Алăсăр Унеçĕм
Унеçĕм ĕçкĕре-хăнара
Ĕçрĕ ăш сăра:
— Лайăх тунă сăрине,
Яма пĕлнĕ хăмлине.
Кăпăклă,
Ĕçме вăхăтлă, —
Пуплесе илчĕ сăмах майĕпе,
Йăвашшăн ерипе.
— Нимех те хатĕрлемен те эпĕр...
Сăри килĕшет пулсан, ĕç-ха тепĕр...—
Тыттарчĕ килхуçи арăмĕ алтăр.
«Унеçĕм хырăмĕ сарăлтăр», —
Терĕ пулас ăшĕнче.
Çавăн пек туйăнчĕ куçĕнчен.
— Хать тесен хатĕрех!
Ах, сăри сим пекех! —
Çавăрса хучĕ Унеçĕм виççĕмĕш алтăр.
Епле çивĕч те паттăр!
— Кавруç!
Пăх кунта: укçа пĕр ывăç.
Хушатпăр пулĕ çуттине?
Вĕçтер сăмакунçă патне! —
Хĕрсе çитнĕ Унеçĕм
Тăпăртатрĕ пĕр вĕçĕм,
Укçисене силлесе,
Эрех валли пиллесе
Пачĕ Кавруçа!
— Ме, пул хуçа!
Тупса кил эрех.
Ĕçетпĕр пурпĕрех!..
Вĕçтерчĕ Кавруç Унеçĕм укçипе
Вăрттăн, сарайсем хыçĕпе —
Эрех шырама —
Кайри урама.
Кавруç часах таврăнать,
Хаяррипе хăналать.
Ĕçеççĕ эрех
Пĕр черкке, тепре...
Ĕçнĕ хушăрах
Тиврĕ пĕрне сахалрах:
— Черет сиктертĕн!
— Эс кампа пуплетĕн?!
— Кам патĕнче хăнара?
Пул шăпрах!
— Кам кунта хуçа?
— Ан çĕкле пуçа!
— Кирлĕ-им сана?!
Тӳрлетĕп сăмсуна! —
Пуçланчĕ харкашу.
Чышу, çапу, çуйхашу.
Чикеленчĕ Унеçĕм алăк урлă —
Хытах лектерчĕ тахăш мурĕ.
Унеçĕм чăлах юлчĕ сарăмсăр,
Ларать халь хăрах алăсăр.
Кавруç ларать тĕрмере...
* * *
Çапла пулать вăл ĕçкĕре.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...