Вунă çул ячĕпе


«Капкăнăм» сана саламлатăп,

Саламлатăп пĕтĕм чĕререн.

Савăннипе сана ыталатăп,

Ыталатăп ыталас килнĕрен.

 

Акă, эсĕ вунă çул тултартăн.

Вунă çул вăл кĕске вăхăт мар.

Сахал мар мана эсĕ култартăн,

Малашне татах та култар.

 

Пĕр кулăш кăна вăл сахал.

Мĕн чуль сан витĕр тухнă пуль кахал!

Вĕрентсе, хĕртсе вĕсене çын турăн,

Ĕçлеççĕ, тет, вĕсем халь маттурăн.

 

Тавтапуç тесе сана тав тăваççĕ,

Сан çинчен юрăсем те юрлаççĕ.

Кĕслеçĕ кĕвĕлет сан пирки çĕнĕ кĕвĕ,

Юратса итлеççĕ сухаç е çĕвĕç.

 

Юрататăп эп сана, юрататăп,

Юратсах та çак сăвва хайлатăп,

Анчах сурсах вăрçать Хапăс пупĕ:

«Пĕтерчĕ, тет, шуйттан — Шăпчăк Çĕпритунĕ».

 

Ĕçкĕ ăшне путнăччĕ Мухмăр Емельян,

Халь вăл асăнать мухтаса ялан:

«Эх, çав Шăпчăк Çĕпритунĕ-çке

Пăрахтарчĕ мана вăл ĕçке».

 

Сура-сурах вăрçать пуян Якурĕ:

«Шуйттан пуçне хăçан турă курĕ!

Кăтартăттăм пĕрре эп ăна!

«Капкăнра» пĕтерчĕ вĕт мана».

 

Çук, хур тăваймĕ текех вăл мана.

Лăпăстаттăр урнă тăмана.

Эп вăйлă, эп паттăр, эп маттур.

Хамран та вăйли ман «Капкăн» пур!

 

Аслă çул сунатăп сана, «Капкăн» тус!

Пысăк утăмпа эс малалла ярса пус.

Çав сунăмах йышăнтăр Тĕп Капкăнçи —

Нихăçан та канăçа пĕлми Иван Мучи.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: