Йĕплĕ хурлăхан тĕмĕ
Б. Л. Пастернака
Таçта пек — çакă тĕм. «Вăл — çакă»
теме те çук пек... Çĕр каçах
шур садăн пуш архипелагĕ
шав сарăлать пек, — анратсах!
Юрпа çав тĕм хушши — пĕр сассăр,
пĕр йĕрсĕр, çутăсăр тĕнче.
Турат мĕлки çуралаймасăр
тӳрех путать ун ыйхинче.
Унччен ун сĕмĕ çуралсаччĕ,
çукран пур пулнă пек, кăртах, —
юр çутипе тăванлашсаччĕ
малтан, тен, куçсене шартсах, —
черчен пĕр кĕрешӳ пуçланчĕ
кайран вĕсемшĕн çак садра, —
ик енлĕн ирĕлсе çухалчĕç
вĕсем пĕр пĕтĕм артакра...
Халь — çук мĕлке те, юр çути те! —
Çак куç курми мĕлке анчах
сас-чӳсĕр тарăн ыйăх витĕр
ырса чĕтрет пек, — хĕл каçах...
Çак тухату — сасартăк иртĕ:
вăранĕ юр çути мартра,
чуна чун кĕнĕ евĕр, витĕ
турат мĕлки те сив юра, —
мĕлке вăййи аса илтерĕ
е тĕлĕкри сăрт-ту йĕрне,
е хут çине ача ӳкернĕ
тĕс-йĕрĕн сапаланчăкне.
Халь — тĕлĕк çеç... Анрав артакĕ... —
Вăл пирĕн пурнăç çумĕнче
гипнозлă музыка пек... — Акă,
янрать пек кантăк леш енче...
Янрать — сас-чӳсĕр. Лăпкă. Тарăн.
Шиклентерет пек çĕрĕпех —
пĕр-пĕр сăнав лабораторин
синкерлĕ сывлăшĕ пекех...
Шухăшсем
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Eager to widen your website impac...
Ever thought how chuvash...
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...