Ĕçре çирĕпленнĕ
Ялăн аслă урамĕ варринче пасар вырăнĕ. Унта, усламçăсен лапкисем хушшинче, хресчен ачи-пăчи туй тăвать: шавлать, тавлашать, шăхăрать, вăрçать. Анчах кусем вăхăчĕ-вăхăчĕпе пулаççĕ. Вăхăчĕпе вĕсем шăпланаççĕ те... Вĕсенчен пĕри лапкаран лапкана куçса пытаннă юлташĕсене тупма тăрăшать... Ак пĕрне, ик лапка хушшине хĕсĕнине, тупрĕ... Лап, лап, лап, лап тутарса чупса кайрĕ те аллинчи патаккипе — Ваçлишĕн, хамшăн тесе иккĕ шаккарĕ. Унтан татах шырама кайрĕ... Халь çеç шăпланнă пасар вырăнĕ пытаннă ачасем тупăнса пынăран каллех шавлама пуçларĕ... «Халĕ ĕнтĕ Кенади çеç юлчĕ! — тесе хучĕ савăнса шыраканĕ... — Ах мур! Ăçта пытаннă-ши вăл?» — терĕ тата тупаймасăр.
Çак минутра Кенади сисмен çĕртен лапка хыçĕнчен сиксе тухса: «Пуринсĕн те!» — тесе шаккаса та хучĕ. Ачапча çерçисем пек: тĕр-р-р... кулса ячĕç (селĕп мар чĕлхе селĕп тухнăран). Вĕсен кулли ав лере пыракан хăлхасăр старике те çаврăнтарса пăхтарчĕ... Вĕсен савнăçĕпе кулли пахчара кĕнеке вуласа выртакан Тимьян Мишшине те илĕртрĕ. Вăл та халь типнĕ çемçе сукмакпа вĕсем патнелле чуптарать. Анчах вăл çаплах та ыттисем пек савăнăçлах мар... Мĕншĕн? Е уншăн çуркунне илемсĕр-и? Е пĕрле тантăшсемпе савăнма начар-и? Çук! Уншăн та çуркунне аван. Вăл та савнасшăн... Анчах... çаксем хушшинче унăн тăшманĕ пур. Вăл кулачпа сут тăваканăн ывăлĕ, Якур ятлăскер. Вĕсен çурчĕ, ампарĕ, вити, карти... Тимьян паçми çинче. Ĕлĕкех Тимьян хăй чухăн пирки, мĕнле те пулса тăранса пурнас тесе паçми çине пуянсене çурт, çăмарта склачĕсем ларттарнă. Унтан вăл вĕсенчен укçа илнĕ пулнă. Анчах халĕ çак çуртпа склад вырăнĕшĕн кулачпа сут тăвакан усламçă пĕр пус та тӳлемест. Тимьян кирлĕ çĕре те çитнĕ пулас, анчах... Çапла ĕнтĕ Тимьян çемйи, унпа пĕрле ывăлĕ Мишши те, паçман çурри усламçă аллинче пĕр пуссăрах выртнăран нумай терт кураççĕ. Выçлăх çул юнашаррисем паçмасенчен икшер çĕр путавкка паранкă пуçтарса çăмăллăн пурăнчĕç. Тимьян çемйи, пĕр кĕтесе çеç юлнă вырăнтан 40–50 пăт кăна кăларса, выçлăха асаплă ирттерчĕ.
Çак япалана Мишша тахçанах пĕлнĕ. Выçлăх тискерлĕхне вăл та манман! Вăл та çемье тертленнине курать. Илемсĕр, чухăн пурнăç ăна та шухăшлама вĕрентет... Çавăнтанпа ĕнтĕ вăл вăйăра савăнмасть, кулмасть... Унăн кăвак куçĕсем тискерленнĕ: усламçă ывăлĕ çине шăтарас пек пăхаççĕ...
— Вăл ман тăшман, вĕсем пире хĕсеççĕ! Пиртен кулаççĕ! — тесе хытă çухарасшăн вăл. Пурнăçра вĕриленнĕ юн хăйĕн ĕçне тăвать... Ĕçре, йывăр ĕçре çирепленнĕ чышкисем те чăмăртанаççĕ!
...Ĕнер усламçă вĕсенчен йĕкĕлтесе кулнине аса илчĕ те хăйне хирĕç чупса пыракан усламçă ывăлне чышкăнтарса та ячĕ. Чăтаймарĕ. Анчах усламçăн та ачи начарах мар. Хитре апат çинчи çамрăк ăйăр пекех çаврака ача. Вăл та сиксе тăрса хирĕç килсе хучĕ, анчах... çапнă-çапманах тĕпĕр çаврăнса ӳкрĕ... Йĕри-тавра ача-пăча. Пурте выляма пăрахнă.
— Пар, Мишша, хытăрах! — теççе пĕрисем... — Ан парăн, Якур! Ват çапла! — теççĕ усламçă ывăлĕ çапнă чух теприсем... Анчах ачаран ĕçре ӳснĕ çамрăк патне усламçă ывăлĕн шурă алли пырса ан çыпçăн! Вăл сана пурпĕрех çĕнтерĕ!
Вăл юнлансан та йĕмест, пушшех тĕрекленет. Шур алăллисем, таз çине пушатакансем, пĕр тумлам юн килсе тухсан та йĕреççĕ. Вĕсемшĕн юн тухни вилĕм килнĕ пек туйăнать. Кунта та çаплах. Куратăр-и, лешĕн сăмсинчен юн анать. Куратăр-и, епле уласа урам тăрăх амăшне калама, йăпанма чупать! Çапла Тимьян Мишши тулнă ăш-чиккине пушатрĕ. Хитре апатпа самăрăлнă Якура амăш патне чуптарчĕ!
...Пасар вырăнĕнчи ача-пăча та сăмахланă çĕрте Мишша çапсан «леш» мĕнле ывтăнса кайнине аса илсе кулать.
Хĕвел анчĕ. Пĕрерĕн ача-пăча та килне апатланма саланчĕ. Вĕсем кайнăран пасар вырăнĕ те тискерленнĕ пек туйăнчĕ.
* * *
Мишша та килчĕ. Килĕнче амăшĕ çеç. Вăл Мăнкун валли сăра юхтарать. Ăçта килчĕ унта чĕрессемпе чӳлмексем лараççĕ. Вучахра котелок çинче шыв вĕрет. Ытла та пĕчĕк пӳртре çӳреме те вырăн çук. Амăшĕ те сăрапа тĕрмешнĕ чух такăнкаласа çӳрет.
— Пилĕк чӳлмек сăра! Мĕн тăватăр эсĕр кун чулпа? — тесе тĕлĕнсе ыйтрĕ Мишши.
— Ара, мĕн тăвасси, сăра ĕçес тетпĕр. Мăнкуна чыслас тетпĕр эпĕр те...
— Эх, анне, анне! Халĕ те аран çеç пурăнатпăр. Авăртнă çăнăх çеç. Эсĕр тата...
— Ах, ан пупле кирле мара! Санран ыйтаççĕ-и вара! — тесе хыттăнах каласа хучĕ амăшĕ. Мишшан тек каламалли те çук. Ăна амăшĕ: «Сан ĕç мар», — терĕ.
Пĕр-ик минутран Тимьян хыçал касран таврăнчĕ. Пиншак айĕнче хутаçпала илсе килнĕ икĕ четвĕрт эрехе сĕтел çине лартрĕ.
— Ак, илсе килтĕм, — тесе маткипе юмахла пуçларĕ.
Мишша эрехе курсан каллех чăтаймарĕ:
— Эх, атте, мĕне кирлĕ пире икĕ четвĕрт? Мĕне кирлĕ пире Мăнкун! — тесе хытă пĕтерчĕ.
— Мошенник, кама эсĕ вĕрентетĕн! Аçуна мар-и? Чăххи çăмартине вĕрентмест вăл! Эп... сана! — чутах çапса яратчĕ хирĕç ывăлне.
Мишша шартах сикрĕ. Тимьян ку таранччен те çапкаланă Мишшана...
— Сассу тухнă ан пултăр! — терĕ татах чăтаймасăр йĕре пуçланă ачине... Анчах мĕнле чăтас? Тĕрĕс çынна вăрçаççĕ? Пӳртре ларма Мишшан хăват çитмерĕ. Вăл пахчана яланхи йăпанмалли вырăна тухса кайрĕ. Анчах йăпанаймарĕ.
Йăпанас тесе кĕнеке тытса вулама тытăнчĕ. Анчах йăпанма ытла йывăр. Тапса тухакан куççульсем, калама çук хăвăрт ĕçлеме пуçланă вĕри юн вулама памаççĕ ăна... Вăл сиксе чĕтрет... «Тĕрĕс калама та памаççĕ иккен!» — тесе тĕнче илтмелле çухăрасшăн вăл.
— ...Çук! Пĕччен йăпанма май çук! Каяс, каяс кунтан ман часрах, часрах! — тесе мĕн вăй çитнĕ таран çухăрса пахчаран тухса хĕрлĕ галстуксем патне ярăнтарчĕ. Унта илемлĕ шавлă вырăнта вăл часах йăпанчĕ.
Ăшĕнче: «Юрĕ, хăçан та пулсан пĕрле чăмăртанса пур-пĕрех çĕнтерĕпĕр киввине! Вăй! Вăй пухăпăр», — терĕ...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...