Çуралнăччĕ пирвайхи юрату
Пĕр вăрăм урамлă чăваш ялĕ çумĕпе Чăнлă шывĕ юхса выртать, тăп-туллиех шывĕ çырана çапса тăрать. Шыв хĕрринче çил арманĕ те, шыв арманĕ те пур. Çил арманĕ çиллĕ кунсенче авăртать, шыв арманĕ вара кулленех çу пуçлансан мĕн шыв типичченех тырă авăртать. Пĕри ял халăхĕ валли ĕçлет, тепри вара колхоз выльăхĕсем валли. Арман авăртма çӳрекенсем валли кĕрсе ларма пĕчĕк пӳрт пур.
Çак пӳрт çумĕнче çуралнăччĕ ĕнтĕ пирвайхи юрату Вальăпа Женьăн. Валя армантан инçе пурăнмасть те — шыв хĕррине япаласем чӳхеме аннăччĕ. Вăл вунултă çулхи хĕрача, кӳршĕ ялти шкула çӳрет. Çуллахи каникулта колхоз пахчинче, хирĕнче çамрăксемпе пĕрле вăй хурать. Паян вара, хирти ĕçсене вĕçлесен, пахчана шыв шăварма аниччен, япаласем çăвас терĕ. Çуса пĕтерчĕ те Чăнлă шыв хĕрне чӳхеме анчĕ. Курчĕ-ха вăл çыран леш енче вăлтапа пулă тытса ларакана. «Тен, кӳршĕ ял çынни пуль-ха», — тесе пит сăнаса пăхмарĕ. Çыннине паллама май та çук — пысăк шлепкепе хура куçлăх тăхăннăскер, Пулăçă кунта ларчĕ-ларчĕ те тăрса кайрĕ, çухалчĕ. Валя вара çара урисемпе шыва кĕрсе тăрсах кĕпе-тумтирсене чӳхерĕ. Чӳхесе пĕтерсен кĕпе-тумтирĕсене пуçтарса хучĕ те саланса шыва кĕрсе кайрĕ, пулă пек ишсе çӳрерĕ.
Хĕр шыв пики пекех туйăнчĕ, хăмăш ăшĕнче пулă тытса ларакан Женьăна. Чăмса çухалать те татах çиеле ишсе тухать, Женьăн та шыва кĕрес кăмăл çуралчĕ. Салтăнчĕ те чăмрĕ шыва, Шлепкине, куçлăхне хывнă качча палласа илчĕ Валя пĕрре çаврăнса пăхсанах: ара, ку колхоз председателĕн таçта аякра вĕренекен ывăлĕ, Женя. Валя патне ишсе çитрĕ, палласа илчĕ. «Ку клубран инçе мар пурăнакан колхоз кĕлечĕсен заведующийĕн хĕрĕ пулмалла, пăх-ха, епле ӳссе чипер хĕр пулса кайнă? Пиçсе çитнĕ çырла пек», — тесе шутласа илчĕ каччă хăй ăшĕнче. Валя шывран тухрĕ те вăтанкаласа хăмăшсем хыçне кĕрсе кайрĕ, тумланчĕ. Вăрăм та кăтраланса тăракан çӳçне салатса типĕтме тытăнчĕ. Шывра ишсе тăрансан Женя та тухрĕ. Вăлти патне каймарĕ-ха вăл, Валя патне килсе ларчĕ. Ăна-кăна ыйтса пĕлчĕ. «Каçхине урама пыратăр-и? Урама тухсан мĕнле каччăпа ташлатăр, килĕре кам ăсатса ярать?» — веç тĕпчесе пĕлчĕ. Валя, çамрăкскер, туррĕнех каласа пачĕ, ташăра та, килне кайнă чухне те пĕчченех иккенне систерчĕ.
Япаласене типме çакса пĕтерсенех, чупсах, кил валли шыва икĕ витрепе чупрĕ. Часах пахчине те шăварчĕ. Çунат хушнă тейĕн, пăян Валя утса мар, чупса-вĕçсе çӳрет.
Шурă кофта, шурă туфли тăхăнчĕ вăл кĕçĕр. «Илемлĕрех курăнас-ха, çынни вĕт — çар çынни, миçе çул вĕренет ĕнтĕ. Аван мар ял тумĕпех вăййа тухсан», — шухăшларĕ вăл.
Женя та шурă кĕпе тăхăннăччĕ. Ташă кĕвви пуçлансанах Женя Валя патне пырса аллинчен тытрĕ. «Атя, иккĕн пĕрле ташлар, ытла та санпа ташлас килет ман», — терĕ. Вăйă салансан Женя Валя çумĕнчех утса пычĕ.
Вальăсен тĕлне çитсен хĕре аллинчен тытрĕ. Вĕсем каялла çаврăнса паян паллашнă вырăна анчĕç. Нумайччен калаçрĕç. Женя, çар училишинче вĕренекен каччă, мĕн кăна каласа кăтартмарĕ-ши хĕрачана. Килчĕç, савăнчĕç, шыв çине пăхса çăлтăрсене шутларĕç. Таçтан çил хускалчĕ те часах шултра çумăр хăваласа килчĕ, çӳхе тум тăхăннă çамрăксем арман пӳрчĕн хутлĕхне кĕрсе тăчĕç, Çумăр çунă вăхăтра çӳçентерет хĕрачана, вăл вара качча, хăйне ыталаса çумне чăмăртасан, хирĕçлемерĕ. «Кун пек аван мар-ха, кăштах шăнтăм пулас», — тесе каччă çумне тĕршĕнчĕ. Хĕрӳллĕ аллисемпе Женя Вальăна чăмăртарĕ, ăшăтма тăрăшрĕ, вĕри тутинчен чуптуса илчĕ, çапла çуралчĕ пирвайхи юрату Вальăшăн.
Кашни каçах тĕл пулчĕç Вальăпа Женя, вĕсенчен телейлисем çук та пулĕ ялта. Çуллахи кану вăхăчĕ часах иртсе кайрĕ çамрăксемшĕн. Женя каялла Омск хулине кайрĕ, Валя вара шкула вуннăмĕш класа çӳрерĕ. Вунă кун урлă çыру илсе тăчĕ Валя Женьăран, хĕлле канма килсе кайрĕ Женя, уçăмлăнах çӳрерĕç юратупа çунакан кайăксем. Канма кайсан татах çырусем çырчĕ Женя. Тĕлĕкре те час-часах курчĕ шыв пикине. Çуллахи кану вăхăтенче те çаплах юратрĕç пĕр-пĕрне.
Вунă класс пĕтернĕ хыççăн Валя ялах юлчĕ, колхозра ĕçлерĕ. Женя ăна вĕренме кайма ӳкĕтлерĕ. «Эпĕ часах вĕренсе пĕтереес çук, училище хыççăн тата малалла вĕренĕп. Валя, эсĕ те вĕрен, вара вăхăт сисмесĕр иртсе кайĕ.»
Çук, кĕреймерĕ Валя вĕренме. Аслă пиччĕшĕ вĕренет, ăна вĕрентме те ашшĕн вăйĕ сахал, вăрçăра аманса хăрах урапа таврăннă вăл. Яла юлнă хĕр патне часах хăтана çӳреме тытăнчĕç, пĕрисем ку ялтанах, теприсем кӳршĕ ялтан. Вальăн ашшĕпе амăшĕ ялти каччине тиркемеççĕ, ăна качча парасшăн. Ку каччă ялта чаплă, хĕсметрен килсен инçете кайса укçа туса килчĕ. Кашни каçах килсе çӳрекен качча Валя кăмăлла пуçларĕ. Тӳрех сăмах париччен Женя патне çыру ячĕ. Женя вара икĕ каç çĕр çывăрми хуйхăрчĕ, шутларĕ мĕн çырмаллине. Çырăва шанас килменнипе, сăлтав тупса, яла вĕçтерсе çитрĕ. Çула маях, килне çитиччен, Валя патне чарăнчĕ. Çыру тĕрĕссине, Валя качча кайма ирĕк ыйтнине пĕлсен: «Качча кай, эпĕ яла урăх килместĕп», — тесе каялла Омска вĕçрĕ.
Валя качча кайрĕ, туй кĕрлерĕ ялта. Женя вара хăй валли вырăн тупаймарĕ вĕреннĕ çĕрте те, общежитире те. Йывăр пулчĕ Женьăна малтанхи вăхăтра. Пуçланчĕç кичем каçсем, тунсăхлă кунсем, никам патне те çыру çырмарĕ, юлташĕсемпе те сайра кăна калаçрĕ. Пушă пулчĕ кăкăрта, мĕн-тĕр шавах нăйкăшрĕ ăшра. Майĕпен манма шутларĕ Женя Вальăна. «Çамрăкскер, юратман вăл мана, юрату вăййипе кăна вылянă, авланакан качча курчĕ те сиксе тухрĕ. Пĕлчĕ вăл эпĕ часах авланайманнине, анчах пĕлеймерĕ эпĕ ăна юратнине. Тухрĕ-тĕк пурăнтăр халĕ шăпăртах», — тесе Женя пусарăнчĕ.
Çук, юрату вăййи пулман вăл Вальăшăн, юратăвах пулнă. Хĕр хăй малалла вĕренме шутламаншăн тата Женя мăшăрĕ вĕренмен хĕрарăм пулмассине пĕлсен качча тухма килĕшнĕ. Тунсăхларĕ, хуйхăрчĕ, макăрчĕ те Валя хăйĕн ĕмĕрĕнче Женьăна асăнса, малтан вĕренме кайманшăн ӳкĕнчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...