И.Я. Яковлев
Кăнна Кушки... Ăна туран куратăн:
Çырмаллă ял; ял вĕçĕнче çаран.
Тахçан кунта иккен тăлăх-туратăн
Кĕтӳ кĕтсе вăл ӳснĕ ачаран.
Ун чух чăвашăн пурнăçĕ, кун-çулĕ
Хăй пӳрчĕсем пек пулнă-çке хура.
Юхтарнă халăх тарпала куççулĕ,
Пуççапнă ĕмĕр Пихампар турра.
Ун ăслă юррипе юмах-халапĕ
Усраннă теççĕ хăвăл ăшĕнче;
Шуйттан çырми те Пыллăх,
Кашкăр лапĕ
Итленĕ вĕсене сĕм каçсенче.
Ĕмĕтленни-çунни те иртнĕ кăлăх,
Çырса хумашкăн сас палли те çук...
Çакна йăлтах курса ăнланнă тăлăх
Çĕрсем-хирсем виçсе çӳренĕ чух.
Вăл çитĕ тенĕ яланах мăнтарăн
Ятне илтсе тăма саманара,
Ак Чĕмпĕр çулĕпе тусан тустарнă
Ун çăпаталлă ачисем вара.
Патша саманинче вăл тем те тӳснĕ,
Нумай вăл курнă хурапа шурра.
Вăл лартнă çимĕç тертлĕн шăтса ӳснĕ,
Пур халăхпа çĕр асапне кура.
Сĕм чăтлăх витĕр çĕнтерсе тухасшăн
Вăл парăнмасăр утнă çутталла.
Ăна хавхалантарнă Ленин ашшĕ —
Ĕмĕтсемпе, ăспа, кăмăлпала.
...Ту айĕнче ларать мухтавлă Кушкă.
Кăнна юхса выртать ял çумĕпе.
Чечен касра, куратăп, ушкăн-ушкăн
Ача-пăча шкула чупать ирпе.
Вăл уçнă шкул. Пĕр Кушкăра çеç мар вăл.
Атăлпала Сĕве тăрăхĕнче
Кашни ялтах вăл ырă ят хăварнă,
Кашни çынах пĕлет халь ун çинчен.
Çĕр-шыв çине çурхи хĕвел пăхсассăн
Эпир кунта-çке çĕнĕ тивлетпе,
Çут кун-çула çул тытрăмăр хавассăн,
Кăнна та Атăла çул тытнă пек.
Çуралнă ялăма килсе кĕрсессĕн
Пире ăс панă шкулăн умĕнчен
Эп Яковлев ятне аса илмесĕр,
Сума сумасăр, нихăçан иртмен.
Вăй илтĕмĕр çĕнĕ тĕнче тумалăх,
Çитетпĕр çӳллĕ ĕмĕтсем патне.
Çапах нихçан, нихçан та манмĕ халăх
Хăйне букварь тыттарнă çын ятне.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...