Тусанлă сарай
I
Нумаййăн весем. Пĕр теçеткене пĕрре çеç çитмест. Тĕрлерен çитсă, сатин кĕпе-йĕмсем тăхăннăскерсем пĕр учрежденин кил картишĕнчи тусанлă сарайĕнче шуй пуçараççĕ. Пĕри ăна калать, тепри тепĕрне калать, виççĕмĕшĕ ик уран сиксе пурне те хăйне илттересшĕн.
Ку çӳллĕ, сарлака сарайне вĕсем кашни кун пуçтарăнаççĕ. Ирхине тăхăр сехетсем хыççăн пуçтарăнаççĕ те мĕн каçчен çакăнта айкашаççĕ. Хушăран çеç урамра рессорлă тăрантас сассипе лаша таканĕ сасси чăнкăртаттарма тытăнсан уçă тăракан хапхаран учреждени çумĕпе тротуар çине чупса тухаççĕ.
— Ку кам ашшĕ пулчĕ, пит хытă вĕçтерсе иртсе кайнăскер, инженер карттуслăскер сан аçу вĕт вăл, Юрий?!
— Ман! — тесе хыттăн, пысăк çын пек каласа хурать вара Юрий. — Сан аçун кун пек карттус ĕмĕрне те пулас çук!
— Ман аттен сатто çӳçĕ... пăрçа урапи пек! — чи асли вĕсем хушшинче — сторож ачи — Çитăр. Вăл тăххăр тултарнă. Чи кеçĕнни, пиллĕк анчах тултарнăскер, машинистка хĕрĕ, Нина. Тротуар çинче çапла тавлашса кайма тăнине курсан сторож ачи Çитăр яланах сассине мĕнле те пулсăн пысăкрах тума тăрăшса:
— Ну-ну, пăрахăр волокитчиксем пек хăтланма, сарайне айтăр! — тет.
Хирĕç чĕнекен çук. Çитăра итлесе пĕрин хыççăн тепри каялла, сарайнелле, чупса кайма тытăнаççĕ. Ун пек чух час-часах ыттисенчен вăйсăртарах Нина такăнса ӳксе йĕме тытăнать.
— Ах, каллех çăмăр çăвать! — тесе хурать вара Çитăр. — Тăратăр çав йĕпе çăмăра.
«Йĕпе çăмăр» тесен Нина питĕ çилленет. Çавăнтах йĕме чарăнса сарайнелле хăех утса каять.
— Ну, тата мĕнле выльăпăр? — тесе ыйтрĕ пĕрре çавăн пек урама тухса кĕнĕ хыççăн ачасен сыхлавçи Çитăр. — Кам мĕнле вăйă пĕлет тата?
Тротуар çине тухса кĕричченех пур вăйăсене те выляса пĕтернĕ ачасем чĕнмесĕр тăраççĕ.
— Çĕнĕ вăйă тупасчĕ, киввисем йăлăхтарчĕç ĕнтĕ, — тет пĕри нумай тăрсан, Альберт ятлăçкер.
Çитăр, темĕнскерле пĕр ещĕк çине улăхса тăма та ĕлкĕрнĕскер, Альберт çапла каласан темĕншĕн, те ачасене кивĕ вăйăсем йăлăхтарнăшăн савăнса, те урăххишĕн, кулса ярать те кайран çапла каласа хурать:
— Тĕрĕс! Кивĕ вăйăсем пурне те йăлăхтарнă. Паян эпĕ сирĕн валли çавăнпа та ĕнтĕ çĕнĕ вăйă шухăшласа кăлартăм...
— Мĕнле вăйă? — пурте харăс хĕпĕртесе кайса Çитăр тăракан ещĕке кăшăлласа илеççĕ ачасем. — Тавай выльăпăр хăвăртрах!
— Паян эпĕр учрежденилле вылятпăр! — çавăнтах татса каласа хурать Çитăр.
— А мĕнле выляççĕ вара учрежденилле? — тĕлĕнеççĕ ик-виç сасă.
Çитăр, хирĕç чĕнес вырăнне, ещĕк çинчен анса ачасене пĕр сăмахсăрах кил картишне ертсе тухать.
— Альберт, вен унта пĕр ещĕк выртатъ. Ваçка, вен унта тепĕр ещĕк, — ачасене кашнине ятсемпе чĕнсе кил картишĕнчи ещĕк майлă япаласене пурне те сарайне пухма хушать Çитăр.
Ачасем кăткăсем пек сăрпалана-сăрпалана ещĕксене самант хушшинче сарай килне купалаççĕ.
— Кун пек мар, — тет Çитăр. — Ещĕксене учрежденири сĕтелсем пек майлас пулать. Ку ещĕк заведующин пултăр (пĕр-пĕр бюрократла ĕçлекен заведующин), ку — ун помощникĕн, ку — секретарĕн, кусем — тĕрлерен вак-тĕвексем — сĕтеллисем пулаççĕ.
Ещĕксем майланаççĕ.
— Ну халĕ ĕнтĕ пире хутсем, папкăсем кирлĕ! Вĕсемсĕр мĕнле учреждени пултăр?!
— А ăçтан тупас-ха вĕсене? — хăраса ӳкеççĕ ачасем.
— Ан шарлăр! — тет юнаса Çитăр. — Айтăр ман хыççăн! «Йĕпе çăмăр!» — Нинăна чĕнет Çитăр, — эс кунта юлатăн, асту, ниçта та ан кай!..
— Айтăр, кайрăмăр, — терĕ те тепĕр хут Çитăр тĕлĕнерех тăракан ачасене сарай çуммипе пырса тĕрлĕрен купасем, тăрантассем урлă каçара-каçара учреждени çурчĕ хыçне илсе кайрĕ. Ку тĕлте — учреждени тӳпи çине илсе улăхакан пусма...
— Ну, улăхăр ман хыççăн. Астăвăр тульккă, шăпрах пулма тăрăшăр!
Пĕрин хыççăн тепри картлашкасем çине пусса пырса тӳпе тăррине часах улăхса çитеççĕ ачасем. Тӳпере — учреждени архивĕ...
— Ну, çĕклĕр çак хутсене, мĕн вăй çитнĕ таран çĕклĕр те, паçăрхи пек шăппăн анăр та сарайĕнчи ещĕксем çине кайса хурăр!
Архив çĕлен пек чашкăрса çĕкленме тытăнать. Хутсем унталла та кунталла вĕçеççĕ. Вĕсемпе пĕрле тата çĕр çулхи тусан пĕлĕтленсе каять. Анчах ачасем ăна-кăна пăхмаççĕ. Пĕр вăхăт сăрпалансан хул айне, çурăм çине, алă çине — пурин çине те хутсем, папкăсем тиесе тӳперен аялалла анса каяççĕ.
Тепĕрер пилĕк минутран архив хучĕсем ещĕксем çине купаланаççĕ.
— Ну, учреждени пуçлăхне, пĕр-пĕр бюрократла ĕçлекен заведующине кама тăватпăр? — тет Çитăр çаннисемпе йĕп-йĕпе тарланă питне шăлса.
— Çитăра тăватпăр, Çитăра, — çухăраççĕ ачасем ĕçленĕ хушăра питрех юхма тапратнă сăмса шывне пĕчĕк чышкăсемпе тасатса.
— Çук, эп РКИ пулатăп, — тет хыттăн Çитăр. — Учрежденири бюрократланса кайнă пуçлăхсене йĕплĕ супăньпа çăваканни. Ну, кама тăватпăр бюрократланса кайнă пуçлăха? — татах ыйтать Çитăр.
— Альберт пултăр эппин...
— Çук, эпĕ те пулмастăп бюрократ, эпĕ те РКИ пулатăп, — тет хирĕç Альберт çилленнĕ сасăпа.
— Ваçкана тăвас эппин...
— Эп Альбертран хушĕ штоль мана бюрократ тума?! — тата хытăрах çилленсе çаптарса хурать Ваçка ятли. — Эп хам та РКИ пулма тивĕç!
— Юрий пултăр эппин, Юрий...
— Аннепе атте виçĕ кун пĕрĕмлетсе вĕтсен те килĕшместĕп бюрократ пулма! — васкамасăр та витĕмлĕ хирĕçлет Юрий. — Ав тăвăр бюрократ вырăнне Нинăна... Вăл, йĕрескер, тивĕçлĕ бюрократ пулма!
— Чăнах та! — çухăрса яраççĕ ачасем. — Кам пултăр пирĕн хушăра Нина пек бюрократ пулма тивĕçли?!
Пилĕк çулхи Нина ăна бюрократла пуçлăх вырăнĕнче вылямалла тунăшăн йĕме тытăнать. Анчах ăна вăйпах бюрократла пуçлăх ещĕкĕ хыçне кайса лартаççĕ. Нина пушшех хытă йĕрсе ярать, урисемпе ещĕке тапать.
Ку тĕлте ачасен вăййи татăлать вара... Вăйă вырăнне сасартăк Çитăр ашшĕ — сторож пырса кĕрет.
— Ăçтан илсе килнĕ эсĕр ку хутсене? — ачасем мĕн хăтланнине тавçăрса илсе хыттăн ыйтать вăл.
Ачасем, Нина çине тапăннăскерсем, Çитăр ашшĕ килсе тухнине кура (ăна «усал сухал» тесе чĕнеççĕ вĕсем хăйсем хушшинче) шăп пулса каяççĕ.
— Ах, некотнăйсем... пастай-ха эп сире! — каялла-малалла пăхкаласа хулă пекки шырама пуçлать сторож. Ăна сиссе ачасем сарайĕнчен çерçисем пек вĕçе-вĕçе тухса тараççĕ.
Пилĕк çулхи Нина, бюрократ пулассинчен çăлăннăран, йĕме чарăнса пĕчĕккĕн кулса ярать.
II
Çитăр ашшĕ — Кирле пичче — Çитăра хытă юратать (арăмĕ çук Кирле пиччен, тахçанах вилнĕ). Çитăрпа анчах пурăнаканскер, вăл ăна ашкăнкаласан та чарсах каймасть.
«Çамрăк чухне кам ашкăнмасăр пурăнтăр ара! — шухăшлать вăл Çитăр пĕр-пĕр ашкăнмалла япала тунă пулсан. — Ашкăнман, выляман ачасем вăйсăр, имшер пулаççĕ вĕсем...»
Анчах хальхинче Çитăра лайăхах лекрĕ вара! Учреждени тăрринчи архив хучĕсене сарайне çĕмĕрсе аннăшăн хăлхаранах çавăрса тытса силлерĕ... Вăл çеç те мар, вăл çеç пулсан ытлах хурланмĕччĕ те Çитăр, урама тухса хура пуçне çĕрелле усăнтарса тăмĕччĕ.
— Штăп сарайĕнче тек ан ашкăннă пултăр! Штăп пĕр сас ан пултăр унта! Тепре курсан урăрсене кӳсĕкпе персе хуçăп! Вот некотнăй, э?! Пĕр кĕтӳ ăчапча пуçтарать те пĕтĕм çынна кӳрентерсе çӳрет-çке ĕнтĕ! Эс, мĕн, вăл хутсем хушшинче кирлĕ хутсем çук тетĕне-мĕн, тăмана?! Штăп, куçăм ан куртăр тек сире сарайĕнче!
Çапла ятласа пĕтернĕ Кирле пиччĕ Çитара. Çитăр çавăн пирки халь ĕнтĕ ним тума аптраса кайнă.
— Ăçта илсе каяс ĕнтĕ ачасене выляма, ăçта илсе каяс малашне?! Ыран ирĕхнех килсе тухаççĕ вĕт ĕнтĕ вĕсем, — мĕн тăвас?!
— Тарса пĕтрĕç, иçмасса, пĕри те юлмарĕç: ни Альпĕрчĕ, ни Юрийĕ... Вĕсем пулсан хăть виççĕн шухăшлаттăмăрччĕ, виççĕн шухăшласан, тен, мĕн те пулин шухăшласа та кăлараттăмăрччĕ-и тен... Халь... тăхăр çыншăн шухăшла пĕччен!
Тепĕр ирхине, чăнах та, ачасем яланхи пекех ирех пуçтарăнчĕç. Анчах Çитăр, вĕсенчен те иртерех тăрса хапха умне тухса тăнăскер, вĕсене кил картишне кĕртмерĕ.
— Юрамасть унта кĕме! — терĕ вăл яланхи пекех пысăк, витĕмлĕ саспа калама тăрăшса.
— Сарай пирĕн мар малашне, ăна пиртен безвозвратнă тытса илнĕ!
— Мĕншĕн?
— Мĕн пулнă апла?
— Ăçта кайăпăр ĕнтĕ?
— Мĕн курăпăр?
Самант хушшинче Çитăр тавра чăмăртанса, сарая тытса илнĕшĕн калама çук кӳренсе, кашни хăй майлă çухăрса ячĕç ачасем.
— Вара пирĕншĕн сарай та шалккă-и?
— Эпĕр, мĕн, çынсем мар штолĕ?
Куçĕсем çунма пуçларĕç ачасен. Пĕчĕк Нина сарая тытса илнĕшĕн йĕме пуçларĕ.
— Чарнăр, ачасем! — ыттисен сассисене путарса çухăратъ Çитăр. Ачасем, Çитăр калама пуçланине кура пĕрин хыççăн тепĕри çухăрма чарăнса Çитăра итлеме хатĕрленеççĕ.
— Айтăр-ха хула хыçĕнчи çырмана! — алла сулса çухăрать Çитăр. — Малалла ăçта, мĕнле вылямалли çинчен çавăнта калаçăпăр. Кунта кансĕрлеççĕ.
Çапла калать те Çитăр хыттăн малалла утса каять. Ачасем нихăш те хирĕç чĕнмесĕр Çитăр тыткăнне кĕрсе Çитăрпа пĕрле утса каяççĕ. Анчах пĕчĕк Нина пĕчĕк чышкисене куç умне илсе пырса каллех йĕме пуçлать.
— Эп хăрап унта кайма-а-а...
— Хăратăн тăк, ан пыр, çав çеç! — Нина çине çилленет пĕри. — Эх, йĕре çури!..
Анчах Çитăр Нина каллех йĕме тытăннине кура ун патне пырать те ăна алран çавăтать.
— Альберт, тыт ăна тепĕр аллинчен, — хушать Çитăр. — Миçе хут каланă эпĕ сире юлташа юлташ пăрахма юрамасть тесе?!
— Çав, пĕчĕкскер, мĕн пирĕн юлташ пултăр вăл?!
— Пирĕнпе вылять пулсан, пирĕн юлташ пулмасан кам юлташĕ пултăр вара вăл? Пĕчĕк çынна шеллеççĕ, мĕншĕн тесен вăл — пĕчĕккĕ...
...Урамран урама тухса, пĕр переулокран тепĕр переулока кĕрсе, темиçе кукăр туса, пынă чух тĕрлĕрен йытăсене çиллентерсе юлашкинчен хула хыçне тухрĕç ачасем.
Ун хыçĕнче, хуларан пĕр çĕр чалăшра, ем-ешĕл курăкпа тулнă тарăнах мар çырма пур. Çав çырмана, пĕр хĕвел ăшшиллĕ вырăна илсе кайрĕ Çитăр хăйсен телейсĕр, сарайсăр юлнă шайккине.
* * *
Пĕçерет хĕвел. Тем пысăкăшскер, вăл пĕчĕк ĕнсисене, çара алă-урисене пĕр хĕрхенмесĕр пĕçерет. Ĕнсесем, çара алă-урасем пĕр сисĕнмесĕр хĕрелсе, чăпарланса каяççĕ. Айри ешĕл çерем анчах кăшт сулхăн парса пулăшать хĕвелрен. Хăшĕ тăсăлса выртнăскерсем, хăшĕ ахаль ларнăскерсем, хăшĕ тата чĕркуçленнĕскерсем, вĕсем хĕвел çине кăшт çилленсе, çеремне кăшт савнă пек лараççĕ. Анчах хĕвелрен тарса пытанма, пĕр-пĕр сулхăн вырăн тупса ларма вĕсен... вăхăчĕ çук.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...