Асăнмалăх
1
Шухăшлатăп хăш чух: çын мĕнпе пурăнать?
Тен, тăватă хăват этеме хураллать:
Пĕри — Сывлăх иккен, Мул теер теприне,
Авалтан Влаç тееççĕ çав виççĕмĕшне,
Тата мĕн-ши тепри? — Иăнăшмастăп пуль эп:
Вăл — çынсем хушшинче пире пӳрнĕ Хисеп.
Çылăхпа пархатар пур-мĕн çак вăйсенче,
Ыррине çеç илмест вĕсенчен халь тĕнче.
Çын чунне пĕтерме астарать-тĕр юри
Çынлăха маннисен çак тăватă турри!
2
Сывлăха асăнар. Мĕн унран пахарах?
Халь ак сывлăхсăрри — сыввинчен вăйлăрах.
Сывлăха астарать пур çĕрте те усал.
Мул пиркн — пуплем мар, уншăн çук ман вăй-хал.
Влаç — ик енлĕ хăват: кирлине йышăнар,
Ун тарçи пулар мар, çын хуçи пулар мар.
3
Чăн та, кирлĕ çынна кăшт управлă Хисеп,
Тен, айван ăсăмпа ăна суннăччĕ эп,
Туяс тенĕччĕ, тен, ун сыхчуллă вăйне!
Эп, хальччен пĕлменскер, пĕлес çук вăл мĕнне.
Ытларах та калам: чăнласа эп пĕлни —
Пур пек çынлăхăма çылăх евĕр туни.
Сăнарлам: пулăсем çуралаççĕ шывра,
Çавăн пек, пурăнатпăр эпир мăшкăлра.
Мăшкăл — пирĕн стихия тени, тăвансем,
Сывлăш çук! Антăхать çын чĕреллĕ этем.
Чыс-хисеп ыйтмăп эп, май пулсан та, кăчух,
Халь вăл — влаç йĕкĕрешĕ, халь унсăр вăл çук.
Чыс тени, çавăнпа, халь пăсать çеç çынна.
Митталла хисеп пур, вăл — вилсессĕн кăна.
4
Халь сунатăп хама çылăхсем нумайран:
Çав суя хăватсем вăй ан паччăр нихçан!
Çынлăх пултăр, чыс мар. Çăкăр пултăр, мул мар.
Ас-тăна упрама çеç халь сывлăх ыйтар.
Пур-ха шай халăхра... Асăнар çав шая, —
Вăрттăн шай пытанса пытăрах нумая!
Пурăнать-ха унра кĕтретпе пархатар,
Пурăнать-ха... Анчах сăмах çеç унра мар.
5
Чĕререн эп калатăп: тав сумсăрлăха!
Çав анчах-çке вĕрентрĕ кăштах çынлăха.
Çук, суя турăсен алтарьне эп курман.
Эп Иов Сăмахне çеç ăнкартăм аран,
Кăшт ăнлантăм ăна — нишлисен тăванне,
Чыссăр-сумсăр çынсен çĕр çинчи çулташне.
Ун Сăмахĕ анчах çутатсанччĕ чуна!
Антăлса та савса шанаймастăп çакна.
Çын курман Çути çеç, тен, ӳкет хут çине...
Чăн тĕрек шыраса пур ăс-хал ырнăçем
Калаçатпăр çапла, — вилнисем, чĕррисем.
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...