Хамăн


Хама хам пĕтерес, хама

Вĕçлес тесе — вĕç-хĕрсĕр

Хам вĕçĕме хам шырама —

Пурнатăп — хам сисмесĕр.

 

Йĕри-тавра — ытти çулсен,

Ытти çынсен хăватлă

Çул-йĕрĕн йывăр вĕçĕсем

Иртеççĕ... Тем çухатнăн —

 

Манра шыраççĕ — хăйсене!

Эп мĕн калайăп? — Эпĕ

Ӳкетĕп хамăн çул çине,

Хам çул çинче йĕретĕп.

 

Мухтав турра: хăть каçару

Ыйтмастăп — пурăннишĕн!

Ман тавăру та — тавăру

Хама çеç — хам пулнишĕн.

 

Шуса ӳксе йĕр тунисем,

Выртса йĕрсе хам çаннăн

Вĕçĕсене йĕпетнисем,

Куççулĕмсем те — хамăн!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Марина (2018-02-12 22:08:37):

Ку сăвă мана питĕ кăмăла кайрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: