Атте алли
Эп вăхăт валемне çĕклетĕп.
Йăтма вăй пур-ха кăкăрта.
Атте çулне кĕçех çитетĕп.
Вăл вилнĕ хĕрĕх тăххăрта.
Пурăнаймарĕ вăрăм ĕмĕр.
Куç хупаймарĕ килĕнче.
Ăна çунтарчĕ вăрçă хĕмĕ,
Пĕтерчĕ Витебск патĕнче.
Куççуль юхса анать-çке шăпăр
Атте шăпишĕн хурланса
Пĕр ачинчен пĕр татăк çăкăр
Вăл кураймарĕ тутанса.
Пӳрне хуçса пире шутлатчĕ,
Çитместчĕ аллинче пӳрне.
Çулран-çулах йыш хушăнатчĕ, —
Лекетчĕ ячĕ аннене.
Миçен пулсассăн та — саватчĕ.
Юлман-ха, тетчĕ, кĕлмĕçе.
Хыт аллипе пуçран шăлатчĕ.
Тĕк пек вăл туйăннă çемçе.
Патак та тивнĕ, кам-ха тунĕ?
(Хул-çурăм халь те астăвать.)
Судне атте пĕччен хăй тунă,
Хăех вăл пулнă адвокат.
Ачалăх пĕлĕчĕ тăп-тăрă.
Эп шырамастăп айĕпне.
Пускил ачи тусассăн вăрă
Мана та лекнĕ сых ятне.
Санран çуралнисем — хăюллă.
Кăштах илем-и мухтанса?
Хăратмалла эс йăтнă хулă
Вĕрентнĕ çамрăклах ăса.
Мĕнпе-ши татăлĕ çак парăм?
Йăнăшасси пулать-ха ман.
Хам пурнăçа, аттеçĕм, парăп
Тăрса эс «тăн кĕртес» пулсан.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...