Атте-анне чĕлхипе
Ют кайăка усрама
Пирĕн улăх ытла мар,
Хăш çĕртен вĕçсе килтĕр
Унталлах кайса пĕтĕр.
Ют йăлана юрама —
Хамăр йăла начар мар.
Хăш çĕртен ютсем килтĕр —
Унталлах кайса пĕтĕр.
Хамăр çĕр хамăр асра,
Мĕншĕн парас тăшмана?
Турă панă çĕршывра
Хамăр ларар хуçара!
Атте-анне сăмахне,
Аслаттейсен чĕлхипе
Тутарсемшĕн манас мар,
Хыт чĕреллĕ пулас мар.
Вол (2012-01-25 12:07:30):
Пăх-ха эс уна! "Атте-анне сăмахне,
Аслаттейсен чĕлхипе
Тутарсемшĕн манас мар,"
Машук (2012-01-29 21:31:43):
Авалхи поэтсем те чăваш чĕлхине, чăвашлăха упраса хăварассишĕн çуннă.Ку ыйту паян та питĕ çивĕч вĕт!
ÐÐ¾Ð»Ð¾Ð´Ñ (2012-01-30 09:14:13):
Çак хĕрарăмăн тĕлĕнмелле халăх тытăмлăхĕ. халăх чыслăхĕ палăрать. Вăл вĕт каланă кăна мар, юрланă! Юррăн вăйĕ сисĕмлĕрех, анлăрах.
Вол (2012-01-31 21:13:48):
Машук, пăхсам. Мĕнле çырать ДДДДД.
Айдар Сашши (2012-12-11 21:35:31):
Аван-и, Эмине? Аван-и, Эмине? Сирĕнтен хайлав пирки ыйтасшăн. Майл мелепе калаçма пулать-и? Мана çырăр тархасшăн - aidarovan@mail.ru
Айдар Сашши (2012-12-11 21:38:12):
Айюуу, кулăшлааааа, тупрăм анчах кам вăл Эмине — авалхи паллă чăваш сăвăçĕ, юрăçĕ.
Айдар Сашши (2012-12-11 21:38:43):
Айюуу, кулăшлааааа, тупрăм анчах кам вăл Эмине — авалхи паллă чăваш сăвăçĕ, юрăçĕ.
Машук. (2012-12-12 22:08:40):
Хисеплĕ ВОЛ!Эмине- маншăн - Эталон! Çутă тĕкĕр!Пире ĕмĕрсем уйăрса тăраççĕ!унран вĕренмелли питĕ нумай!
Нина (2013-01-10 23:55:16):
Питĕ аван юрă. Эпĕ ăна аннене вуласа патăм. Ăна та килĕшрĕ.Айдар Сашши юрласа панă пушкăртри чăвашсен юррине те юрласа патăм, вăл та питĕ килĕшре ăна.Сашука тав тума каларĕ.
Алтак (2016-11-15 17:32:31):
Эмине Чăваш халăх юрăçи пулнине эпĕ хам пĕчĕк пулнă чухне илтнĕ,ватă çынсем унăн юррисене юрланине илтнĕ.Питĕ хурлăхлă юрă. Анчах сăмахĕсене астуса юлман.Халĕ вара сăмахĕсене вулама тӳр килчĕ.Аван питĕ килĕшрĕ.
Agabazar (2016-11-16 18:28:53):
Алтак Хоспочын, эсир çапла теплерен персе яни вăл Эмине чăннипех пулнине пĕлтермест-ха. Хăвăрăн çирĕплетĕве паспортласа, пĕтĕмпех ăнлатарса тĕпчев институтне е музее кайса хума хатĕр-и вара хăвăр?