Паттăр анне


«Ăçта пултарулăхпа паттăрлăх кăтартма пулать-ши? Мĕн çинчен е кам çинчен çырам-ши?» — тесе чылай шутласа çӳрерĕм. Аслă Çĕнтерӳ 70 çул тултарнă май паттăрлăх пирки чылай калаçаççĕ тата çыраççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче мĕнпур совет халăхĕ паттăрлăх кăтартнă, вĕсем хушшинче манпа тантăш ачасем те. Хальхи вăхăтра çарти каччăсем тăван çĕршыва кунĕн-çĕрĕн сыхлаççĕ — çакă та паттăрлăх. Пушар вăхăтĕнче хаяр çулăма парăнтаракансем паттăрсем. Шывра ишме пĕлменнипе путма пуçланă ачана çăлни паттăрлăх. Кун пек тĕслĕхсем чылай илсе кăтартма пулать. Шкул ачи шкулта хăйне йĕркеллĕ тытать, аслисене хисеплет, тусĕсене пулăшса пырать пулсан, манăн ăна паттăр ача тесе чĕнес килет. Таса чун-чĕреллĕ çын, хăйĕн ĕçне юратса тăвакан çын, халăх хушшинче ырă кăмăллăхĕпе палăрнă çын, ман шутпа, чăннипех те паттăр çын.

Мĕн-ши вăл паттăрлăх? Тăватă ача çуратса ӳстерни паттăрлăх мар-ши вăл? Мана çак пулăм чи пысăк паттăрлăхсенчен пĕри пек туйăнать.

Шăпах çавăнпа çак калавра эпĕ тăватă ача амăшĕ пирки, хамăн анне пирки каласа парасшăн. Пирĕн аннене Алина Владимировна Устинова тесе чĕнеççĕ. Вăл 1977 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Енкĕлт ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вĕсем çемьере тăватă тăван ӳснĕ, анне çемьере пуринчен те кĕçĕнни пулнă. Пирĕн кукамай, Анастасия Андреевна Петрова, ирех мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Пирĕн кукаç колхозра тракторист пулса ĕçленĕ, чире пула вăл пирĕн анне ултă çулта чухне пурнăçран уйрăлса кайнă. Кукамайăн тăватă ачине пĕчченех ура çине тăратмалла пулнă. Йывăр пулсан та чăтнă, нăйкăшман, пурне те тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратнă. Вăл малтанах фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхакан тата доярка пулса вăй хунă, унтан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Анат Чутай шкулĕнче кочегарка пулса ĕçленĕ. Вăл вăхăтра шкулсенчи кăмакасене брикетпа хутнă. Кукамайăн çурçĕр варринче кăмака хутма каймалла пулнă. Вăл тăрăшнипе шкул ачисем уроксем пуçланиччен шкула çитнĕ çĕре классем ăшăнса çитнĕ.

Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта сакăр çул ăс пухнă хыççăн анне Çĕмĕрле хулин вуннăмĕш училищине штукатур-маляр профессине алла илме кайнă. Виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн анне штукатур-маляр профессийĕн дипломне илме тивĕçлĕ пулнă. Ун хыççăн вăл тус-тантăшĕсемпе пĕрле Мускав хулине ĕçлеме кайнă. Ăна Мускаври пурнăç интереслĕ пулассăн туйăннă, анчах та... Анчах та ăна шавлă хула пурнăçĕ пачах та килĕшмен, вăл амăшĕпе тăванĕсемшĕн тунсăхланă, тăван ял ытамĕ ăна хăйĕн патнех туртнă.

Пирĕн атте, Александр Устинов, Упăкушкăнь больницинче завхоз пулса ĕçленĕ. Вăл час-часах больница столовăйĕ валли çăкăр туянма Чутая çӳренĕ (Чутай сали Упăкушкăнь ялĕнчен 25 çухрăмра вырнаçнă). Аннепе паллашнă кун атте шăпах çăкăр савучĕ умне çитсе тăнă, унта анне те çăкăр туянма чарăннă иккен. Атте хитре хĕре тӳрех савса пăрахать, хăйса сăмах хушать. Вĕсем пĕр-пĕрне килĕштереççĕ, тĕл пулма пуçлаççĕ.

Халĕ вĕсем вунултă çул пĕр-пĕрне юратса пурăнаççĕ, тăватă ача ашшĕ-амăшĕ пулса тăнă, çитес вăхăтра анне пиллĕкмĕш ачине кун çути парĕ. Анне юлашки вăхăтра шкулта техничкăра тăрăшрĕ. Вăл тирпейлĕхе юратать, классене, шкул коридорне яланах таса тытать. Ачасене ӳстерме çăмăлрах пултăр тесе аттепе анне ял пуçĕнче пĕчĕк ферма йĕркелесе янă. Унта пирĕн темиçе ĕнепе вĕсен пăрушĕсем, сурăхсемпе путеккисем тата лаша тăраççĕ. Кашни ирех, тул çутăлнă-çутăлман, аттепе анне выльăхсем патне васкаççĕ, апат параççĕ, ĕнесене сăваççĕ. Эпир те аттепе аннене яланах пулăшма тăрăшатпăр, навус хырмалла-и, ĕне сумалла-и, нихăçан та ĕçрен пăрăнмастпăр. Тăватă ачана куллен пăхса тăма, ӳстерме çăмăлах мар, анчах та аннене пулăшакан шанчăклă атте пур, тата пирĕн мамак, Роза Анатольевна. Вăл хăйĕн кинне, пирĕн аннене, хăйĕн хĕрне юратнă пекех юратать, куллен пулăшса пурăнать. Аттепе анне ăна чунтан тав тăваççĕ, нумай çул чирлемесĕр пурăнма вăрăм кун-çул сунаççĕ.

Пире пурсăмăра та пурнăç панă анне! Пире куллен пулăшса пурăнакан аннеçĕм! Эпир чирлесен çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупман паттăр аннеçĕм! Сан умра эпир ĕмĕр-ĕмĕрех парăмра!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Яруткина Светлана (2015-04-02 13:25:26):

Хайлав кăмăла кайрĕ. Надя хăйĕн çывăх çыннисене хаклама пĕлни мĕне тарать. Маттур, Надя! Ăнăçу пултăр сана!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Зотова Галина (2015-04-29 21:14:54):

Надежда! Аннӳ пирки хитре хайлав çырма пултарнăшăн сана мухтатăп. Сире пурнăçра телей сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина Зотова (2015-05-16 18:32:06):

"Халĕ вĕсем вунултă çул пĕр-пĕрне юратса пурăнаççĕ, тăватă ача ашшĕ-амăшĕ пулса тăнă, çитес вăхăтра анне пиллĕкмĕш ачине кун çути парĕ".

Надьăн халĕ аппăшĕпе виçĕ шăллĕ!Чăннипех те паттăр хĕрарăм вĕсен амăшĕ Алина Владимировна.Телей, çемьере килĕшӳ тата çирĕп сывлăх сунатăп пурне те.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: