Атăла тайма пуçăм


Атăла-аттене юррăма кĕртеймерĕм,

Митталла, Çеçпĕлле сăнама пĕлеймерĕм,

Суйламанччĕ те-ха урăх аслă шыва!..

Сассине те пулин кĕртеесчĕ сăвва,

(Атăл хумĕ пирки халь çакна эп калатăп);

Кĕрлевне-шăплăхне, тен, халь çеç ăнкаратăп,

Ача чух, аттене тăнласа маннă пек,

Йăлт мансассăн, кайран çĕнĕрен илтнĕ пек.

Ак вăл Атăл сасси... Инçетрен пуçланать вăл,

Ерипен çывхарса каçсерен йыхăрать вăл,

Кăтăр-кăтăр туса вăратать шухăша,

Пилĕпе ӳпкевне хăварать ман ăша:

«Ман саспа кĕрлесе ав мана эс илтместĕн!

Сан чĕрӳ — ман тымар, — тен, эс ху та сисместĕн:

Манăн хум сас ярса тивмен мар минтерне,

Кĕмен мар сан аннӳн тахçанхи юррине, —

Ак ас ил-ха эппин: вăрçăн виççĕмĕш çулĕ,

Сан аннӳ инçетрен чĕрипе туйнă пулĕ:

Эп çĕр урлă мĕн пур чун-чĕме тапратса

Пулнă — пĕрлĕх палли! Пĕр вăя пуçтарса

Чĕррипе виллине пĕр асра пĕрлештернĕ,

Хурлăхпа шанчăка кашнинех тивĕçтернĕ

Çакă çĕр пек тӳсме, сив тӳпе пек тӳсме,

Чуншăн — панă çĕклем: çĕкленме те ӳсме!

Сас ярса хальчченех минтерне эп тиветĕп,

Сан аннӳн сассипе асăнта эп ӳсетĕп,

Халĕ ун юррипе эп чĕнетĕп сана,

Илт — çав сапăр юрра! Вăл чĕнетчĕ мана:

«Атăл та, — вăл юрлатчĕ, — хумханчĕ пуль», — тетчĕ,

Калăн, сассăр каçра такама вăл кĕтетчĕ, —

Тен, чи кирлĕ сăмах калаяс çыхлавçа,

Чунсене ăнланса хӳтĕлес управçа!

Шутлайман-тăр ун чух: «Тен, вăл —

ывăлăм пулĕ»,

Пур пĕрех — сан çине ӳкнĕ унăн куççулĕ,

Чĕринче пуçланса, ман хумран пуçланса!

Ху туйман, ху пĕлмен: çав вăйпа çураçса

Çакă Çĕр сăмахне калама эс пуçланă...

Эс — кĕрленĕ пĕччен, эпĕ — сансăр шавланă;

Ватăлса таврăнан — ывăл пек ман пата!

Эпĕ — ĕмĕрлĕхӳ! Эп — чунри вырăнта;

«Атăл та, — эс юрлатăн, — хумханчĕ пуль», —

тетĕн,

Манăн Ĕмĕрлĕхе аçусем пек кĕретĕн

Халь вĕсен юррипе, — тепĕр лăпкă саспа!

Пĕрлĕх — манăн халал, саншăн

— пиллĕ шăпа.

Тинĕс те хумханать, эпĕ те хумханатăп,

Эс — манра. Эп санпа пĕр пулса калаçатăп

Тĕпĕмрен пуçласа çĕр пин çăлтăр таран!

Эс манран вăй илсе тӳпере пăлханан,

Халь хăвна çухатса, — халăха çухатмасăр.

Чан сăмах — çавăн пек: уйрăлма тăрăшмасăр

Вăл кĕрлет чунсенчи пĕр юн пек пĕрлĕхре!

...Çывăр. Хумăм тивет инçетри минтере».

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: