Митта вилсен


1

Çил вĕрсессĕн пыл сапаççĕ

Шупашкарăн çăкисем.

Çанăсем çинче ялтраççĕ

пылăн çутă пĕрчисем.

 

Хĕм сапса çуна пуçларĕç

георгинăн тĕмĕсем.

Ирĕклĕн, вĕрин ялтрарĕç

тутăхнă решеткесем.

 

Хĕрлĕ çутă илĕртӳллĕн

çĕкленсе, çиçсе куçать —

вăл питсем çинче ир кӳлĕм

йăмăх евĕр палăрать.

 

Сăвăра Митта ырланă

астрăсем епле таса!

Лĕпĕшсем çинче куран-и

çакăн пек кĕрен тусан?

 

2

Çак тĕмсен вĕри тымарĕ

тăпрара çуралнине

пирĕн сăвăç кураймарĕ —

инçетреччĕ ун чухне.

 

Кун-çулне кунтах ирттернĕ

çынсенчен те маларах

вăл художник пек тинкернĕ

вĕсене ыр сăвăра.

 

Тивĕçмерĕ — курăймарăм

унăн юлашки çулне.

Çĕпĕр хулинче сăнарăм

эп некролог кĕтесне.

 

Тусĕсем ăна пытарчĕç,

курчĕç унăн шур сăнне.

Пуйăссем çеç кăшкăратчĕç

маншăн вĕçсĕр ун чухне.

 

3

Шупашкар ума тухсассăн

ĕненмерĕм ун пирки, —

çав-çавах-çке пĕр пăхсассăн

çул юппи, урам йĕрки.

 

Пĕлтĕрхи пек, çул юсаççĕ

унăн çурчĕ тĕлĕнче.

Ирĕлет гудрон... Выляççĕ

хĕмĕсем стена çинче...

 

Ун патне кĕрес пулсассăн —

халĕ те алăкранах

фортепьяно ялтăрассăн

туйăнса тăрать мана.

 

Пурте пур... Кĕнекисем те,

кивĕ кĕрĕкĕ те пур.

Вăл хуратайман хутсем те

ун сĕтелĕнче шап-шур.

 

Вăл çеç çук. Ăна тупаймăн

çака пысăк çĕр çинче.

Сак çинчен тăрса пуç таймĕ

вăл сана çурт умĕнче.

 

4

Ун тусĕсене курмашкăн

тăхтаса, вăл пур пекех,

эп çӳрерĕм — уншăн, хамшăн...

Ун патне çитессĕнех...

 

Дебаркадер ресторанĕн

шавĕнче сасартăках

ун сăнне умрах сăнанăн

эп шарт сикрĕм каярах.

 

Туйрăм: çитрĕ вăл, пуçланчĕ

маншăн та — сывпуллашу!

Вăл Шевченко пек тасаччĕ —

санăн аслă юлташу!

 

5

Тухрăм эпĕ. Хумханаççĕ

георгинăн тĕмĕсем.

Ункă-ункă хĕм сапаççĕ

вăл юратнă астрăсем.

 

Чечекре ун Шупашкарĕ...

Кăшт тĕпреннĕ стенасем

кĕренленчĕç, ялтăрарĕç

пĕр вĕри тĕсе кĕрсе.

 

Çак кĕрен тĕсе куратăп

эпĕ унăн сăнĕнче.

Эп унпа сыв пуллашатăп —

асăмра тĕл пуличчен.

 

Шупашкар—Мускав,

1957

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: