Юратупа кĕвĕçӳ


— Ну, пăрахма кала ĕлкĕреймен те, кала, — сасси чĕтревлĕ тухрĕ хĕрарăмăн.

— Пирĕн пулас мăнук сывă та йĕркеллĕ, Юля операци пӳлĕмне кĕрсе ĕлкĕрейменччĕ, — хаш сывларĕ Алексей Леонтьевич.

— Итле-ха, Юлечка, ан йĕр, сана пăлханма юрамасть. Андрейпа эпир пит çивĕч калаçăпăр. Халь эс пирĕн патра пурăн. Пепкӳ валли витаминсем кирлĕ. Санăн та пăшăрханма юрамасть.

— Вăл мана, Рената Васильевна, ачаран хăтăлма хушрĕ, çак хăрушла операци валли пухнă укçана та хăй аллипе хăй тыттарчĕ, — куççулĕ пĕр вĕçĕмсĕр юхрĕ черченкĕскерĕн.

— Андрей кăмăлĕ çаврăнасси пирки пĕртте иккĕленместĕп эп, — ашшĕн сăмахĕ çирĕп тухрĕ. — Хальлĕхе выляса-кулса ĕлкĕреймен пек туйăнать уншăн, анчах та тăван ывăлне курсан хăех пурнăçне улăштарас тейĕ вăл. Пăртак чăт çеç. Чăтăмлисемпе кĕтме пĕлекенсем телейлĕ. Илтнĕ-и кун пирки?

— Ăхă, — терĕ те Юля, кĕсйинчен кăларнă ал тутрийĕпе сăмсине шăлса илчĕ.

— Хăй те чăн-чăн ачах-ха, студент çулне çитнĕ пулин те пĕвĕпе ытла та çамрăк курăнать вăл,-шутларĕ Рената...

Каçпала килне кая юлса таврăннă ывăлĕпе арçынла çирĕп калаçни нимĕнле уçăмлăх та кӳмерĕ вĕсен хутшăнăвне. Андрей хăй сăмахĕ çинчех тăчĕ.

— Эп ăна юратмастăп, хăй айăплă — вырăн çинче асăрханмалла пулнă,-терĕ. — Хĕр пуçĕпе тимлĕхне çухатакансене, хыççăн чупакансене ăнланма та, чăтма та пултараймастăп.

— Сан шутупа, Юльăн сан çăмăлттайлăхна пула хĕрарăм телейĕнчен пăрăнмалла-и, çут çанталăк парнеленĕ амăшлăх туйăмне тухтăр çĕççипе касса аркатмалла-и? — умĕнче аслă курса вĕренекен студент ывăлĕ мар, пач ют çын тăнăн туйăнчĕ ашшĕне. — Эп килĕшместĕп сан сăмахусемпе. Юрату вăййине выляма икĕ çын кирлĕ. Куннехинче те унсăр май килмен. Киленĕве эсир иксĕр хутшăннă, симпылне те иксĕрех тутаннă, иксĕрĕнех явап тытма тӳр килĕ. Çуралман ача умĕнче ашшĕ те, амăшĕ те те пĕр тан айăплă. Ан тун. Çапла, Юля та, эсĕ те. Халь кай та каçару ыйт савнă тусунтан. Эпир аннӳпе сирĕн юратăвăра пехиллĕпĕр.

Çав каç Андрей килĕнче çывăрмарĕ. Çĕр каçма тусĕ патне каятăп тесе кутăнлашса тухса кайрĕ. Амăшĕ тилмĕрсе ыйтни те кăмăлне çавăрмарĕ çамрăк арçыннăнне.

— Ан чар, çӳретĕр, ури çине ĕне пуссан ăс кĕрĕ-ха,-терĕ Алексей Леонтьевич. — Пулас хирург хăй. Çапла çăмăлттай пулма юрать-и çирĕм иккĕри каччăн?! Ку калаçу пирки хальлĕхе Юльăна калама тăхтăпăр. Веçех тĕвĕленсе майлашăнса каймалла пек туйăнать-ха малашне.

— Турă пулăштăр! — мăшăрне ыр сăмахпа та пулин хавхалантарма шутларĕ Рената. — Ку истори веçех эс каланă пек йĕркеллĕ вĕçленсен тем пекехчĕ те çав.

Вĕсем ирпеле иккĕшĕ çĕнĕ çурта курма кайма ĕмĕтленсе çывăрма выртрĕç. Анчах та теме пула Алексей Леонтьевич хăйĕн шухăшĕнчен пăрăнчĕ, пĕчченех çула тухрĕ.

— Ĕçсем нумай, чунăм. Ман вĕсене йĕркелесе вĕçне-хĕрне çитермелле. Каçар та эсĕ хальлĕхе ывăнма пултарасран шикленетĕп, — терĕ тухтăрсем хăйĕн сывлăхĕ çинчен мĕн каланине пĕлесшĕн тилмĕрекен арăмне. — Ан çиллен, сана юрататăп эп.Тĕрĕс ăнлансам.

— Хăв тахçанах пирĕн илемлĕ юрату историйĕ çинчен роман çырма шантарнăччĕ, хăçан вулама пулать-ши çак ĕçе? — вăлтса калаçрĕ арăмĕ.

— Куран-ха, куран, ан васка. Васкакан вакка чăмнă тет, — йăл кулса Алексей мăшăрне чуптурĕ те ĕçĕпе васкаса тухса кайрĕ.

Ун йыхравĕпе дачăна паян хĕрĕпе мăнукĕ пымалла. Унпа пит çирĕп калаçмалла аслин. Çитет ĕнтĕ хирĕçсе пурăнса. Амăшĕн те пăртак лăпланас пулать. Каçармалла пĕр-пĕрне. Каçармалла. Пурнăç ытла та кĕске. Унăн чирĕ хăвăрт амаланса пырать — усал шыçăпа кĕрешме вăй — халĕ те чакнăçемĕн чакать. Юратнă мăшăрне каламарĕ вăл кун пирки — сывалас енне кайнă тесе суйрĕ. Хатĕр кĕнеки — типографире. Кĕç-вĕç пичетленсе тухмалла. Савнă Ренăпа иккĕшĕн тĕлĕнмелле хитре юрату историйĕ сăнарланнă унта, илемлĕ, ăслă, юратакан чунсен çемье историйĕ. Ывăлне ăс кĕретех. Пулас кинĕпе те кăмăллă вăл. Шел, мăнукне утьăкка сиктерсе ĕлкĕреймĕ. Уçă сывлăшпа киленмешкĕн — çурт янтă. Халĕ вăрçакан хĕрĕпе амăшне çеç çураçтармалла. Вара «кайма» та юрать...

Электричкăран тухсанах пĕчĕк тăкăрлăкри йывăç çурт еннелле ыткăнчĕ Алексей Леонтьевич. Унта ăна хĕрĕпе мăнукĕ кĕтеççĕ. Амăшĕпе калаçмасăр пурăнакан Галя тахçанах хăй канăçне çухатнă. Çемйипе епле те пулин каялла туслăх кĕперне хывасшăн. Анчах тăванĕ çирĕп кăмăллăхпа уйрăлса тăрать. Мĕнпур çăлăнăçĕ те — ашшĕ çеç. Унпа пĕр хутчен çеç калаçса йăпанăç илмен вăл халиччен. Амăшĕн кăкăрĕ çине пуçне хурса е чĕркуççи çине кукленсе йăваланса каçару ыйтĕччĕ. Лешĕ хĕрне курасшăн та мар.

Алексей Леонтьеич килне хăçан пымаллине ăнлантарчĕ, мăнукне кучченеç пачĕ.

Рената Васильевна упăшкине шăнкăравласа халтан кайрĕ çав кун. Пахчине хĕрĕпе калаçма тухсан арçын карас телефонне верандăра манса хăварнине пĕлеймерĕ вăл. Леш çурăлса каясла «юрланине» кура строительсенчен асли симĕс кнопка çине пусрĕ-пусрех.

— Алло, кам-ха ку? Эпĕ Алексей арăмĕ, ман упăшка ăçта-ши, сывă-йĕркеллех-ши? — ыйтрĕ Рена.

— Алексей Лонтьевич пахчара пĕр çамрăк хĕрарăмпа калаçать-ха. Мĕн каламалла хуçана? Урăх ан тарăхтарăр-ха, телефонне вăл çуртра манса хăварнă, — хуравларĕ палламан çын.

— Киле хăçан пырассине ыйтса пĕлесшĕнччĕ. Юрĕ, темех мар. Арăмĕ килте кĕтет тейĕр ăна.

Рена вырăн тупаймасăр унталла-кунталла утрĕ. Кĕвĕçӳ туйăмĕ шалтан кăшларĕ, çирĕ ăна.

— Кам-ши çав хĕрарăм? Кам-ши вăл? Юратнă çынниех пулас. Мана çавăнпах илмерĕ хăйĕнпе пĕрле, — пӳртрен пахчана, пахчаран пӳрте сăлтавсăрах утрĕ вăл. Упăшки киле пырса кĕрсенех ыйту çине ыйту пама пуçларĕ. Ниепле те лăпланаймарĕ.

— Рена, мĕн пулнă сана? Веçех йĕркеллĕччĕ-çке пирĕн хушăра, мĕншĕн кĕвĕçсе тарăхтаратăн. Мана та, хăвна та...

Алексей сăмахне каласа пĕтереймерĕ тайăнса кайрĕ.

— Чунăмçăм, Рена, сансăр пуçне никам та çук ман, паян тĕл пулнă çынсем хĕрпе мăнукчĕ, вĕсемпе сан ырă çыхăнусем йĕркелемеллех. Чим халь ним те ан кала, вăхăт сахал ман, çапла кирлĕ. Куратăп иксĕр те асапланатăр, мăн кăмăллăхăр çеç пĕр-пĕрне каçарма чăрмантарать. Гальăн телефон номерĕ ман карас телефонĕ çинче пур... — юлашки вăй-халне пухса калаçрĕ вăл. — Унтах тата типографи тени пур. Пирĕн юрату историйĕ çинчен çырнă кĕнеке типографире, хамăр хуларах. Эпĕ ăна нумаях пулмасть çеç вĕçлерĕм...Эпĕ...

— Леша, эпĕ васкавлă пулăшу чĕнтĕм. Чăт пăртак. Ак часах çитĕç тухтăрсем, ан калаç, сан вăй пухмалла.

— Ман кайма вăхăт çитрĕ пулас, каяс килмест сиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса. Çапла пулса тухрĕ пулсан мĕн тăвăн? Усал шыçă уйăрать пире. Сана эп лере, çӳлте те юратса пурăнăп. Эсĕ çăтмаха ан васка, ачасен, мăнуксен телейĕшĕн пурăн. Амăшĕ вĕсене кирлĕ, пит кирлĕ... Чăтăмлă пулăр.

— Алексей, эсĕ те, ашшĕ те вĕсене кирлĕ. Мĕнле ухмах-çке эп, каçар мана. Сан чирне тĕпрен пĕлме васкаманшăн, пулăшу парайманшăн, кĕвĕçсе тарăхтарнăшăн - — каçар. Сан пек тӳрĕ кăмăллă, çутă, ырă çынсем урăх çук та пуль çĕр çинче, Леша, юратăвăм, чунăм, — Рена татăлса йĕнĕ чухне упăшки тăнне çухатнăччĕ ĕнтĕ.

Васкавлă пулăшу машини иккĕшне те пульницана илсе кайрĕ. Анчах та Алексей Леонтьевич пурнăçне çăлаймарĕç тухтăрсем. Юлашки пусăмри рак пĕр шелсĕрех икĕ юратуллă чĕрене уйăрчĕ.

Урамра татăлса йĕрекен хĕрарăм пульницаран тухсан малтанласа ăçта каймаллине те, мĕн тумаллине те, мĕншĕн пурăннине те пĕлмерĕ. Мăшăрĕпе пĕрле хăй те вилнĕ пекех туйăнчĕ уншăн. Упăшкисĕр пурнăç та пурнăç мар, хĕвел те ăшă мар, уйăх та çутă мар. Мĕн тума кирлĕ ăна вĕсем? Килне те каясси килмест ун, никама та курас та килмест...Сасартăк телефон шăнкăртатни таçтан тĕпсĕрлĕхрен тавăрнăнах туйăнчĕ хĕрарăма. Малтанласа мĕнле сасă иккенне нимĕн те ăнланаймарĕ-ха вăл, лăштăрах кайнă алли-ури те итлемерĕ хуçине. Сасă çывăхрах та çывăхрах пулнипе Рена телефон кнопкине пӳрнипе пусрĕ.

— Итлетĕп сире.

— Анне, анне, мĕншĕн атте трубкине тытмасть? Вăл манпа ирхине калаçнă хыççăн эпĕ веçех ăнлантăм. Эп чăнах та халиччен ухмахла, айванла тытнă иккен хама. Эпĕ Юлечка патĕнче халь. Пĕлетĕр-и вăл мана каçарчĕ. Ывăла эпир унпа, сирĕнпе, юратнă аттепе анне, пĕрле ӳстерĕпĕр. Атте, атте ăçта? Ман ăна тав тăвас килет. Эсир ман — ылтăн çынсем-çке. Сире юрататăп эп, ытараймастăп. Паян тата Галя аппа ман пата шăнкăравларĕ. Ыран е виçмине ачипе килме шантараççĕ вĕсем киле. Илтетĕн-и, анне,-сăмах хушма памасăр калаçрĕ ывăлĕ. Туйăмсен капланăвне йӳле ячĕ вăл.

— Аçу çук ĕнтĕ урăх, сирĕн юратнă аçăр çук, — йĕчĕ амăшĕ. — Вăл та сире юрататчĕ...Вилес умĕн пире пурне те пĕр чăмăра пухрĕ. Пирĕн çине çилленмест Алексей, каçарать. Унăн ырă кăмăлĕ пурне те телейлĕ тума çитетчĕ. Чунĕ манпа юнашарах ак. Эп ăна туятăп..Чун-чĕремпе туятăп. Пĕр ăна çеç юрататăп...

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Светлана Яруткина (2015-04-09 13:30:24):

Шухăшлаттаракан хайлавшăн тавтапуç. Ăнăçу пултăр сире!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: