Савӑнӑҫ
Çурçĕр çитнĕ. Митя Кудларов хавас кăмăлпа, çӳç-пуçне вĕçтерсе, ашшĕ хваттерне пырса кĕчĕ те пулĕмсем тăрăх хăвăрт утма пикенчĕ. Ашшĕпе амăшĕ выртма хатĕрленнĕ-мĕн. Йăмăкĕ вырăн çинче романăн юлашки страницисене вуласа выртать. Гимназире вĕренекен шăллĕсем çывăраççĕ.
— Ăçтан эсĕ капла? — тĕлĕнсе ыйтрĕç ашшĕпе амăшĕ. — Мĕн пулнă сана?
— Ох, ан та ыйтăр! Эпĕ нихçан та кĕтмен. Çук, кĕтмен эпĕ ку япалана! Куна... куна... ĕненме те майĕ çук!
Митя ахăлтатса кулса ячĕ те, телейĕ ытла капланса çитнипе ура çинче тăма пултараймасăр, кресло çине кайса ларчĕ.
— Ĕненме хал çитмест! Эсир ăна ăша та илес çук!
Йăмăкĕ вырăн çинчен сиксе анчĕ, утиялпа пĕркенсе, пиччĕшĕ патне пычĕ. Гимназистсем те вăранчĕç.
— Мĕн пулнă сана? Йăлт сăнтан ӳкнĕ!
— Савăннипе вăл, анне! Халь ĕнтĕ мана пĕтĕм Россия пĕлет! Пĕтĕм Россия! Çут тĕнчере коллежски регистратор Митя Кудларов пурри çинчен халиччен пĕр эсир кăна пĕлнĕ, халĕ ун çинчен пĕтĕм Россия пĕлет! Аннеçĕм! Эй, турăçăм!
Митя, сиксе тăрса, пӳлĕмсем тăрăх чупса çаврăнчĕ те каллех ларчĕ.
— Мĕн пулнă вара? Кала-ха йĕркипе!
— Тискер кайăксем пек пурăнатăр эсир, хаçатсем вуламастăр, тĕнчене мĕн хыпар тухни сирĕншĕн нимĕн те мар, хаçатсенче ав епле паха япаласем пулаççĕ. Кирек мĕн пулсан, ăна пурте пĕлеççĕ, нимĕн те пытарас çук! Мĕн тери caвăнăç мана! О, турăçăм! Хаçатсем çинче чаплă çынсем çинчен кăна пичетлеççĕ вĕт, кунта акă тытнă та ман çинчен пичетлесе хунă!
— Мĕн тетĕн? Ăçта?
Ашшĕ шуралса кайрĕ. Амăшĕ турăш çине пăxca хĕрес хывса илчĕ. Гимназистсем сиксе тăчĕç те каçхи кĕске кĕпе вĕççĕнех аслă пиччĕшĕ патне чупса пычĕç.
— Да-с! Ман çинченех пичетленĕ! Халĕ ман çинчен пĕтĕм Россия пĕлет! Эсир, анне, ку нумĕре асăнмалăх пуçтарса хуpăp-ха! Тепĕр чухне вулама. Пăхăр-ха!
Митя кĕсйинчен хаçат нумĕрĕ туртса кăларчĕ те кăвак кăранташпа чĕрсе çавăрнă тĕле пӳрнипе тĕксе кăтартрĕ.
— Вулăр!
Ашшĕ куçлăх тăхăнчĕ.
— Вулăр ĕнтĕ!
Амăшĕ турăш çине пăхса сăхсăхрĕ. Ашшĕ ӳсĕрсе илчĕ те вула пуçларĕ:
«Декабрĕн 12-мĕшĕнче, вунпĕр сехетре каçхине, коллежски регистратор Дмитрий Кудларов...
— Куратăр-и, куратăр-и? Вула-ха малалла!
...коллежски регистратор Дмитрий Кудларов, Малая Бронная урамри Козихин çуртĕнчи портернăйран тухнă чух, ӳсĕр пулнă пирки...
— Унта эпĕ Семен Петровичпа кĕнĕччĕ... йăлтах çырнă, нимĕн те хăварман! Вулăр, вулăр! Малалла! Итлĕр!
...усĕр пулнă пирки ури шуçса çавăнта тăракан извозчик лаши айне ӳкнĕ, извозчикĕ Юхнов уездĕнчи Дурикино ялĕнчи хресчен Иван Дротов пулнă. Лаша хăранипе Кудларов урлах ярса пусса, ун çийĕпе Мускавра пурăнакан иккĕмĕш гильди купец Степан Луков ларса пыракан çунана сĕтĕрсе каçарнă та урам тăрăх вĕçтернĕ, вара дворниксем ăна тытса чарнă. Кудларова, малтан нимĕн пĕлми пулнăскере, полици участокне илсе кайса, врача кăтарнă. Ăна тăнлавран лектерсе...
— Туртана çапăннипе вăл, атте. Малалла! Малалла вулăр эсир.
...ăна тăнлавран лектерсе суран тунине çăмăл суран тесе йышăннă. Пулса иртнĕ ĕç пирки протокол çырнă. Сиен куракана тухтăрсем пулăшу панă...»
— Тăнлава сивĕ шывпа йĕпетме хушрĕç. Вуларăр-и ĕнтĕ? А? Çавă çав! Халĕ ĕнтĕ ку хыпар пĕтĕм Россия тăрăх сарăлчĕ. Кӳр кунта!
Митя хаçата ярса илчĕ те ана хутлатса кĕсйине чикрĕ.
— Макаровсем патне каям-ха, вĕсене кăтартам... Тата Иваницкисене кăтартас, Наталия Ивановнăна, Анисим Васильича!.. Кайрăм! Сывă пулăр!
Митя кокардаллă картузне тăхăнчĕ те, хавасланса, савăнса урама тухса чупрĕ.

Антон Чехов, 1883 ç.
Вырăсларан Мирун Еник куçарнă
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...