Аннене


Эсĕ хирĕç ан тух эп киле таврăнсан,

Уçса хур алăка, тухса кай пахчана.

Кулленхи ал ĕçне сак çине хăварсам —

Тахçанах ман валли çыхакан чăлхана.

 

Çĕрулми калакне таянтар кĕтессе,

Кăранташ татăкне хур эс кантăк çине,

Эп ăнланăп хамах кĕсьери конвертсем

Ма тĕл-тĕл сарăхса, хуралса пĕтнине.

 

Сăмахпа эс каллех ӳпкелеймĕн мана:

Упкевӳ манăçать эп килте пулнă чух.

Ăсатса янă чух—ятламаççĕ çынна...

Эп киле таврăнсан эсĕ хирĕç ан тух.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


влад маскай (2018-04-11 00:05:02):

...тӳрех ăнланса пулмарĕ - ха ку Пиччен хăй амăшĕ çинчен çырнă сăввине... Тăвара ун чухлех çименнипе пуль тесе шухăшларăм. "Эп киле таврăнсан эсĕ хирĕç ан тух",- тени куçа чартармаллах чартарчĕ вара. Ара, кун пек тӳрккес каланине çын хăй амăшне пурнăçра та, сăвăра та хальччен те илтменччĕ - эп...

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: