Ялти каçсем


Икçĕр çын таврăнман виççĕр киллĕ ялтан —

пӳрнепе шутласа çитереймен нихçан.

Кӳршĕрен — хам пĕлетĕп — тăват йĕкĕте

ăсатса янă пирĕн Ярук асатте.

Çамрăксем кĕр-кĕрлеç ĕçкĕре-çикĕре,

пуплеме пикенеç вăттисем кĕтесре.

Инçетрен таврăнман йăлтăр куçлă яшсем

аса килĕç ялан — асăра çĕклесен.

Çак пуплев ерипен çĕкленсе пынă май

эп çĕклетĕп хам та ерипен асăма.

Таврăнатăп киле — аслăрах пулнă пек,

ӳсерех панă пек, шутларах панă пек...

Çирĕпрех ун чухне сăввăмсен йĕркисем,

çынсене çывăхрах туйăнаççĕ вĕсем...

Юр ӳкет, юр çăватъ, хумханать ял çинче,

эп тăратăп вăрах мăн кусуй умĕнче.

Юр çăвать, шур юр витĕр шур юр ялтăрать,

ялăмра вуншар çутă çунни курăнать.

Кил ăшши, ачасен илĕртен сассисем

çĕкленеççĕ асра шутласа тăнăçем.

Кашни çутă манне ăшăтать кăмăла,

эпĕ хам ăшăрах, ачашрах пулмалла.

Эп ларатăп каллех мăн сĕтел хушшине —

çак ăшша эп кĕртетĕп кашни йĕркене.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: