Улăп паттăр


Çырас терĕм эп юмах, шухăшпа та кăмăлпа. Килĕшет-и, килĕшмест-и — вуласа тухсамăр ĕнтĕ…

Тахçан ĕлĕк-авал вăрман-çаранлă Чăваш çĕрĕнче (ун чухне пирĕн йăхсем пысăк керменсем çĕклеме те, кăткăс машинăсем тума та пĕлмен-ха) пысăк вăрăм ту хысакĕ капашланса ларнă. Ăна çынсем Çĕлен тăвĕ тесе каланă. Унăн тарăн хушăкĕнче Аçтаха пурăннă. Аçтаха час-часах ялта пурăнакан çынсем çине тапăннă. Тĕтĕм тата çулăм кăларса, кăвар хĕлхемлĕ çаврăм туса çынсене хăратнă. Укçа ыйтнă, мул çаратнă тата чăвашсене хăй патне тарçа илсе кайнă. Çулталăкра пĕр хутчен ялта пурăнакан çынсен Аçтахана вунă хитре хĕрарăм парнелĕх памалла пулнă. Аçтаха патне каякан хĕрарăмсене шăпа ярса палăртнă. Пĕррехинче Аçтаха валли пĕр хура сăн-питлĕ хĕрарăма суйланă. Элемпи ятлă пулнă вăл. Анчах та унăн юратнă çынни пулнă. Çавскер Атăл тăрăхĕнчи чи паллă паттăр çын пулнă теççĕ.

Чăнах та, мĕнле юмах çырăнтăр Элемписĕр тата унăн савнă паттăрĕн сăнарĕсĕр?

Пирĕн паттăра Улăп тесе чĕннĕ. Ăна пурте пĕлнĕ, мĕншĕн тесен çак юхан шыв тăрăхĕнчех пурăннă вăл. Хайхискер Атăл тепĕр енне пĕр утăм тусах каçма пултарнă. Нимпе виçейми (Шупашкар тракторĕ те çитеймест пуль ăна) паттăр вăй-халлă пулнă вăл. Ăннă çын вăйĕ мар тейĕн унра. Вăл хăйĕн вăйлă аллисемпе чăмăртаса чулран çăнăх тума пултарнă. Анчах та çынсем Улăпа вăл вăхăтра лайăх пĕлмен, унăн вăйĕ пирки фантастикăлла юмах çеç çӳреме пултарнă.

«Памастăп, памастăп эпĕ хамăн хĕре тăшмана!» — шутларĕ паттăр. Паллах унăн хăйĕн савнă хĕрне парас килмест Аçтаха аллине. Вара паттăр Улăп уншăн кĕрешме, çапăçма шутларĕ. Вăл ту çине хăпарчĕ те Аçтахана çапăçма йыхăрчĕ. Аçтаха кулса ячĕ — хăйне хăй шанса çирĕппĕн утса тухрĕ ту хушăкĕнчен. Вара çапла каларĕ: «Куратăн-и эсĕ, ăссăрскер, кам çине хĕçпе пыран? Эсĕ ура çинче те нумай тăраймăн. Пĕрре сан çине вĕри сывлăшпа вĕрсен кĕл çеç юлать санран». «Çук, — пуçне çĕклерĕ паттăр, вара хăюллăн каларĕ, — эпĕ ура çинче çапăçу вĕçне çитичченех тăрăп, çӳлти вăйсем мана пулăшĕç». Вара хĕçне пĕррех сулса ячĕ.

Çапăçу çичĕ талăка пычĕ. Улăп паттăрăн парăнас килмен, вăл юлашки юн тумламĕччен çапăçнă. Юлашкинчен Аçтаха хăйĕн вĕри сывлăшне Улăпăн çапăçу хатĕрĕ çине вĕре-вĕре кăларать, хăйĕн хӳрипе хĕçне ун аллинчен çапса ӳкерет. Паттăр вара ура çинче аран-аран тăрса юлать. Паллă та мар пулĕччĕ кам кама çĕнтерни çак çапăçура тӳперен Хăлат вĕçсе килмен пулсан. Вăл çӳлти тĕнчерен вĕçсе килнĕ иккен. Хăлат Аçтаха пуç тăрринчех явăннă. Пĕр самант Аçтаха çӳлелле пăхса илчĕ, çав вăхăтра паттăр хĕçне çĕртен алла илме пултарчĕ. Вара Улăп Аçтахана çĕнтерчĕ: унăн пуçне касса татрĕ. Паттăр пĕтĕм пусмăр тыткăнĕнчи мĕн пур хĕрарăма ирĕклĕ çут тĕнчене кăларчĕ, хăйĕн савнă хĕрне илчĕ те Аçтаха пуçтарнă укçа-тенке, мул-пуянлăха чухăн çынсене валеçсе пачĕ. Хăй Аçтаха кĕлеткине Атăла печĕ.

Пирĕнпе тăванлашнă Улăп паттăр хăйĕн мăшăрĕпе нумайччен пĕр-пĕрне юратса пурăннă. Хăюллă Улăп хăй эшкерне хăй пек вăйлă та паттăр çынсене пуçтарнă, вĕсем Чăваш çĕр-шывне Атăлтан пуçласа Сăр шывĕ таранах усал тăшмансенчен сыхланă. Каярах çав эшкер йăхĕнчен хăюллă чăваш халăхĕ вăй-хал илсе тымарланнă. Улăпăн паттăр сăнарĕ йăхташĕсене вăрăм та ирĕклĕ кун-çул хывма пулăшнă. Унăн мухтавĕ çинчен пĕтĕм тĕнче пĕлсе çитнĕ. Ăна халалласа пиншер сăвă-юрă, халап, калав çырăннă. Аçтаха йышши пур тăшман та пирĕн çĕр çине килме хăранă.

Улăп ватăлса вилсен кĕмĕл кантăкран (хрустальтен) тунă тупăкне Аслă Атăл юхан шывне янă. Çавăнпа Атăла та Улăп юхан шывĕ теççĕ. Ваттисем тата çапла калаççĕ: «Çак Улăп паян та пирĕн Чăваш тĕнчине сыхлать!»

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: