Бастовка
Кашни кунах çакăнтан пуçланнă ĕç кунĕ.
— Хĕрсем, сакайне кĕрсе улма илсе тух-ха. Васкарах пĕçерес, — тăратнă вырăн çинчен кашни ир хăйĕн хĕрсемне Пракух арăмĕ Пăраски.
— Илсе тухниех пур кăмака айĕнче, — вырăн çинчен васкаса тăрса кăмака айĕнчи улмана шуратма тытăннă пĕчĕкçеç питлĕ-куçлă, эреветлĕ-теветлĕ, сарă хĕр Маюк.
Анчах паян йăлт урăхла. Урăхла пуçланчĕ ĕç кунĕ.
— Сыснасене панă-им кунти улмасене, инке? — тĕлĕнчĕ Маюк, кăмака айĕнчи иртнĕ каç улмапа тултарса лартнă пушă алтăра тытса.
— Çук...
— Кунта улмасем çук-çке...
— Сан кахаллупа. Илсе тух çĕнĕрен!
Чылайччен тĕлĕнсе тăчĕ Маюк. «Илсе тухаймарăм-ши вара иртнĕ каç? Çук. Илсех тухрăм. Лайăх астăватăп. Инке мăшкăлать пулас. Çук. Илсех тухрăм. Шăп сакайĕнчен тухнă чухне хăйă сӳнчĕ. Ак, çакăнта лартрăм. Халь...»
— Мĕн сĕнксе тăратăн тата? Кĕрсе ил! — шухăша кайнă хĕрсемне кăшкăрчĕ инкĕшĕ.
Сакай алăкне вăрахăн уçса анчĕ сакайне Маюк. Хăрарĕ. Çӳçенчĕ. Куçне-пуçне шăлкаларĕ.
— Ай-уй! Ай! — сакай шăтăкĕнчен улмасем вĕçе-вĕçĕн тухса кайнине кура кăшкăрса ячĕ Маюк.
— Тăр! Çырт шăлна! — команда пачĕç улмасем Маюка.
Хытрĕ пĕр вырăнтах Маюк. Куçкĕретĕн тараççĕ улмасем. Анчах чĕнме çук.
Лач! сурса хăвараççĕ улмасем Маюк çине.
— Çынсем улма лартма тытăннă. Эсĕ пире кăшласшăн. Япăх хĕр!
— Выçлăх.
— Марш!
— Ан тăр кунта!
Çухăраççĕ Маюка улмасем.
Маюк тухма тытăнчĕ сакайĕнчен каялла. Ара, мĕн кунта пăхса тăмалла.
— Ан хускал! — чарчĕç Маюка тимĕр кĕреçе йăтнă виçĕ мăнăран та мăнă улма.
Ши! Ши! — шăхăрать те
Арçурилле çухăрать!
Ши! Ши! — шăхăрать те
Арçурилле çухăрать!
Маюк аппа лапписене
Вырăнтан та хускатмасть,
Маюк аппа лапписене
Вырăнтан та хускатмасть!
Хĕрлĕ тутăр пĕркеннĕ улмасем юрласа ташлаççĕ Маюк тавра. Турткалаççĕ. Тĕкеççĕ. Анчах хускалмасть ура.
— Сакайĕнчех çĕрсе кайрăн, çĕрĕк!
— Тух!
— Улма вырăнĕ сухалама каймалла!
Пиччĕшĕпе инкĕшĕ вăрçсах чĕнеççĕ Маюка çӳлте.
— Ăçти вырăнне сухаламалла?
— Ыйт!
— Атту!
Уртăнчĕç Маюкран сакайĕнчи улмасем. Ни тăма. Ни ларма. Ни тухма. Ни путма.
— Ăçти вырăнĕ çине каятăр? — йĕре-йĕре ыйтрĕ Маюк пиччĕшĕпе инкĕшĕнчен.
— Ăçти! Тух! Мĕн ăçти?! — çухăрать пиччĕшĕ.
— Тухатăн-тăк тух. Хам кĕреп! — сике пачĕ сакайне Пăраски инкĕш.
Кăпăр! — турĕç сакайĕнчи улмасем.
— Ахă-ă! Çитрĕн-и, япăх хĕрарăм.
— Хĕлле!...
— Пирĕн юлташсене!..
— Тула!..
— Юр çине!..
— Шăнтма!..
— Халь!..
— Пире!..
Пăк та пăк переççĕ Пăраски инкене сакайĕнчи улмасем аякран. Пăраски инке хыпаланса тухма тытăнчĕ сакайĕнчен.
— Тăр вырăнтах! — уртăнчĕç улмасем Пăраски инкерен.
Ай та рас ешшо!
Ай та рас ешшо!
Ай та рас!
Ай та два!
Юрă юрласа тĕвеççĕ Пракух арăмне сакайĕнче. Пĕри аякран. Тепри çурăмран. Вăл унтан. Ку кунтан.
— Мĕн тума кĕтĕн? — пĕр мăнăран та мăнă улма пырса тăчĕ Пăраски инке умне. Пуçран пуçласа ура пӳрнисем патне çитиччен пăхрĕ куç виçипе.
— Улма илме кĕтĕм. Старик улма вырăнĕ сухалама каять те яшка пĕçерсе çитерес терĕм. Ара... Пирĕн аначĕ çавă та.. — мăнăран та мăнă улмана хирĕç ответ пачĕ Пăраски.
— Пĕтерме пĕлетĕр эсир пире!
— Ĕрчетме пĕлетĕр-и?
— Эпир кам?
— Э-э?
— Эпир кам?
Ярса тытрĕç Пракух арăмне улмасем.
— Улмасем, — макăра-макăра тавăрчĕ Праски.
— Тăхтар-ха, юлташсем! Тен, вĕсене каласа ăнлантарман? — сасартăк чарчĕ мăнăран та мăнă улма юлташĕсене.
— Тен, каламан пуль? — килĕшрĕç юлташĕсем.
— Кама шăпа? Кайăр апата! — команда пачĕ асли.
Унтан Пăраски инке патне çывăхнех пычĕ те:
— Вăт, инке! Итле! — улма çинчен лекци вуласа кăтартрĕ чылайччен.
Маюкпа Пăраски сакайĕнчен икшер улма илсе тухрĕç те ирхи апат хатĕрлерĕç.
Пракух кайрĕ анкартине улма вырăнĕ сухалама. Пĕр каслă акапуç. Пĕр лаша. Йывăр. Çиелтен ярать.
— Тарăнрах яр! — лап пырса выртрĕç акапуç умне улмасем.
Пракух килĕ енчен вĕçĕмсĕр çарпа пырать улма.
— Кай кунтан. Тăмпай! — акапуç патĕнчен сирчĕç Пракуха.
— Илсе килĕр колхозăн тепĕр лашине! — хушрĕ пĕр мăнăран та мăнă улма юлташĕсене.
Улмасем тепĕр лаша илсе пырса кӳлчĕç те тарăнран та тарăн сухаларĕç Пракух улми вырăнне. Унтан тӳрех тухса кайрĕç уялла пĕр каспа.
— Уя та тивĕçлĕ эпир! — хĕрлĕ ялавсемпе юрă юрласа, пӳрнесемпе кăчăк туртса хăварчĕç Пракуха.
* * *
Вăт, шуйттан тĕлĕкĕ! Пурнăçа кĕртмеллех пулать ĕнтĕ куна, — пуплесе илчĕ Пракух çемйи ирхи апатра — сĕтел хушшинче.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...