Çĕр тĕнĕлĕ
Çĕре пит йывăр çаврăнма,
Шатăртатать ун тĕнĕлĕ.
Эп шикленетĕп çавăнпа.
Çĕр ӳкесрен кам тĕкĕлĕ?
Ахрат тĕпне персе чикесшĕн
Кун çутине хура вăйсем.
Епле вĕçес вара чĕкеçĕн?
Епле çын пурăнĕ хăйса?
Çĕрле кăшкăрашса илетĕп.
Пăшал перетĕп вĕçĕмрен.
Алла, ача пек, сиктеретĕп,
Каллех сурать вăл çĕвĕрен.
Каллех атте ӳкет çĕре.
Сар сухалне витет шур юр...
Епле тӳсет çакна чĕре?
Тĕнче хуйхи манра та пур.
Каллех, тен, кĕçĕр чĕрĕлĕ
Çĕршер виле шăл шаккаса?
Шăтăртатать çĕр тĕнĕлĕ
Кĕç-вĕç каяс пек хуçăлса.
Эп малашне мĕнех кĕтем?
Шухăшласа тухать сив тар.
Этем,
Ыр кăмăллă этем!
Кун çутине сӳнме ан пар.
Шухăшсем
Питĕ чуна пырса тивекен сăвă...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...
Питĕ килĕшрĕ ...