Учитель, тухтăр, писатель


1947 çултан пуçласа Ç. Шăпчăк çичĕ çул хушши Хирпуçĕнче фельдшер пунктне ертсе пычĕ, халăх сывлăхне упрас тесе, чун-чĕререн тăрăшрĕ. Районта, медицина работникĕсем çителĕксĕр пулнă пирки, унăн пĕр вăхăтрах Пăваль ялĕнче тата Машавăш вăрман участокĕнче ĕçлеме тӳр килнĕ.

1952 çулта Çĕрпел ялĕнче библиотека уçăлчĕ. Кунта эпĕ, малтан пуçласах, пĕр улшăнмасăр, 33 çул хушши, заведующи пулса ĕçлерĕм. Çĕпритун Шăпчăк чи активлă вулакансенчен пĕриччĕ. Вăл вулакансене чăваш литератури мĕнле аталанса пыни çинчен каласа паратчĕ, хăйĕн сăввисене вулатчĕ, чăваш халăх юррисене юрласа кăтартма хавасчĕ. Вăл хутшăнсан, ялти чăваш туйĕсем тĕлĕнмелле савăнăçлă иртетчĕç. Шӳтлĕ юрă-такмаксем янăрататчĕ, ăста та сатур ташшисемпе чуна киллентеретчĕ.

Тавăрăннă хыççăн, Ç. Шăпчăк литература ĕçне тепĕр хут кӳлĕнме те хăтланса пăхрĕ. Самаях çырни çинчсн каласа паратчĕ, повеçсем те пичете хатĕр пулнă имĕш... Анчах... «Халăх тăшманĕн» произведенийĕсене ун чухне редакцисемпе издательство çывăхне те яман. Çĕпритун Шăпчăк ăшри çунтармăша йывăррăн чăтса ирттернĕ. Хăйĕн таса ятне тавăрасса кĕтсе илеймерĕ. Питĕ шел, писателĕн юлашки çулĕсенче çырнă хайлавĕсем упранайман. Пурнăçри йывăрлăхсемпе хавшанă сывлăхне пула, 1954 çулхи ноябрĕн 25-че Ç. Шăпчăк чĕри тапма чарăнчĕ, писатель вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Хурланса сывпуллашрĕ ял-йыш хăйĕн юратнă çыравçипе. Ăшă туйăмпа усрать унăн ятне ял-йыш. Çĕрпел ялĕн пĕр урамне Ç. Шăпчăк ятне хунă.

«Янгорчино» колхозри Çĕрпел, Хурăнсур Çармăс, Кайри Тукай культура çурчĕсенче, Çĕрпелти вăтам шкулта Ç. П. Шăпчăкăн кунçулĕпе унăн произведенийĕсем тăрăх тăтăшах вулакансен канашлăвĕсем, литературăпа сăвă каçĕсем, чăваш çыравçисемпе, артистсем, юрăçсем, художниксем тĕлпулусем ирттереççĕ тата вырăнти радиопа кăмăла çĕклекен чуна хавхалантракан ăшă калаçусем асра юлаççĕ.

1957 çулта Ç. П. Толмасов-Шăпчăка таса ятне тавăрса панă.

Çĕпритун Шăпчăкăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн чĕрере упранĕ, халăх унăн произведенийĕсене юратса вулĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2014-11-10 23:01:15):

Еплерех маттурсем! Çак шкулта писатель вĕренни пирки ятарлă асăну хăми те пур шкул çинче. Пирĕн шкулта Александр Артемьев, Александр Угольников, Розин Ярандай, Виссарион Синичкин писательсем вĕреннĕ, кун пирки нимĕн те аса илтермест...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: