Республикăра пĕрремĕш
Ирхи кăвак пĕлĕт тӳпинче ниçта пĕр татăк шур пĕлĕт курăнмасть. Хĕвел хăйĕн çамкине кăтартрĕ çĕр çине, савăк, çутă куçĕсемпе пăхрĕ кăмăллăн.
— Хĕвел тухиччен çитеймерĕмĕр. Ĕçлеме ирех тухакан вĕсем, — систертĕм юлташа.
— Ĕçленĕ çĕре каятпăр.
Чугун çул хĕрринчен пăрăнса кĕтĕмĕр вăрмана.
Шалкăм вăрман. «Пăт, пат. Шăпăр-шапăр. Пат!» — ват юман йĕкелĕсене çĕр çине тăкать.
Анчах вăрăмах каймасть ку вăрман уй енне. Шĕшкĕлĕх, хурăнлăх, çăкалăх — тĕрлĕрен вĕтĕр-шакăр йывăçсем пуçланаççĕ çавăнтах.
— Ку «Волонтер» вăрманĕ. «Волонтера» тухатпăр. Инçе хăвармарăмăр, — ытла та васкамасăр утатпăр малалла.
— Муээк, муээк, муээк! Ă-ăм-м-м, — çинçен пуçласа мăн сасăпа пĕтернĕ вăкăр сасси илтĕнчĕ пирĕн умрах.
— «Волонтер» вăкăрĕ.
«Волонтер» ĕне кĕтĕвĕнчен пăрăнтăмăр сылтăм еннелле.
Республикăра «Волонтер» паллă коммуна пулнăран çул тытатпăр эпир унта. Кайса курасах килчĕ. Çĕрĕç комнссариачĕ 1929 çулта «Волонтера» республикăри сăнавлă коммуна шутлас тесе йышăннă. Колхозник-ударниксен слечĕ те çавнах каласа хăварнă.
Шăпах тухрăмăр чăх вити патне.
— Кукуррекку-у-у! — мĕнпур вăйĕпе çухăрса ячĕ пĕр пысăк хĕрлĕ-хăмăр автан.
Пĕр минутра сиксе тухрĕç витерен мĕнпур чăхсем. Тапăнмаллипех тапăнчĕç пире. Утма-тăма памаççĕ. Тăрăххăн сикеççĕ. Тумтиртен сăхаççĕ.
— Куçран ан сăхчăрах, — хăраса кăна тăратпăр чăхсем хушшинче.
Пĕр виç-тăват минутран вăраххăн-вăраххăн саланчĕç пире тапăннă чăхсем вăрман еннелле.
Апат кĕтсе тухнă мĕн вĕсем пире хирĕç. Çу вăхăтĕнче апат памаççĕ иккен вĕсене, ура айĕнчипех пурăнаççĕ.
— Тавай кĕрсе пăхатпăр витине, — терĕ юлташ. Чăхсем вăрман еннелле саланнă хыççăн витине кĕтĕмĕр.
Мăкланă икĕ хутлă çурт. Хăма урай. Саксем вырăнне нарсем. Сарлака, çывăрма та çитмелле. Нарсем çинче, стенасем çумĕнче çăмарта тумалли йăвасем, кашни чăх уйрăм лармалла. Виçĕ чăх кĕрсе ларнă. Нимĕн те шарламаççĕ. Шăпах лараçĕ. Çăмарта тума кĕрсе вырнаçнă ĕнтĕ.
Çӳлти хутне хăпарма тытăнтăмăр.
— Кă-кă-кă-кă-кă! — чупса пычĕ эпир хăпаракан пусма патне çутă хура-хĕрлĕ автан. Сикет пирĕн çинелле. Хăпартмасть. Такки хăпараймарăмăр çӳлти хутне.
Эпир витерен тухнă çĕре вăрманти чăхсем çывхараççĕ вите патне каллех.
— Васкарах утар.
— Каллех тапăнĕç.
Васкаса пăрăнтăмăр Волонтер ялĕ еннелле.
— Кур-ха, кăвакарчăн пур чăхсем хушшинче.
Чăвашсен ĕлĕкхи вĕтĕ чăхĕ кăвакарчăн пек кăна курăнать кăрккалла шултра чăхсем хушшинче.
— Пĕлтĕр виççĕр пуç патăмăр патшалăха. Кăçал çĕнĕрен кăларман. Ытти выльăхсенчен сахалтарах чăхсен усси пирĕншĕн, — пĕлтерчĕ чăхсем пăхакан пире.
Коммуна чăх-чĕп ĕрчетес ĕçе пăрахса выльăх-чĕрлĕх çине анлăн куçать иккен.
«Волонтер» коммунăн тĕрлĕрен выльăх-чĕрлĕх пур.
Эпир яла çитсе кĕнĕ çĕре коммунарсем тĕрлĕ ĕçе саланнă. Пĕр чĕлхесĕр вăрăм карчăк çеç хур кĕтĕвĕне хăй челхипе çуйăхса çӳрет коммуна урамĕнче.
— Кшша, кшша! — хăй пĕлекен чĕлхепе хӳтерет карчăк хурсене уялла.
— Старов! Каймаçççç! — пире алă пачĕ те хурĕсем çинчен элеклесе хăварчĕ çавăнтах.
Ăнăçлăн хунать иккен кунта хур тенĕ кайăк. Иртнĕ çул патшалăха вăтăр пилĕк пуç панă. Кăçалхи çул хур кĕтĕвĕнче татах çĕр пуçран иртет. Хурĕсем те ялти хурсем мар. Шултра, самăр.
Хур кĕтĕвне пăхакан ĕлĕк те хур кĕтĕвĕпе пиçнĕскер иккен. Çавăнпа та вăл хурсене хăш вăхăтра шыва илсе каймаллине те, хăш вăхăтра çерем çине илсе тухмаллине те лайăх пĕлет. Мĕн вăхăтра мĕнле пăхмаллине, мĕн тумаллине хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ вăл.
— Пăхасса аван пăхать. Анчах кахалли пур пăртакçă, — хак параççĕ ун çинчен коммунарсем.
Сысна кĕтĕвне çамрăк ачасем пăхатчĕç вăл вăхăтра. Ачасен каникулччĕ.
— Ывăнмастăр-и? — калаçма тытăнтăмăр сысна кĕтĕвĕпе çӳрекенсемпе.
— Эпир ывăнмастпăр. Сыснасем ывăнаçеĕ. Вăн, тӳне-тӳне кайнă хăшĕ-пĕрисем! — вылятса калаçса илчĕç ачасем пирĕнпе.
Кăнтăрлахи шăрăх ĕшентернĕ сыснасен кĕтĕвне. Нимĕн хускалмасăр выртаççĕ хăшĕ-пĕрисем, чĕнмеççĕ. Çурасем кăна парăнмаççĕ шăрăха. Тăк-так тĕккелесе илеççĕ çавăнтах пĕр-пĕрне асавпа. Кăлтăрмачла кусса çаврăнаççĕ амăшĕсем тавралла. Ĕретĕн, вăраххăн пырса тăраççĕ амăшĕсен хӳттине.
— Иккĕнех пăхатăр-и?
— Иккĕнех. Каймаççĕ вĕсем ниçта та. Ахаль кăна çӳретпĕр вĕсем хыçĕнчен, — хавасланса калаçаççĕ ачасем.
— Сыснисем чылай-и вара кунта сирĕн?
— Ваттисем çирĕм сакăр пуç. Çурисем çĕр сакăрвун пиллĕк.Ваттисенчен пĕлтĕр патшалăха чылай панă. Пама ыйтманччĕ пирĕнтен. Хамăр ирĕкпе патăмăр. «Парас» терĕмĕр, — çитĕннĕ çын пек калаçать сыснасем çинчен аркăсăр сăхманлă ача.
— Хăвала! Картана кайса хупатпăр! — çавăнтах хушрĕ вăл хăйĕн юлташне.
Сыснасем ерипен, кахаллăн утаççĕ карта еннелле. Кăнтăрлахи кану пулать унта вĕсен.
Уçă пĕлĕт айне тавралла хӳме тытса çаврăннă çĕре кĕрсе выртаççĕ сыснасем.
— Шăрăх ĕнтĕ, паллах. Мĕн тăвас тетĕн? Çулла валли уйрăм вите тăваймарăмăр. Хĕлле валли те çителĕклех мар-ха сыснасен. Кăçал майлаштарас тетпĕр ĕнтĕ, — сыснасене шăрăххнне кура калаçаççĕ апата таврăннă коммунарсем.
— Мек!
— Ме-ек!
— Ме-е-ек!
Вăрман енчен сурăхсен сасси илтĕнет. Кĕпĕртеттерсе те çитрĕ сурăх кĕтĕвĕ кăнтăр канăвне. Тĕрлĕрен ăратлисем: вĕттисем те, вăтаммисем те пур, вăрăм хӳреллĕ шултра сурăхсем ытларах. Йыш тĕлĕшĕнчен те пĕчĕкех мар ку кĕтӳ: 200 пуç таран.
— Сурăхсем те, сыснасем те хутăш ăратлă-çке сирĕн. Ваттисене улăштарса, суртласа пымастăр-и-мĕн эсир?
— Çапла пулса пырать вăл пирĕн. Сысна аçисем те, такасем те паха ăратлисем туяннă. Чăвашсенне вĕсемпе чуптаратпăр, çапла урăхлатса пыратпăр. Вĕтĕ аçасене чуптарма ямастпăр, кастарса яратпăр. Авă, çав чăваш сурăхĕнчен ăратлă такапа пулнăскер. Чисти ашшĕ пекех пулнă. Мăйракисем те ашшĕнни пекех-çке хăть, — тĕлĕннĕ пек пулса кăтартрĕ пĕр мăн мăйракаллă шурă пысăк така çине кĕтӳçĕ.
Ĕне кĕтĕвĕ те персе çитрĕ кăнтăрлахи канăва. Паçăрхи вăкăр сасси янах илтĕнет кĕтӳре. Çавăн сасси кăна. Ĕнисем шăпăртах.
Çĕр чаваласа мĕкĕрме тытăнчĕ вăкăр. Пире палларĕ ĕнтĕ — ют çынсене. Вăхăтра пăрăнтăмăр. Вăкăр та кĕчĕ картана. Картара та чылайччен илтĕнчĕ ун сасси.
— Пăвансем çыртнă пулĕ-и-ха ăна? Темшĕн çилленнĕ пулас? — çӳхе тутине кулнă пек туса вăкăр çинчен калаçса илчĕ коммуна председателĕ.
Самăр та вара ĕнесем. Чăваш çĕрĕнче курма хĕн ун пеккисене.
— Пĕлтĕр хыснана чылай ĕне патăмăр. Тĕлĕнсе кайрĕç вĕт Вăрнарта пирĕн ĕнесенчен. Пĕтĕм ĕнесем хушшинче пулмарĕ пирĕн ĕнесем пек таси, — хăйсен выльăхĕсене мухтаççĕ коммунарсем.
— Миçе ĕне кунта?
— Çитмĕл пĕрре. Пăрушĕсем тăхăрвун пĕрре. Айтăр пĕчĕк пăрусем патне кайса куратпăр.
— Пăрусен витине кайнă май ĕнесен витине кĕрсе тухрăмăр. Кашни ĕне валли уйрăм пӳлĕм. Çавăнтах ĕнесен ячĕсене çыра-çыра çапнă: «Роза», «Манька», «Мăкăнь»... Тата та тĕрлĕрен ятсем. Ятсем çумĕнче нумĕрсем.
— Нихăçан та вырăншăн вăрçмаççĕ. Кашни харпăр хăй вырăнне пырса тăраççĕ, — тăнлантарса парать пĕр коммунар.
— Вăрçсан коммуна пулать-и? — йăлкăшса илет тепри.
Пĕчĕк пăрусем патне çитрĕмĕр. Мăклă вите. Темиçе пӳлĕм. Пĕрер, икшер пăру кашни пӳлĕмĕнче.
— Пыйтăсем ернĕ-ха çаксене, — икĕ пăру пĕрле тăракан пӳлĕмрен урайĕнчи çӳп-çапсене тасатаççĕ икĕ хĕр.
ПӲлĕмрен пӲлĕме çӳретпĕр черетпе. Пĕр пӳлĕмре питĕ çамрăк пăру тăрать.
— Пилĕк кун анчах халь куна. Ача, — каласа параççĕ пăру пăхакан хĕрсем.
— Ак кунта виçĕ эрнерисем, — илсе кĕртсе кăтартаççĕ юнашар пӳлĕмне.
Пилĕк кунхи. Эрнерехи. Икĕ эрнерехи. Уйăхри. Йăлтах вăхăтăн уйăрса уйрăмăн-уйрăмăн хупнă пăрусене.
«Завхоз кабинечĕ» тесе хура сăрăпа мăн саспаллисемпе çырнă пĕр алăк патне çитсе тăтăмăр.
— Неушлĕ завхоз çакăнта пурăнать вара сирĕн?
— Уçса пăхăр-ха.
— Кĕме юрать-и? — шаккарăм пӳрнепе алăкне. Сасă памарĕ мана хирĕç никам та. Хĕр хыттăнрахах кулса ячĕ. Иккĕленсе уçрăм алăка. Çамрăкран та çамрăк пăру тăрать ман умра.
— Ĕнер анчах пăруланă-ха. Вĕренсех çитеймен хирĕç сас пама, — хура тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ пăру тутине хĕрача.
Пăрусем патĕнчен эпир каялла таврăннă çĕре шăпах кăнтăрлахи апата пуçтарăннă коммунарсем.
Столовăй. Çутă. Аслă. Çĕнĕ çурт. Пĕлтĕр кăна туса лартнă ăна. Çавăнтах радио.
Пĕр сменăпах çиме шăнăçаймаççĕ коммунарсем. Çавăнпа та икĕ сменăпа çиеççĕ. Чашăк-кашăк çителĕклĕ. Лайăх. Таса. Çăкăр, яшка çителĕклĕ параççĕ.
Пĕр сехетрен виçĕ сехетчен пырать кăнтăрлахи апат вăхăчĕ. Хĕвел тухиччен ĕçлеме тухаççĕ. Хĕвел ансан ĕçрен кĕреççĕ. Ывăнмалăх пур. Çавăнпа кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче канса илесшĕн хăшпĕр коммунарсем. Апат çинĕ хыççăнах уттарчĕç килĕсене.
Бригадирсем юлчĕç. Пĕчĕкçĕ, тăлпан, çивĕч, хура куçлă хĕр те бригадирсемпе пĕрле. Ку хĕре эпĕ Чăваш республикинчи Советсен иртнĕ съездĕнче курнăччĕ. Делегат пулса пынăччĕ вăл Шупашкара, съезда. Унăн ячĕпе хушаматне те лайăх пĕлетĕп эпĕ.
— Ну, санăн хутла пĕлменлĕхпе кĕрешес ĕç мĕнле пырать-ха коммунăра, Васса Романовна?
— Съезда сăмах панине пурнăçланă. Хутла пĕлменни коммуннипе те пĕр çын та юлман. Майăн пĕрремĕшне çыракан вулакан тунă вĕсене.
— Пурне те çичшер çул вĕрентетпĕр. Заочнăй курссем пур. Эпир ĕçре вĕренетпĕр. Хамăра кирлĕ кадрсене хатĕрлетпĕр. Ав, пирĕн тракторист — Виктор Андреев хăех икĕ тракторист хатĕрлесе çитерчĕ. Вăл кадр мар-и тата? Хвершăла вĕренме хамăртан янă. Выльăх хвершăлне хамăртан вĕрентсе кăларнă, — пĕри те, тепри те хыпарларĕç бригадирсем.
Коммунăра парти тата комсомол ячейкисем пур. Парти ячейкинче 13 çын. Вĕсенчен çиччĕшĕ кандидатсем. Партие кĕме ыйту парса хунисем татах та пур.
Комсомол ячейкинче 20 член. Ку вăхăтра пурте гигиена курсĕнче вĕренеççĕ.
Парти ячейки те, комсомол ячейки те хĕлле вĕренмелли шкулсене уçма плансене хатĕрлесе хунă. Пропагандистсем пур. Ачасем валли пуçламăш шкул уçнă. Учитель вĕренӳ çулне хатĕрленес тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлет. Кăçалхи çул коммунăра партиле комсомол вĕренĕвĕ те, ачасене вĕрентесси те йĕркеллĕ пуласса шанма пулать.
Коммунарсем — партиецсем те, партире тăманнисем те тĕрлĕрен хаçат-журнал çырăнса илеççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...