĕ. Кунашкал чипер кассира суккăр çеç сăнаймĕ.
— Çук çав, аннеçĕм. Иртнĕ кĕркунне пирĕн банка практиканткăсем килчĕç. Пĕри тепринчен хӳхĕмрех. Ăслă тата пуççавăрмăшсем.
— Сана Надя тухатларĕ тесшĕн мар пуль те эс, ывăлăм? — шӳтленçи пулчĕ хĕрарăм.
— Асту пуль — тахçанччен манран тарса çӳрерĕ сарпике. Эп ăна шыраса аслă шкула кайрăм. Деканатра ĕçлекен ĕлĕкхи туссем урлă вăл вĕренекен ушкăна, расписанине тĕпчесе аудиторине тупрăм. Шанатăн-и, çук-и, виçĕ хут кайсан çеç тĕл пулайрăм кăмăлласа пăрахнă хĕре, — Олег каласа панă хушăра Надьăн питне анис пан улми тĕсĕ çапрĕ. — Анне, юрататпăр эпир пĕр-пĕрне. Эпĕ хамăн пулас арăма тĕл пулсан пĕр ăна кăна çĕр çул шыранине ăнланса илтĕм.
— Саламлатăп сире, телей сунатăп. Пĕр-пĕрне упраса, хакласа, савса пурăнăр. Ывăлпа унăн çемйи телейлĕ пулсан мана та канлĕ,— пехил сăмахĕсем евĕр янăрарĕç хĕрарăмăн салам сăмахĕсем. — Чипер диплом илсен мана асанне тăвасси пирки те шухăшлама юрать вара. Çапла мар-и?
Тепĕр ирхине Олег ĕçрен иртерех таврăнчĕ. Ыран ирех командировкăна ют хулана тухса каясси пирки пĕлтерчĕ вăл. Надя университетран таврăнса ĕлкĕрейменнипе усă курса амăшĕпе çирĕп калаçса пăхма шутларĕ.
— Анне, ман эрнелĕхе инçе çула тухса каймалла. Тархасшăн, килĕштерсе пурăнма тăрăшăр Надьăпа. Вăл — çамрăк, айванкка; эс — пысăк тавракурăмлă, ăслă, интеллигентлă. Ан тапăн ăна. Хăй мĕн тăвас тенине тутăр. Санран именет вăл хальлĕхе. Пĕçерме те сан пекех тутлă пĕçереймест. Калаçăвĕ те йăвашрах унăн. Пурăна-киле хăвăн пекех маçтăрлама вĕрентĕн-ха эс кинне, çапла вĕт? Йăваш вăл, хытă каланине йышăнаймасть. Тӳрех йĕме пуçлĕ. Сана ӳкĕтлетĕп — пули-пулмипе ан тарăхтар çамрăк та ачашскере. Калаçса килĕшрĕмĕр-и? Ан ман, унсăр пуçне никама та юратаймăп эп. Телей çеç сун пире, çамрăксене.
— Эс мана çав териех усал çын вырăнне хуратăн-им, ачам? Веçех йĕркеллĕ пулать, ан кулян,— лăплантарма пăхрĕ хĕрарăм ывăлне. — Веçех аван пулĕ.
Командировкăна каяссине пĕлсен Надьăн куçĕ шывланчĕ.
— Эс кайичченех кĕтме пуçлăп эп сана. Хăвăртрах таврăн,-сăмахĕсем йăлăннă евĕр тухрĕç çамрăк арăмăн.
Мăшăрĕ епле лăплантарсан та чунĕнче тем вăркарĕ Надьăн. Ирех тăрса Олега подъезд умĕнчен машини тăкăрлăкра курăнми пуличченех ăсатса ячĕ.
Çамрăк хунямана юраса çитерме йывăр пулчĕ. Нимĕн те килĕшмерĕ ăна. Тĕпелтен те хăваларĕ, ваннăйран та. Вăл ĕçлени те, пĕçерни те, калаçни те килĕшмерĕ «амăшне». Диплом ĕçĕпе компьютер умĕнче çурçĕрчченех ларчĕ Надя. Ӳркенекенниех мар вăл.
Пĕррехинче хĕр-тантăшĕ кĕчĕ Надя патне. Кĕçнерникун ăслăлăх ĕçĕсене библиотекăна каймасăр килтех çырса пĕтересшĕн пулчĕ вăл. Хунямăшĕ ĕçре. Никам чăрмантаракан та çук. Кушак çури çеç чĕркуççийĕ çинчен анма пĕлмерĕ, хĕвел-пике ăшшинче ачашлансах çывăрчĕ.
— Кĕрсе курам-ха терĕм — еплерех пурăнать ман çемьеллĕ юлташ,— хыттăн калаçса тухрĕ Карина лифтран. Хваттере кĕрсенех пӳлĕмсене курса тухрĕ. — Ну кĕтсе ил. Санпа эпир çĕр çул тĕл пулман пуль. Ав еплерех чаплă керменте пурăнатăн иккен эс. Нихăçан та шухăшламан кам кам та эсĕ ылтăн читлĕхе лекетĕн тесе.
— Читлĕхре пурăнмастăп эп, ирĕкре. Ман Олег пек аван арçын çĕр çинче те урăх çук. Юрататпăр пĕр-пĕрне, хаклатпăр. Тата мĕн кирлĕ çамрăксене?
— Тата кам пурăнать ку пысăк пуян хваттерте. Иксĕр çеç-и? — тĕлĕнме пăрахаймарĕ пике.
— Çук, пирĕнпе пĕрле хуняма, Олегăн амăшĕ, пурăнать. Тĕрĕсрех каласан эпир ун патĕнче кун кунлатпăр, — сасси йăвашрах тухрĕ Надьăн.
— Карчамаспа веçех йĕркеллĕ пуль, çамрăк кинне тапăнмасть-и? — чарăнмарĕ Карина.
— Ну калатăн та эс. Мĕнле карчăк пултăр вăл? Çырла-чечек çулĕнчи çын. Еплерех илемлĕ хĕрарăм-ха тата.
— Ăнлантăм, вĕçех ăнлантăм. Сана унпа çăмăлах маррине те ăнлантăм.
— Атя-ха эп сана чей ĕçтерем. Ман кунта тутли пулмаллаччĕ-ха сивĕтмĕшре. Аллуна çу та кухньăна ирт. Ăçта эсĕ çапла калаçма вĕренсе кайнă? Минутра миçе сăмах калатăн?
Вĕсем чей ĕçсе ларнă чухне сасартăк киле Римма Сергеевна çитсе кĕчĕ. Чĕнмен хăнана курсан аванах кăмăлсăрланчĕ вăл. Туйăмне пытармарĕ те. Кĕске утăмсемпе утса пырса плита çине апат ăшăтма лартрĕ, хăна çине тепĕр хут тинкерсе пăхрĕ, сывлăх сунмасăрах, тем мăкăртатса зала кĕрсе кайрĕ.
Çакна асăрхамасăр хăварма пултараймарĕ, паллах, Карина.
— Сан пăянаму однако ж невоспитанный хĕрарăм, — терĕ. Çакна тути-çăварне чалăштарса, йĕрĕнерех каларĕ хĕр.— Нивушлĕ тăнлав тĕлĕнче çӳçĕ шуралма пуçласан та çынна ăс кĕмест-ши? Мана мар, сана хисеплеменнине кăтартрĕ вăл.
— Ан чĕн. Вăл ĕçрен ывăнса килнĕ. Апат те çиесси килет пуль, — юлташĕ чĕрре кĕресрен кулянса калаçрĕ Надя.— Римма Сергеевна, атьăр пирĕнпе пĕрле чей ĕçме. Нумайранпа курман тантăшăмпа паллаштарасшăн сире. Карина манран пĕр çул маларах вĕренсе тухрĕ. Банкра ĕçлет. Кĕсье телефонĕпе шăнкăравларĕ те хăнана чĕнтĕм.
— Чей ĕçнипе çеç çырлахайăп-ши ĕç хыççăн. Ман çиес килет, эп каярах кĕрĕп,— терĕ вăрт çаврăнса.
— Эсир хăнасене пит хапăлах мар курăнать. Эп каятăп ак халех, ан кулянăр,— Карина ури çине тăчĕ. Ăна хирĕç сиксе тăнă Надьăна шеллесе каялла ларчĕ.
— Сирĕн хăвăрăн ĕçĕр,— Римма Сергеевна вĕрекен кастрюле плита çинчен хăма çине илсе хучĕ.
Надя тантăшне ăсатса янă тĕлелле хунямăшĕ урнăччĕ. Кинне тахçанччен вăрçрĕ çилĕллĕскер. Ăна систермесĕр-тумасăр хăйĕн хваттерĕнче нимĕнле хăна таврашне те чăтма хал çитерес çуккине айккăн-майккăн мар, тӳрремĕнех каларĕ.
— Мĕнле усал чĕлхеллĕ тантăш вăл сан? Кам çул-ӳсĕмпе аслăрах çынпа çавăн пек тӳрккес калаçать? — тахçанччен кăмăлсăрланчĕ хĕрарăм. — Юлташу çине пăх та, эсĕ ху кам иккенне кала тенĕ пĕр ăслă çын. Ненай, каплах пулсан...
Надя чĕнмерĕ. Мăштах кăна компьютер умĕнче ларчĕ. Кунĕ йывăр килчĕ уншăн. Тӳсĕмсĕр Олег килессе кĕтет çамрăк арăм.
Ыран та ĕçсем пур-ха çĕнĕ çыннăн. Пĕр ялта çитĕннĕ, аслăрах класра вĕреннĕ çынпа тĕл пулмаллах. Амăшĕ кун пирки телефонпа хыпаларĕ.
Андрей Палч машинипе тăкăрлăкра кĕтсе тăрать ăна. Надя чупса пырса ларчĕ те машина тапранса кайрĕ. Шăп çав самантра лавккаран çыхăсемпе тухакан Римма Сергеевна Надьăна палласа илчĕ.
— Ах, йĕксĕк хĕрача, еплерех асса пурăнать. Упăшки командировкăра, вăл ют çын машинине ларса янкăлтатса çӳрет. Пурнăç-и ку? Кай, тамаша, инкек ку, — аран-аран лаплантарчĕ Римма Сергеевна хăйне.
Надя тĕттĕмленсе çитичченех килтеччĕ. Çĕр ыйтупа кĕтсе илнĕ хунямăшне курсан аптăрасах кайрĕ вăл. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă теççĕ те кунашкалах пулассине пĕлмен вăл. Тăванĕ вырăнне хума тивĕçлĕ хĕрарăм ăна кăшласа ямах тытăнчĕ. Ку апла мар, капла юрамасть тет. Халь тата аскăнчăк хĕрарăм вырăнне хурса калаçать.
— Пач пĕлмен хĕрупраçа качча илсе ывăл йăнăш утăм турĕ, çакна малашне хăех ăнланса илĕ те-ха,— çĕр çулхи вупăр карчăкĕ пек лăркарĕ вăл. — Çын чунне кĕрсе пăхаймăн. Тем çинчен шухăшлать, темпе аппаланать кин. Шуйттанĕ çеç пĕлет.
— Ани, хамăр ял çынниччĕ вăл. Андрей Палч. Университета çити çула май лартса кайма пулчĕ. Аннерен салам илсе килнĕ. Хăçан пырса куратăр тесе анне ав çыру, кучченеç — хур — парса янă,— тӳрре тухма пăхрĕ Надя. Сивĕтмĕше хунă хурне, сĕт-турăхне кăларса кăтартрĕ.
Кăна курсан пăртак лăпланнă пек пулчĕ хунямăшĕ. Ырă каç сунмасăрах çывăрмалли пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ.
Надя хальхинче куççульне чараймарĕ. Тен, ятне чармарĕ. Никам та çуккипе усă курса минтере йĕпетичченех йĕчĕ, йăвашлансах кайрĕ.
Олег шăнкăравĕ вăй кĕртрĕ ăна. Юратакан чĕресем тахçанччен пăшăлтатрĕç çав каç. Надюша савнийĕн ятне пăшăлтатсах çывăрса кайрĕ. Тунсăхне пытарма çăмăл мар ăна. Чĕри ыйтнипе турĕ вăл çак утăма. Хăш-пĕр вăрттăнлăхсене уçма хал çитереймесĕр арăм пулма килĕшрĕ...
— Юрататăп эп сана, кăвакарчăнăм, ылтăнăм манăн. Пăртак чăт, тархасшăн. Кĕçех пĕрле пурăнма пуçлăпăр...Хальлĕхе çапла кирлĕ. Максимушка, илтетĕн-и, юрататăп сана, пĕчĕкскерĕм, вăйлăскерĕм. Кĕçех пыратăп...
Мĕн ку?! Ĕçрен маларах килнĕ Римма Сергеевна хăлхине тăратсах кинĕ такампа телефонпа калаçнине итлерĕ. «Каларăм тем таса мар кунта тесе»,— шалт тĕлĕнчĕ вăл. Пирĕн кинĕн еркĕнĕ пур иккен. Максимушка тет вăл. Тьфу ирсĕр, пӳтсĕр ĕç-пуçа çаклантăмăр мар-и? Лăпланаймарĕ хĕрарăм.
— Кин, кампа калаçаттăн эс телефонпа? — куçĕнчен кăнн пăхрĕ. Мăшăр хура шăрçипе Надьăна витĕр кăларасла пăраларĕ. — Сан еркĕн пур апла? Эп иртнинче йăнăшман. Суятăн, суятăн, вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Хальхинче мĕн тесе ăнлантарса парăн мана. Татах шухăшласа кăлармалла, каллех суймалла. Анчах мĕнле ултавăн та вĕçĕ пулатех.
— Эпĕ суймастăп. Нимĕнле еркĕн те çук ман.
— Ну пултаратăн та! Юрату сĕрĕмĕнче Олег ăсне-тăнне çухатнă пулас. Нимĕн те курмасть, илтмест. Тур каçартăр, мĕнпурне ĕненекен ывăла каласа пар, мана мар — суймастăп тесе. Сан калаçăвна хам хăлхапа хам илтрĕм.
— Ăнлантăм эп, сирĕнпе килĕштерсе пулмасть пуль. Халь япаласене пуçтаратăп та тухса каятăп сирĕн чаплă килĕр-çуртăртан.
— Каях, сана никам та тытса тăрас çук кунта.
— Эсир, Римма Сергеевна, хăвăра çеç юрататăр. Ывăлăр телейĕ çинчен шутланă пулсан хăвăра унашкал кăнттам тытман пулăттăр.
— Мана вĕрентсе тăрать-ха тата, йăр-япăш! — кинĕн калаçăвне пӳлчĕ асли.— Ни сăну, ни туму, ни çурту, ни яту çук. Ялан суятăн, ялан шухăшласа тупса калаçатăн. Ман ывăл пуçне мĕнле çавăрса янă тульĕк?
— Каçарăр. Халь сире итлеме кăмăл та, вăй-хал та çук. Япаласене кĕрсе пуçтарам. Тата çакна çеç калам — ман сирĕн ывăлăр умĕнче пĕртен-пĕр айăп пур. Ытла та вăйлă юратса пăрахнăран, хăй те мана утăм тума памарĕ, хам та Олега çухатасран хăранипе вăхăтĕнче вăрттăнлăха уçма иментĕм. Çухатасран хăрарăм. Чуна каярах уçăп тесе йăнăшрăм эп. Анчах та пĕлĕр: эпĕ халь калаçнă Максим вăл — ман ывăл. Пиллĕкри ача. Амăшĕшĕн тунсăхлать пепке. Сайра куратпăр-çке пĕр-пĕрне. Шкул хыççăн университета кĕрсен пĕр каччă улталарĕ мана. Анне йĕрсен-йĕрсен лăпланчĕ те: «Çурат, хĕрĕм, ĕмĕрлĕхе хăвна суранласа ан хăвар. Сире ӳстернĕ-çке, ăна та ӳстерĕпĕр, çын тăвăпăр»,-терĕ. Римма Сергеевна, эсир каçараймасса пĕлсех урăх нимĕн те калаçса тăмастăп,— алăка хăвăрт хупса çывăрмалли пӳлĕме кĕрсе кайрĕ Надя. Куçĕ шывланчĕ ун. Чĕри сиксе тухасла тапрĕ. Пĕр вĕçĕмсĕр йĕчĕ. Сумккине пуçтарса сывпуллашмасăрах тухса кайрĕ.
Олег арăмне кĕтмен парне тăвас тесе икĕ кун маларах килме шухăшларĕ. Мĕн тытăнса тăмалли пур? Ĕçне кăларнă. Арăмне курас килнипе каçхине банкета та кайма килĕшмерĕ вăл — çула пуçтарăнчĕ. Ак вуннăмĕш сехет руль умĕнче. Магнитолăпа Надьăпа иккĕш юратнă юрăсем янăраççĕ. Куçне самантлăха хупсан та умне черчен мăшăрĕн хӳхĕм сăнĕ тухса тăчĕ...
— Надя, анне! Ăçта эсир? — вирхĕнче кĕчĕ Олег хваттере. — Курăр-ха эсир вĕсене — юратнă çыннине хирĕç те тухмаççĕ. Çĕр çăтнă тейĕн. Те тунсăхламан та. А-у-у, чăнах та никам та çук-им килте. Вăт параççĕ, — пӳлĕмрен пӳлĕме çӳрерĕ арçын.
Амăшĕ вырăнпах выртать иккен.
— Анне, мĕн пулчĕ сана. Ăçта Надюша? Мĕншĕн сан куçу шыçăннă? Мĕн пулса иртнĕ кунта? Каласа пар, тархасшăн.
Тахçанччен калаçрĕç ывăлĕпе амăшĕ. Римма Сергеевна Олега тĕплĕн шухăшлама сĕнчĕ. Халех ултавран пуçласан пурнăç тума пулĕ-и унпа, урăххине тупăпăр тесе те пăхрĕ. Кинне ятларĕ.
Олег савнине шăнкăравласа илес тесе çĕр хутчен те кĕсье телефонне яра-яра илчĕ. Анчах та кăлăхах. Лешĕ сӳнтернĕ ăна.
— Çук, анне, пуçа ан ыраттар манăнне. Юрату вăл бутикра сутăнакан хаклăран хаклă кĕпе-шăлавар мар-çке — юратнă хĕрарăма, тавара тĕсĕ е çĕлени килĕшменнипе кăларса ывăтнă пек чĕререн кăларса пăрахаймастăн. Мĕншĕн ăнланмастăн мана — унсăр пурăнаймастăп. Çапла, чунне тĕппипех уçса памасăр йăнăшнă Надя. Эппин сăлтавĕ пулнă. Утнă хушăра кам йăнăшмасть? Анне, нивушлĕ унăн ывăлне ӳстереймĕ тесе шухăшларĕ-ши юратнă хĕрарăм? Е намăс терĕ-ши? Ача — çутăх хĕвел, кил ăшши вăл, анне. Мĕн тăвас-ха манăн — халь ăçта шырас ăна?
— Килне кай, ялĕнче ачи патĕнче ĕнтĕ вăл халь. Ăçта пултăр?
— Эп ун ял ятне ыйтнă тетĕн пуль. Вĕренсе пĕтернипе пĕрех вăл. Диплом хӳтĕлемелли, патшалăх экзаменĕсене тытмалли çеç юлнă. Аннеçĕм, эп халех шырама пуçлатăп арăма. Пирĕн çемьере веçех йĕркеллĕ пуласса та ĕненетĕп,— спорт сумкине ăппăл-каппăл япалисене пăрахрĕ те амăшне ывăлĕпе кинĕн телейĕшĕн кĕл тума хушса çула тухрĕ...
— Чĕрӳ хушать пулсан каях эппин, тĕпренчĕкĕм. Манăн та мăнуксене чĕрçи çинче утьăкка сиктерес килет. Эп те ялан çамрăк пулмăп,— куççульне шăлчĕ Римма Сергеевна. — Чăваш хĕрĕ ывăла ăраскаллă тăватех. Кун пирки пĕртте иккĕленместĕп эпĕ. Амăш чĕри туять çакна...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...