Телей йăмри
Пурăннă тет пĕр ялта,
Икĕ пĕчĕк хĕр ача.
Иккĕш те пĕр урамра
Иккĕшĕ те улттăра.
Пĕрин ячĕ Урине
Теприн вара Кулине.
Ирпе-ирех выляма
Тухса кайрĕ Кулине
Урине тусне чĕнсе
Чупса кайрĕç улăха.
Улăх çаранне çитсен
Тытăнчĕç пăхкалама.
Кулине курать — йăмра
Питĕ ватă хăй тата,
Çил пек чупрĕç унталла
Икĕ туслă хĕр ача.
Акă çитрĕç вырăна
Хашка-хашка сывласа.
Малалла тăсмастăп-ха
Эпĕ хамăн халапа,
Кăшт каям-ха каялла…
Уйрăмлăх нумай питех
Çакă икĕ хĕр ачан.
Кулине пуян пурăнать
Унăн пурнăçĕ аван.
Анчах укçи çук пачах,
Питĕ чухăн ун юлташ.
Анчах Урине нихçан
Каппайланма юратман.
Кулинешĕн ку — çавах
Мухтанмашкăн вăл пуçах.
Унăн тусĕ апла мар
Пурăнать вăл пит начар.
Виç çулта пĕрре кăна
Илкелеççĕ япала
Урине хĕрĕ валли
Ашшĕ-амăш тăхăнма.
Ĕçлеме вăл юратать
Йăмăкне те пăхкалать.
Кулине килте пачах
Пĕр ĕç те тытман алла.
Çавăнпа та кахалрах
Уринейĕн çак юлташ…
Халь тăсам-ха малалла
Эпĕ хамăн юмаха.
Виçĕ çаврăм çаврăнсан
Йăмра тавра ут утсан
Курчĕç икĕ хĕр ача
Тĕлĕнтермĕш япала
Йăмра умĕнчи çынна
Унпа пĕрле лашана.
Лаши шурă çунатпа
Тăнине, ик хĕр курсан
Хытса тăчĕç пĕр самант.
«Ырă кун, — илтĕнчĕ сас
Çак йăмра тавра утса
Çаврантăр пулсан апла
Иксĕр те хĕр-пĕрчисем
Пĕршер ĕмĕт каласам».
Кулине сăмах хушма
Тухса тăчĕ чи мала.
Мĕн пур капăр япала,
Укçа-тенкĕ, ик лаша
Пама хушрĕ хĕр ача
Çакă юнашар çынна.
Анчах пирĕн шур сухал
Пачĕ çак хĕр пĕрчине
Ылтăн уçă йăл кулса,
Ăшă сăмах каласа.
Телей çăрине тупма
Хушрĕ вăл Кулинене:
— Çав çăрана эс уçсан
Мĕн ыйтни йăлт пулĕ сан!
Тупма ăна йывăр мар,
Çăри санран инçех мар.
Ыр ĕçсем тусан кăна
Тупăн эсĕ çăрана.
Килĕшрĕ ак хĕр ача
Çын каланă сăмахпа…
...Каçару ыйтсан кăна
Хушрĕ Урине сăмах.
Телей ыйтрĕ вăл çынтан
Анчах хăйне валли мар,
Пур тĕнчери çын валли.
Туртăнчĕ ыр çын алли
Хăй кĕсйи патне вара.
Ак кăларчĕ вăл унтан
Çамрăк, вăйсăр хунава.
«Çитĕнтерме пултарсан
Телей пулĕ пур çынна,
Вилчĕ пулсан çак хунав
Хуйхă пулĕ халăха».
Ватă çын çак сăмахпа
Хăвăрт кайрĕ пăрăнса,
Икĕ тус та вырăнтан
Утрĕç пĕрле çавтăнса.
Кулине яла çитсен
Эх, пуçларĕ мухтанма:
— Эп пуян та пит маттур,
Манăн ылтăн уçă пур!
Ылтăн уçă пулнăран
Пулăп эп тата пуян!
Çак сăмаха илтсенех
Уçă ӳкрĕ çĕрелле.
Сив çĕлен пулса тăрса
Шуса тарчĕ чашкăрса.
Ырă ĕçсем туманран
Уçă тарчĕ ачаран.
Çынсем тăчĕç тĕлĕнсе,
Лĕх-лĕх кулчĕç айванран.
Ку вăхăтра Урине
Имшер вăйсăр хунава
Лартрĕ тарăн вар хĕрне,
Меллĕ, терĕ, шăварма.
Хӳтĕлерĕ сив çилтен,
Нӳрĕк пачĕ кунсерен,
Сурăх-путек кăшласран
Тытрĕ тавралла çатан.
Парка çитĕнчĕ хунав,
Илемленчĕ пур тавра.
Пулса тăчĕ çак хунав
Ешĕл çулçăллă йăмра.
Лайăх пăхрĕ хĕрача
Хăйне панă парнене,
Çырма хĕрне çулсерен
Татах лартрĕ хунавне.
Йăмра пычĕ хунаса,
Вăйланса, мăнаçланса.
Кĕçех тарăн çырмана
йăлтах лартрĕ картласа.
Çурхи шывсем юхнă чух
Тек шавлаймасть çак çырма,
Пултараймасть çурхи шыв
Ыр тăпрана юхтарма.
Пулăхли юлать уйрах,
Тыр-пул ӳсет аванрах.
Ял халăхĕ çулсерен
Тухăç илет ытларах.
Тухăç илсен аванрах
Кил-çурт тулăх яланах.
Çăкăр шăрши пӳрт тулли!
Çиçет çынсен йăл кулли!
Ӳссе çитрĕ Урине,
Тава тивĕçрĕ ĕçпе.
Вăл та тулăх пурăнать
Ашшĕпеле-амăшпе.
Ас илет вăл пĕрмаях
ача чухне пулнине,
Тав тăвать Шур сухала
Тата ешел йăмрине.
Кашни чăваш ялĕнче
Халь ӳсет лаштра йăмра.
Шурсухалсем сак синче
Сăмах ваклаç сулхăнра.
Хисепре çав ĕлĕкрен
Йывăçа ӳстерекен.
Тавралăха упрасан
Ялан телей пулĕ сан!
Любовь Шашкина (2013-11-01 20:31:18):
Маттур, Марина! Пултарулăхна аталантарсах пымалла сан. Юмахри шухăшсем аван.
89656807504 (2013-11-02 12:02:50):
Юмаха пуян чĕлхепе çырнă. Вулама кăмăллă, ансат. Ăнăçусем сунатăп сана, Марина!
М.Никитина (2013-11-06 18:34:29):
Юмахри шухăшсем паянхи куншăн вырăнлă. Ăмăртура ăнăçу сунатăп.