Малтан калани
Пире мунча кĕртрĕç те пограничник тумне тăхăнтарчĕç. Вăрăм шинель, симĕс кăшăллă картус, сăран атă, ешĕл погонлă гимнастĕрка пачĕç. Халĕ пĕр-пĕрне паллама та хĕн. Эпĕ те хамăн юлташа, Терентьев пограничнике, аран-аран тупрăм. Терентьев Вăрмар районĕнчи Кĕлкеш ачиччĕ. Вăл ман пекех чăваш. Эх, хисеплĕ ачасем, мĕнле аван вăл пограничник тумне тăхăнасси! Хăвна ху мăнаçлă тыткалатăн, хĕпĕртетĕн.
Çакăн хыççăн пире вĕренӳ батальонне илсе кайрĕç. Унта эпир икĕ уйăх пурăнтăмăр. Вĕренӳ батальонĕ чăрăш вăрманне вырнаçнă. Йĕри-тавра ем-ешĕл чăрăшсем, хырсем. Кунĕ-кунĕпе тулта, уçă сывлăшра вĕренетпĕр. Пирĕн взвод командирĕ — Шулипа младший лейтенант. Вăл çӳлĕ те кĕрнек çын. Салтаксем каланă тăрăх, вăл çĕр те тăватă килограмм туртать. Çапла пулин те, вăл питĕ вăрт-варт çын: турник çинче çăмăл вылять, хытă чупать, илемлĕ те ӳсĕмлĕ утать. Пирĕн те, çамрăк пограничниксен, ун пекех çăмăл та пултаруллă пулас килет.
Икĕ уйăх иртсен, мĕнле вĕреннине тĕрĕслесе пĕлмелли тактикăллă заняти пулчĕ. Заняти каçхине иртрĕ. Пирĕн взводăн малтан вăрманпа каймалла пулчĕ. Эпир темиçе хутчен те канавсем, хӳмесем урлă каçрăмăр. Тăшман çук-ха. Лаштра çирĕксем, хурăнсем чашкăрса лараççĕ. Вăрмантан тухсан шывлă канав урлă каçнăччĕ кăна — ракетăсем çуталса кайрĕç. Çап-çутă. Пирĕн умра «тăшмансем» — хăва хуллисенчен çыхса тунă щитсем. Вĕсене сапаласа лартнă. Мĕн тумалла?!Кунта шухăшласа тăма вăхăт çук. Пĕтĕм пурнăçа секунд татса парать. Эпĕ, çутă пулин те, çĕр çине выртмарăм. Мĕншĕн тесен, выртни усă памасть: «тăшман» питĕ çывăх тата пире аванах «асăрхарĕ».
Эпир, винтовка çине лартнă штыка кăкăр умне тытса, атакăна кĕрсе кайрăмăр.
— Комсомолецсем, малалла! — кăшкăртăм эп мĕн вăй çитнĕ таран. Вара малти щита — «тăшмана» тӳрех штыкпа чикрĕм. Унтан теприне.
Юлташăмсем те çаплах турĕç.
Тактикăллă заняти ăнăçлă иртрĕ. Эпир заставăна кайма тивĕçлĕ пултăмăр.
Застава! Çак сăмаха çара иличченех илтнĕ эпĕ. Анчах вăл вăхăтра ун çинчен ним те пĕлместĕмччĕ-ха. Акă ыран эпĕ хам та заставăна каятăп, хамăр Тăван çĕршыв чиккине — Совет Союзĕн чиккине хураллама тытăнатăп. Хĕпĕртенипе ыйхă та килмест, часрах заставăна çитес килет.
Тепĕр кунне савăнăç пушшех те пысăкрах пулчĕ пирĕн — эпир заставăна тухса кайрăмăр.
Застава та, вĕренӳ батальонĕ пекех, чăрăш вăрманне вырнаçнă-мĕн. Вăл икĕ хутлă кирпĕч çурт. Çурт йĕри-тавра пысăк картиш: унта тĕрлĕрен чечексем, пăрçасем, пахча çимĕçсем ӳсеççĕ. Çурт тавра хăйăр сапса тикĕсленĕ. Çурт умĕнче яланах часовой тăрать.
Пӳртре çутă, таса. Ретĕн-ретĕн лартнă кроватьсем çинчи вырăна питĕ хитре майласа хунă. Çытарĕсем çӳлĕ те шап-шурă. Вĕсем çинче — алшăлли.
Çывăрмалли пӳлĕмрех винтовкăсем тăраççĕ. Вĕсем тап-таса, кăмăллăн йăлтăртатаççĕ. Кашни винтовка патĕнчех подсумкăсем — вĕсенче тăп-тулли патронсем. Унтах тата гранатăсем выртаççĕ. Пограничникăн кашни минутрах, секундрах сыхă пулмалла. Çавăнпа та хĕç-пăшал ал айĕнчех тăрать.
Пограничниксен ыйхи те питĕ çăмăл. Аттисем кровать çумĕнчех лараççĕ. Пир тăлисене атă çине майласа хунă. Вĕсене чĕркенĕ чухне пограничник виç-тăват секунд кăна вăхăт ирттерет. Тревога пулсан, пограничник икĕ минут хушшинче тумланса строя тăрать. Вара старшина е застава начальникĕ «смирно» команда парать. Тĕрĕслесе пăхăр çак вăхăтра пограничниксене: вĕсен винтовкăран пуçласа пилотка çинчи йĕп таранчченех пурте йĕркеллĕ, вырăнлă.
Заставăри пограничниксем çар ĕçне тата политикăна тимлĕн вĕренеççĕ, таса, тирпейлĕ тумланса çӳреççĕ, пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, юратаççĕ. Кунти çынсем пĕр çемьери пекех.
Пирĕн заставăра пысăк йытă пурччĕ. Ăна, çирĕп те вăйлă пулнăран, Кашкăр ят панăччĕ. Вăл йытăпа эпĕ темиçе хутчен те кĕрешсе пăхнă. Вăл ман алла хыпатчĕ, кăшлам пекки тăватчĕ. Анчах ыраттармасть — камне пĕлет.
Тепĕр чухне, тупаять-и-ха тесе, юриех вăрманти чăтлăха, таçта инçете кайса выртаттăм. Терентьев йытăпа шырама тухатчĕ. Мана вара Кашкăр çийĕнчех шыраса тупатчĕ. Тарма тăраттăм та — халатран кап! хыпатчĕ, чупма памастчĕ.
Çĕр айне çĕçĕ е патрон пытарса хурсан та, Кашкăр ăна часах чавса кăларатчĕ. Ăслăччĕ çав пирĕн йытă.
Заставăра питĕ аван ленкомната пур. Унта эпир тĕрлĕрен кружоксен: хор кружокĕн, драмкружокĕн занятийĕсене ирттеретпĕр, стена хаçачĕ кăларатпăр, вĕренетпĕр, Суворов, Кутузов, Нахимов, Фрунзе, Чапаев, Пархоменко çинчен çырнă кĕнекесене вулатпăр.
Çав тери аван пирĕн заставăра, çав тери кăмăллă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...