Кукăр тупан
Тахçан ĕлĕкех çапла ят панă ял вĕçĕнчи пĕчĕк айлăма. Вăл паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Çуркуннехи-кĕркуннехи йĕпе-сапара унта урам тăрăх шыв юхать, çавăнпа урана йĕпетесрен нумайăшĕ çăпата тĕпне кукăр тупан çыхса çӳренĕ. Мăнкун умĕн вара çын татăлман айлăмран. Хĕрарăмсем аслă уява хатĕрленсе кил-çуртра пĕр хура япала хăварми — йăлт çуса тасатнă, урисене кукăр тупан «тăхăнса» кунĕпе кĕпе-йĕм чӳхенĕ.
Çуркунне пуçламăшĕнче айлăмра тăп-тăрă шыв шăнкăртатса тӳлеккĕн юхать. Уй-хирти юр тапрансан вара шавласа-кĕрлесе, айăн-çийĕн çаврăнса-пăтранса Мăн çырмана çĕмĕрттерет. Урлă хунă каççа ним те мар хускатса çĕклет, юхтарса каять. Ешĕл çерем çинчен таврăнакан сурăхсем çывăха пыма та хăраççĕ, пĕчĕк путеккисем инкеке лекесрен — шывпа юхса каясран — шикленеççĕ. Хăюллисем пур-ха: ниме пăхмасăр сике-сике каçаççĕ. Анчах черченкĕ путексене пулăшу кирлĕ-çке. Хăшĕ-пĕри шуйханса амăшĕнчен çухалса юлнă. Пĕчĕкскерсем макăра-макăра тĕлли-паллисĕр чупкалаççĕ. Юрать-ха ачасем маттур та пултаруллă, йĕпенсе пылчăкланнăскерсене, пашкаса сывлаканскерсене пурне те тыта-тыта шыв урлă каçараççĕ. Шӳтлемест шарлак шыв! Хур чĕпписене юхтарса кайни те сахал мар пулнă.
— Кукăр тупан тапраннă, асăрхануллă пулăр! — яланах хытарса каланă аслисем вĕтĕр-шакăра.
— Кукăр тупанра путек лачакана ларнă!
— Шашкă Сахрунĕн аттине Кукăр тупан çăтса янă тет, хе-хе, киле çарранах таврăннă хайхискер...
Çавăн пек тĕрлĕ хыпар час-часах янăранă ялта.
Мĕн-ха вăл «кукăр тупан»? Хальхи ачасем ăна, паллах, пĕлеймеççĕ ĕнтĕ. Ĕлĕк вара вăл ялта питĕ кирлĕ япала шутланнă. Çемçе йывăçа, калăпăр, çăкана е йăмрана кирлĕ виçепе, çăпата тăршшĕ, татнă, сарлака та лутра П сас палли евĕр касса майлаштарнă, çăпата çумне çыхса çирĕплетмешкĕн пушăт е кантра кĕмелĕх шăтăксем тунă — кукăр тупан хатĕр те. Капла йĕпе-сапара çӳреме шанчăклăрах, унсăрăн çăпатана шыв сăрхăнса кĕрет-çке...
Чăннипех чуна çывăх вырăн пулнă хайхи Кукăр тупан ял халăхĕшĕн, уйрăмах çамрăксемшĕн. Унпа çыхăннă хăш-пĕр çынсемпе пулăмсене асăнас килет. Сăмахран, çав вырăнта Алтатти ятлă пĕччен карчăк пурăннă. Шуранка сăн-питлĕ те хытканскер çулне кура мар патвар туйнă вăл хăйне. Кăвакарнă хулăн çӳçне çурăм тăрăх сапаласа ярса вăрăм кĕпепе çӳренĕ, калпаклă аçамне çулла та хывман; Хĕрарăм нимĕнле ĕçрен те хăраман. Выльăх-чĕрлĕх усранă. Качакасемсĕр пуçне кил хуçи уйрăмах хĕрлĕ ĕнине юратнă. Лешĕ те ăна куçран пăхсах ăнланнă тейĕн. Турта хушшине тăма хăнăхнăскерпе кинемей пахча сухаланă-сӳреленĕ, вăрмантан вутă турттарнă. Çатан карта валли вăрăм йывăçсем хатĕрленĕ вăл. Ăна та хăех авса тытнă. Пыл хурчĕ те ĕрчетсе пылак пыл юхтарнă... Выльăх пуснă чухне вара кӳршĕре пĕр-пĕр арçынран пулăшу ыйтма тивнĕ.
Камăн чунне илĕртмест-ши ытарайми тавралăх! Алтатти аппа та çутçанталăк илемне юратнă. Тĕрлĕ сиплĕ курăк пуçтарса типĕтнĕ, кам та пулин пулăшу ыйтсан — тархасшăн, ил, усă кур... Чăнах та, пулăшăвĕ кӳршĕсен пĕчĕк хĕр ачине питĕ кирлĕ пулнă. Унăн мăйне харăсах икĕ çăпан тухнă. Сулахай хăлха айĕпе сарăлса карланкă таран шыçнă. Фельдшер хĕр пĕрчине çав тери хĕрхеннĕ пулин те ниепле те пулăшайман.
Хĕр ача амăшĕ макăра-макăра çырмана шыв ăсма кайнă. Унта Алтатти аппана тĕл пулнă. Лешĕ Ирина сывлăхĕ пирки ыйтнă.
— Ай, вилет пулĕ хĕрĕм, вилет пулĕ!.. — нăшăклатнă куççуль витĕр хуйхăллă Çинави. — Ай, Алтатти!
— Хĕвел анман-ха, киле çитсенех мунча хут, тутланса çитсен Иринăна илсе кай. Эпĕ часах пыратăп, пултарнă таран сиплеме тăрăшăп, — лăплантарнă ăна ăрăмçă.
«Çитмĕл çичĕ курăк хуçи» ят илнĕскер, мунчара хĕр ачана сиплеме пуçăннă: курăк шывĕ ĕçтернĕ, шыççа ăшă милĕкпе шăлнă, пыл сĕрнĕ. Мунча хыççăн пĕчĕк хĕр канлĕ çывăрнă. Ирхине хăйне çăмăлрах туйнă, çимелли ыйтнă.
— Анне, ӳссен эпĕ тухтăр пуласшăн, — чăр пăхса каланă Ирина.
Амăшне ку кĕтмен хыпар тĕлĕнтернĕ. (Вĕренсе тухсан тĕлĕнтермĕш хĕрача, чăн та, врач пулчĕ.)
Тĕпренчĕк сывлăхĕ пирки пĕлес тесе Çинависем патне кӳршĕсем те кĕре-кĕре тухнă. Ирина начар текен хăрушă хыпара илтесрен шикленсе шăппăнраххăн ыйтнă:
— Ну, мĕнле?
— Ларать ав. Апат çиет, — хуравланă Çинави.
Пынисем хавасланса лăштах сывланă, ырă хыпаршăн савăннă. Çапла, нумай çынна сипленĕ Алтатти. Ялта ăна Кукăр тупан Алтаттийĕ теме тытăннă. Куратăр-и, каллех çав вырăн илемлĕ. Вăл çынсене хавхалантарнă, вăй панă тейĕн.
Кукăр тупан ĕлĕкех ачасен юратнă вырăнĕ пулнă. Миçе ăру выляса ӳсмен-ши унта! Çав асамлă айлăм арçын ачасене пушшех илĕртнĕ. Çулла тĕттĕмленсен те час саланман вĕсем килĕсене. Салтакла вылянă, стройпа утса тĕрлĕ юрă шăрантарнă. Сăмахран,
«Ать-два-три!
Купăста яшки вĕри!
Анне, уйран ярса пар,
Çăкри типĕ — тураса пар!», — текеннине, хăйсем юратаканнине, кашни юрă хыççăн янăратнă.
Кашни çул хĕлле Кукăр тупанта темĕн çӳллĕш юр хĕвет те, айлăмра вакун пек капмар сăрт çĕкленет. Ача-пăчана каллех савăнăç: йĕлтĕрпе, çунашкапа вирхĕнеççĕ, сăрт хытса-якалса çитсен вара хырăмпа е çурăмпа ярăнса савăнаççĕ. Тумтирĕ шакăрт шăнса хытичченех. Мĕн тĕрлĕ вăйă вылямаççĕ-ши тата! «Атьăр, «патшалла», — теççĕ те аслăраххисем, тĕреклĕреххисем сăрт çине хăпараççĕ. «Хам патша та, хам хуçа!» — тесе касăрăлса утаççĕ. Никама та çывăха ямаççĕ. Тапăнакансене сире-сире, тĕке-тĕке яраççе. «Хам патша та, хам хуçа!» Анчах хăватлă «патшасем» темĕнле курнаçлансан та ушкăнпа сĕтĕрсе антараççĕ вĕсене. Сăрт çинче чи нумай тытăнса тăраканни вара чаплă «патша» шутланать.
Çурхи хĕвел йăл кулса ăшшăн пăхать. Йăлтăркка шыв тăрăх ачасем «кимĕсемпе» «карапсем» ярса киленеççĕ. Йывăçран е хутран ăсталаççĕ вĕсене, пултаруллисем парăс та лартаççĕ. Эх, чĕвĕлтетеççĕ пĕр-пĕрин хыççăн ишекен «Варяг», «Аврора» ячĕсене асăнса!
Унта, хĕвел питтинче, юр чи малтан ирĕлет, симĕс курăк шăтса вăй илет. Хĕлĕпе мечĕкшĕн тунсăхланă хĕрачасемпе арçыначасем вăйă пуçлаççĕ — чупа-чупа, сике-сике çереме такăрлатса хытараççĕ.
Пĕррехинче «Çапас та тарас» вăййа пикенчĕç. Ачасен çывăхĕнчен хăнаран таврăнакан шавлă ушкăн иртсе пырать. Физика учителĕ те пур. «Тавсси!» те «тавсси!» теççĕ тĕл пулакансене, унтан юрă янăратма пуçлаççĕ. Хайхискерсем учитель пурăнакан çурт тĕлне çитрĕç. Пулать вĕт кĕтмен япала: çав самантра Наум патакпа вирлĕн сулса çапрĕ те, чикĕ вĕçне шăхăрса çитнĕ мечĕк Исак Ильича... пуçĕнчен ша-ап! тутарчĕ. Унтан çӳлелле сирпĕнсе кайăк пек вĕçрĕ. Ай, пĕтрĕ пуç! Куçне-пуçне чарса пăрахнă ачасем шанк хытса тăчĕç. Çавăнтах, ура айне вут хунăн, тĕрлĕ еннелле тапса сикрĕç. Юрать-ха пӳрт валли хатĕрленĕ пура юнашарах. Ачасем ун ăшне чăмрĕç, малалла мĕн пулассине пура айĕнчен сăнарĕç.
Наум пуринчен ытла хумханчĕ. Хĕрĕнкĕ хĕрарăмсем чышкисемпе юнаса: «Камсем пулнине пурне те пĕлетпĕр. Лекет-ха сире!» — тесе кăшкăрсан ыттисем те пăшăлтатма тапратрĕç.
— Никама та мар, учителе лекрĕ вĕт...
— Хытах тиврĕ пулмалла — пуçне шăла-шăла илет... Ыран шкулта хăлха пăраççĕ ĕнтĕ. Эх-эх-эх!..
— Хăлхине пăрсан çеç юрĕччĕ-ха, енчен те ăна касса пĕр вырăна сапламасан...
Çав самантра пылчăкланса пĕтнĕ Ирина пашкаса чупса çитрĕ. Пĕр ури пушмаксăрах.
— Эпир сана киле тарнă тесе, — тĕлĕнчĕç пурте ун çине пăхса.
— Пушмаку ăçта? — ыйтрĕç хĕр ачасем.
— Пылчăк çине ларса юлчĕ. Каялла кайма хăрарăм.
Шӳтлесе илчĕç:
— Пирĕн пĕчĕк Урине вараланă урине!..
— Сирĕн ялан куласси, — кăмăлсăрланчĕ Вăрăм Люççа. — Илсе килсе парасчĕ пушмакне.
— «Тавссисем» Уках аппасем патне кĕрсе кайрĕç. Атьăр, шăвăнар кунтан, — тесе Илюш ура çине тачĕ. Ачасем пĕрин хыççăн тепри пура айĕнчен тухрĕç. Наум Иринăн пушмакне чупса кайса илчĕ, тасатса хĕр ачана тыттарчĕ.
Каçхине Наум темиçе хутчен те вăранчĕ, лăпкă çывăраймарĕ. Исак Ильичран часрах каçару ыйтас килчĕ, çавăнпа шкула иртерех çитрĕ. Шел, вăл кун учитель курăнмарĕ. Таçта кайнă терĕç.
Тепĕр кун çуркуннехи каникул пуçланчĕ. Иртни пирки никам та асаилмерĕ... Наумпа юлташĕсем шкул хыçсăн малалла вĕренсе тĕрлĕ професси илчĕç, çĕршыв тăрăх саланса юратнă ĕçре тĕпленчĕç.
Пĕррехинче тăван шкулта тĕлпулу каçĕ иртрĕ. Саванăçла уявра самах калакан нумай пулчĕ. Исак Ильич Разина ура çине тăрса, алă çупса саламларĕç. Трибуна умĕнче нумай тытăнса тăмарĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕ, сăмахне çапла вĕçлерĕ:
— Эпир, çăпатапа кукăр тупан сырса ӳснисем, çутă пуласлăх çитессе çирĕп шаннă, уншăн ырми-канми кĕрешнĕ, ĕçленĕ. Çитĕнекен ăру таса тӳпе айĕнче телейлĕ пурăнтăр тесе эпир нумайăшĕ хăрушă вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухрăмăр. Сирĕн хушăра педагогсем, медицина, ял хуçалăх, культура ĕçченĕсем пур. Раççей Федерацийĕн сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Ирина Якимовăна, физикăпа математика наукисен кандидатне Наум Толстова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне Светлана Солнцевăна тата ыттисене курма питĕ кăмăллă. Эпир сирĕнпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Тайма пуç сире. Çакна каласшăн: сирĕн ачăр-мăнукăрсен нихăçан та кукăр тупан сырмалла ан пултăр. Пирĕн Кукăр тупан вара... — ветеран куçне хаваслăн çиçтерчĕ. — Вăл вара яланах пултăр! Шухăшлатăп та — пире пурне те вăл, Кукар тупан, çывăхлатнă, çын тунă. Урăхла каласан, пирĕн чĕресенче юрату çуратнă, тăван яла, халăха, çак ытарайми вырăнсене ĕмĕрлĕхе ăша хывма вĕрентнĕ. Çапла мар-и?
— Çапла! — пухăннисем малтан калаçса татăлнă пекех харăссăн хуравланă çак сăмах темĕнле уççăн-çĕкленӳллĕн янăраса кайрĕ.
— Эпĕ те çапла шутлатăп, — ватă учитель хăйне хупăрласа илнĕ çынсем çине куççуль витĕр савăнăçлăн пăхрĕ.
Кайран «Кукăр тупанрисем» пĕр класа пуçтарăнчĕç. Ушкăн варринчи икĕ çутă пуç тӳрех куç тĕлне пулать.
— Конструктор юлташ, — чеен куç хĕсет ватти çамрăкки çине пăхса, — санăн та çӳç самай сайралнă. Улми йывăççинчен аякка ӳкмест тенешкел, эсĕ тахçан-тахçан пуç çийĕн ракета пек вĕçтернĕ мечĕкте манăн пахчана ӳкнĕ. Эпĕ ăна халĕ те упратăп. Акă вăл, — Наума пĕчĕк мечĕк тыттарчĕ.
— Исак Ильич, эпĕ Сирĕн умăрта питĕ айăплă! Халĕ те пулин каçарсамăрччĕ, — терĕ Наум Толстов.
— Эпĕ сире яланах каçарнă, каçаратăп та. Фронтра тăшман пульлинчен пуçăма хурçă каска хӳтĕлерĕ. Мечĕк пуля мар, телейлĕ ачалăх, мирлĕ пурнăç палли. Çĕкленччĕр тӳпене тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем, мечĕксем!..
...Ах, Кукăр тупан, Кукăр тупан! Пысăк вăй-хăватпа туртатăн хăвăн патна, чун-чĕрене çĕклетĕн, вăй-хал хушатăн — мĕнле юратмăн сана! Пурин те пулччăр вĕсем, асамлă вырăнсем, çынсене яланах ырăшăн тăма, усала хирĕç кĕрешме хавхалантарччăр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...