Акăшсем таврăнаççĕ


Çуркунне çуркуннех çав. Мĕнпур чĕрчун тулалла, хĕвел ăшшинелле туртăнать. Чăн та, çанталăкĕ кăçал ытлашши киленмеллех пулмарĕ-ха. Ял çийĕн кĕркуннехи пек тачка хăмăр пĕлĕт ластăкĕсем тăсăлса иртеççĕ. Çил. Сивĕ çумăр. Вăхăт-вăхăт йĕпе юр лаплаттарса ӳкме тытăнать. Çул сĕлкĕшленет.. Утма та ырă мар. Тепĕр тесен, çакнашкал сĕлкĕш çула ача-пăча тиркемест. Эх, чупса тухаççĕ те вара шăркалчăсем урама, пĕр-пĕринпе ăмăртса, çавраçил пек малтан малалла ыткăнаççĕ! Икĕ еннелле сĕлкĕш юр сирпĕнет — автобус пĕрĕхтернинчен кая та мар!..

Çуркунне çуркуннех çав. Акăнин шурă чăххисем тул çутăлнă-çутăлман ферма витинчен çерем çинелле хĕвĕшсе тухаççĕ. Акăни вите алăкне аран çеç уçса яма ĕлкĕрет.

Çук, пĕр тăтăшах тĕксĕм çанталăк пулмасть. Паян, акă, юрлă-çумăрлă сăлпăран хыççăн, тĕлĕнмелле ăшă кун килсе тухрĕ. Хĕвел, хăй унччен пытанса пурăннăшăн айăпа кĕнĕ пек, хĕлхемне пĕр хĕрхенмесĕр сапать. Тăвайккинчи çерем куç умĕнчех ешĕре пуçларĕ.

Акăнин шурă чăххисем савăнчĕç. Пĕр вĕçĕм кăтиклеççĕ те какалаççĕ. Автанĕсем, çулăм пек киккирикĕсене вылятса, ташла-ташла авăтаççĕ. Çакна кура Акăнин те чунĕ хĕпĕртет. Тулса килнĕ ăшă кăмăлне парăнса, вăл çинçе сасăпа шăппăн-шăппăн юрлать:

 

Акăшсем, акăшсем,

Çурхи çутă ирпе

Вĕçрĕç ман шухăшсем,

Хускалса сирĕнпе.

Ман вĕри салама

Тусăма калама

Илсе кайăр инçе

Шур çунатăр çинче.

 

Акăнин кăвак куçĕсем сенкер пĕлĕт тĕсĕ ӳкнипе татах та кăвакрах курăнаççĕ. Пĕр çаврăм юрласа илнĕ май, кăшт шывланнă вĕсем, çав кăвак куçсем. Хĕр ассăн сывласа илет. Малалла юрлать:

 

Тусăма ăсатни

Кĕç çулталăк çитет...

 

Çапла, çулталăк... Унăн Павăлĕ Çурçĕрти тинĕс хуралĕнче тăрать. Чимĕр-ха, тăрать тени тĕрĕсех те мар пуль?! Павăл караппа çӳрет. Инçетри Çурçĕртен, сивĕ Çурçĕртен ăшă-ăшă çырусем çырать. Акă пĕр çырăвĕ кунтах, Акани тытнă кĕнеке варринчех...

Акăни çырăва кăларать те пĕр кĕтесрен чăпăрт çеç чуптуса илет. Çак çырăвăн кашни сăмахне, сăвă пек, пăхмасăр калама пелет Акăни.

Çерем тăрăх сапаланнă шурă чăхсене питех хураллама кирлĕ мар-ха. Вĕсем таçтах каяс çук. Çăмарта тăвас тесен, хăйсемех витенелле кăтиклесе чупаççĕ. Çапах та хурчăка-хăлат тапăнасран сыхламалла. Çав хурахсем хушăран килсе явăнкалаççĕ-çке, ара.

Чăх-чĕп пăхакансем валли, хăмаран çапса, кăмпа пек çаврашка хӳтлĕх туса панă. Акăни çавăнта пырса ларать. Пушă вăхăтра унăн çыру çырас шухăш та пур. Инçетри Çурçĕре... Павăл патне...

Акăни кĕнеке варринчен хутпа кăранташ кăлăрать. «Пĕтĕм чун-чĕререн савнă тусăм Павăл...» Малалла мĕн çырмалла-ши? Акăни шухăша каять. Çырмалли-каламалли питĕ нумай пек... Аса илмелли те тем чухлех. Шкулта Павăлпа пĕрле вĕреннĕ кунсем... Çуллахи ăшă-ăшă каçсем... Павăл малтанхи хут каланă чи вĕри сăмах... «Юр-юр-юр...» Акăни йăл кулса илет. Унăн икĕ питçăмарти пăч та пăч путать. Сăнĕ кăшт хĕрелет. Куçĕпе вăл аякка-аякка тинкерет. Кунтан, çӳллĕ тăвайккинчен. Кĕтне шывĕ питĕ лайăх курăнать. Паян уйрăмах çутă вăл. «Ах, Кĕтне, Кĕтне... — ассăн сывласă илет хер — санăн ешĕл çырану тăрăх Павăлпа иккĕн нумаях çуреймерĕмĕр çав... Халь акă Павăл Çурçĕрте... Эпĕ пĕччен... Мĕншĕн пĕччен? — сасăпах кулса илет Акăни. — Ав мĕн чухлĕ ман йыш! Шурă, шурă, шурă тусăмсем!»

Халь ĕнтĕ Акăнин хăй çырăвне сăвăлла çырас килет. Вăл каллех Кĕтне еннелле тинкерет. «Ах, Кĕтне, Кĕтне, Кĕтне, çăмăл мар мана кĕтме», — пăшăлтатать хĕр тути. Анчах малалла каллех сăмах çук. Акăни кăвак куçĕпе сенкер тӳпене тинкерет. Шăпах çав самантра çӳлте шур акăш карта курăнса каять. «Павăл патне юрăри сăмахсене çырас та ярас!» — шут тытать Акăни. «Акăшсем, акăшсем...» Çав сăмахсене кăна çырса ĕлкĕрнĕччĕ Акăни, хăй çурăмĕ хыçĕнче такам тăнине сиснипе шартах сикрĕ. Хайхи çаврăнса пăхрĕ те... хыçалта Карсун Ваççи шăл йĕрсе тăрать иккен.

— Мĕн сыхласа çӳретĕн эс? — тарăхса кăшкăрчĕ хĕр.

— Çыратăн... Акăшсем, акăшсем, — тата ытларах елпĕрчĕ Ваççа сăнĕ-пичĕ. — Пирĕн тăрăхра акăш таврашĕ çук, — терĕ вăл. — Чăхсем те автансем кăна...

— Эсĕ, Карсун, куçна-пуçна çӳлелле лайăхрах чармакласа пăх-ха, — терĕ хĕр. — Чушка пек çĕрелле çеç пăхса ан çӳре.

— Курнă, — аллине сулчĕ Ваççа. — Мĕнех вара, ĕмĕрхи тăрна карти...

— Эс ху тăрна! — ахăлтатса кулса ячĕ хĕр. — Атя, ан сулланса çӳре кунта. Уттар хăвăн çулупа...

— Сана курассăм килчĕ-çке, Акăни, — терĕ Карсун Ваççи, хĕре хулĕнчен тытма тăрса.

— Ме, кур! — çак икĕ сăмахпа пĕрле çавăнтах витĕмлĕ çупкă янраса кайрĕ.

— Ну куншăн! — Карсун Ваççи вăрт çаврăнчĕ те ял еннелле таплаттарчĕ.

Çук, хĕрĕн пăсăлнă кăмăлĕ вăраха пымарĕ. Павăла чунтан юратни, чăн-чăн юрату, халь ĕнтĕ Акăни чĕринче тата хытăрах вĕриленсе çĕкленчĕ. «Пирĕн тăван Кĕтне çийĕпе акăшсем карталана-карталана иртеççĕ, — тесе çырчĕ Акăни. — Акăшсем кăнтăртан таврăнаççĕ. Вĕсем çурçĕрелле вĕçеççĕ. Эсĕ хуралта тăнă çĕрелле, Павăл! Акăш çуначĕ çинче сан патна, юратнă тусăм, ман вĕри салам та çиттĕрсем!»

Тата нумай-нумай çырчĕ Акăни. Хăйĕн çурхи ăшă кăмалне йăлтах шурă хут çине кăларма тăрăшрĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: