Калаçатăп чăвашла


Эпĕ пĕчĕк хĕрача,

Юратап тăван яла.

Калаçкалап вырăсла,

Сутсах ярап чăвашла.

 

Ку ак манăн куками,

Ку ак манăн кукаçи,

Ку пулать ман асатте,

Юнашар ман асанне.

 

Ку анне ман, ку — атте,

Манăн шăллăм шĕвĕркке.

Пурăнатпăр пĕр йышра

Калаçапăр чăвашла.

 

Ку ман пӳрт, ку — кил карти,

Ку ампар, ку çăраççи,

Ав мунча, ак ку вите,

Сĕт сăвать анне ирпе.

 

Ку çерçи, ку кăсăя,

Ав курак тăвать йăва.

Чăхă чĕпĕ кăларать,

Автан авăтса ярать.

 

Ав кушак юпа çинче,

Вăл тытасшăн çерçине.

Юратап тăван яла,

Калаçатăп чăвашла.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Марина (2016-02-10 09:50:24):

Пуçламăш классенче вĕренмелли сăвă, мĕншĕн тесен юлашки вăхаăтра çак ятарлă сăмахсене калаçура та усă курмаççĕ.

 

снег (2016-02-15 19:07:40):

Çакăн пек сăвăсем питĕ çитмеççĕ шкулта. Илемлĕ те,çăмăл та вулама, пăхмасăр калама та йывăр мар, ачасен тĕнчине те çывăх. Мĕншĕн çавăн пек сăвăсене шкулти чăваш чĕлхи кĕнекисене кĕртмеççĕ-ши? Тен, ачасем ытларах кăмăлпа тăван чĕлхене вĕреннĕчĕç.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Agabazar (2016-02-16 20:28:50):

Аваннни аван пуль-ха та, анчах кунта ТӲНТЕРЛЕ çавăрса хунă. Ялти ача чăвашла сутсах ярать имĕш те, çакă вара ТĔЛĔНТЕРМĔШ иккен. Кунашкал тĕлĕнтермĕшсемпе малаллах каяймăн. Темшĕн тата "вырăс чĕлхи" тенине "чăваш чĕлхи" тенинчен маларах асăннă. Эппин ку вĕтĕ ача ăна маларах хунă пек пулса тухать. Пĕтрĕмĕр иккен.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: