Каçар, пичче
Каçар, пичче, тен, пулнă çăтăл-çăтăл,
Куçран пăхтарнă пулĕ, айванскер.
Эс маншăн пулнă тӳпери çут çăлтăр,
Анчах йĕрленĕ сан çулна синкер.
Сан çумăнта хама тĕреклĕ туйнă,
Ертӳçĕ пулнă эсĕ, Пăхаттир!
Мĕн пĕчĕкрен ыр тĕслĕх маншăн пулнă,
Турник çинче вăй пухнă кашни ир.
Вăтам шкула эпир пĕр çул пĕтернĕ
(Эс чирлесе çухатнă икĕ çул).
Шăпа пире шур хулана çитернĕ,
Хăй ăссĕн пурăнас-ха тенĕ пуль.
Савса куç хывнă хĕр те санăн пулнă
Çемье тĕпне телейлĕн çавăрма.
Çак ĕмĕтӳ пурнăçланмасăр юлнă —
Пурнăç тымарĕ тытăннă хăрма…
Кĕрхи каçпа яла таврăнайсассăн
Сасартăк ӳкрĕн хытă чирлесе.
Пульницара çухалчĕ çивĕч ăс-тăн —
Кам пĕлнĕ-ха çĕре эс кĕрессе!
Ман ал çинчех чуну сан тухса кайрĕ,
Хăй тухтăр нимĕн тăваймасть — чĕтрет.
— Пулăшаймарăм… — тесе пуçне тайрĕ,
Килсе çитмерĕ ĕмĕтри кĕтрет…
— Каçар, пичче, — теме ĕлкĕреймерĕм,
Кĕрекере ларма пӳрмен санпа.
— Тавах, пичче, — теме ĕлкĕреймерĕм
Ыр сывă чух, халь йывăр çавăнпа.
Ĕмĕрлĕхе эс çирĕмре юлатăн,
Эп кăçалтан — ят-сумлă шурсухал.
Çапах, çапах манран асли пулатăн,
Каçар, пиччем, парса тăрсам вăй-хал!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...