Пĕтĕм пурнăçшăн çĕкленнĕ музыка
Ӳпĕнтернĕ çунасен
ялтăран тупанĕсем
çиçнĕ пек — аса илсен —
арматура каштисем.
Эп вĕсем çине тăрса
çавăратăп патьене,
лумпалă хуллен пăрса
эп уçатăп ун люкне.
Кашласа бетон юхать,
тăкăнать вак чул кайран,
бетона лексе янрать
умлăн-хыçлăн аялтан.
Кондор-кайăк пек вĕçсе
каялла каять патьен.
Ăшă çил хуллен килсе
ачашлать мана питрен.
Çил вылять те çил кĕрлет,
кăшкăраççĕ «Шкодăсем».
Аялта, инçе, рет-рет —
бетонланă сăвайсем.
Инçетри таçти Неван
çыранне пăхса ларан
мăн сфинкссем пекех вĕсем —
бетонланă сăвайсем.
Çил кĕрлет те çил вылять...
Эй, сфинкссем, мĕнле сăмах
пытанса сирте ларать —
ак халь-халь янрассăнах?
Сăмах мар ку, ку мана
музыка пек туйăнать —
хум çапать, кана-кана
асамат çиçсе вылять.
Аялта хĕрсем ян-ян
кăшкăрни, МАЗсен сасси
çавăрать пуçа... Унтан
хумлăн-хумлăн вĕри си
ман юна хĕрӳн куçать
кĕрлесе те янраса.
Манăн пĕтĕм пурнăçа
аслă музыка туса
янăрас вĕри сассем
халь пĕрремĕш çĕкленсе
янăраççĕ — пуçласа,
сарлакан хăватланса.
Ман чи хаклă самантсем!
Манăн пĕтĕм кун-çула
музыка туса ялан
янратса тăрас сассем!
Шухăшсем
Why overspend on paid advertising? Our A...
Boost your website’s audience with our A...
Descopera o metoda utila pentru ziua t...
Lifehack que pode facilitar sua rotina...
Spar energi med en intelligent losning...
What if chuvash...
Discover how our AI can skyrocket your c...
En rebus som testar din fantasi — http...
Want more targeted traffic to your Chuva...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....