Йăмра шавĕ


«Арçыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче ывăл çуратса ӳстермелле, çурт тумалла тата йывăç лартмалла», — тенĕ ĕлек ваттисем. Ман асатте вара, кун пирки, арçыннăн кăна мар, пурин те, тет. Çак сăмахсене ман асаттепе асанне кăна мар, аттепе анне те итлесе пурнăçласа пыраççĕ.

Эпĕ пирĕн çемьере çутçанталака юратса, йывăç курăка упраса тавралăх илемĕпе киленсе пурăннине мĕн пĕчĕкрен, анне пĕвĕнче ӳсне чухнех курнă. Ман аттепе анне пĕр-пĕринпе вунă çул хушши юратса килĕштерсе пурăннă хыççăн тин вĕсене турă мана парнеленĕ. Палах, чылай çул кĕтнĕ ачана пурте тĕрĕс тĕкел ӳссе кун çути куртăр тесе тăрăшнă. Çавна пула аннепе мана пурте упранă, пĕртте ĕçлеттермен. Çапах та, эпĕ анне пĕвĕнче çич уйăха çитсен, анне, килти пĕчĕк ĕçсене туманскер, алла кĕреçе тытса эрне хушши ĕçлет. Мĕн тăвать-ха вăл?

Пĕр ирхине анне хăйне япăх туйнине аттене пĕлтерет. Тухтăрсем патне çитсе килнĕ хыççăн та самайланман аннене ман асанне ял хĕрринчи ватă йăмра çумĕнчи пĕчĕк пӳртре пурăнакан юмăç карчăкки патне илсе каять. Леш тем тĕрлĕ курăк шывĕсем туса ĕçтерет, асамлă кăмпа тĕтĕмĕпе тĕтерет, юлашкинчен вара: «Сан, Лисук, уйăх тулнă кунсенче, эрне хушши, кашни кун пĕрер йывăç лармалла, вĕсем аван ӳсчĕр тесе тарăшмалла, вара ывăлу та вăхатра, чĕрĕ сывă çуралĕ», — тет.

Виç кунран уйăх та тулнă. Анне хăй пĕччен эрне хушши виçĕ пилеш, икĕ хурăн тата улмуççи лартать. Çак йывăçсем паянхи кун та асаттепе асанне пахчинче кашлаççĕ. Улмуççи тахçанах улма тăвать ĕнтĕ. Улмисене çинĕ чух пурте ку Уртем улмисем теççĕ.

Çутçанталăка юратасси, йывăç курăка упрасси ман чунра. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен асаттепе вăрмана çӳренĕ. Вăл каласа панă халапсем халĕ те ман асрах. Асатте каласа панă тăрăх, эпĕ ултă çулта чухнех пĕрремĕш йывăçсем лартнă. Çапла, йывăçсем, йывăç кăна мар. Асаттепе асанне пахчи шывлă улăхра вырнаçнă. Йĕпе пирки ялан карта юписем çĕреççĕ те карта чалăшать. Çапла ман асатте карта юписем вырăнне йăмран сарлакарах тураттисене лартма шутлать. Çак йамра юписене лартма эпĕ те пулăшнă. Асатте шăтăк чавнă, эпĕ вара юпасене тытса тăнă. Иккĕн çур кунта вун виçĕ йăмра лартрăмăр та. Вырăнĕ шурлăхлăрах пулнă пирки пирĕн юпасем тымар ярса шăтса тухна. Йываçсем сарăлса ӳснĕ.

Паянхи кун та çак йăмрасем ялти пахчара ӳсеççĕ. Вĕсем хăйсем çĕн хунавсем кăларса йышланнă ĕнтĕ. Йăмрасем мана çынсене аса илтереççĕ. Çын çĕр çине килет, ун хыççăн ачисем, кайран мăнукĕсем. Ăруран ăру тăсăлать.

Халĕ ман асатте çук ĕнтĕ. Анчах та ун сасси, вăл вĕрентсе каланă сăмахсем çак йăмрасен шавĕпе ман асра ĕмĕрлĕхех юлĕç.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Аксар Чунтупай (2013-11-09 22:52:28):

"тĕрĕс тĕкел" дефиспа çыраççĕ. Тата : "Ача çуралсан кăна йывăç лартма юрать - унччен лартма юрамасть чăваш тĕнче тавракурăмĕпе (философийĕпе)килĕшӳллĕн. Халап пулсан та чăвашлăх кирлех чăваш хайлавĕнче...

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: