Ылтăн кĕркунне
Паян ирпе çула тухсан,
Эп тĕлĕнсе кăна-çке пытăм:
Çунса выртать таçтан-таçтан
Кĕр кунĕ сапнă чĕре ылтăн.
Çуралнă ялăм — ылтăн сад,
Хирте пĕр тикĕс ылтăн хăмăл.
Ун тăрăх ылтăн ывăтса,
Хĕвел чупать çăмха пек çăмăл.
Ыраш калчи, ав, ешерет
Çӳçеллĕ пурçăн тутăр майлă.
Çаранлăхра кĕтӳ çӳрет, —
Кĕрхи сĕтсем çăра хăймаллă.
Кăнтăралла хуркайăксем
Карти-картипеле куçаççĕ;
Кĕрхи хĕвел çинче вĕсем
Ылтăн çунатлă курăнаççĕ.
Ылтăнланан вăрман тăрне
Пилеш вĕри кăвар сапать-мĕн.
Кам савмĕ-ха кĕр мăнтăрне,
Кама ун ырлăхĕ йăпатмĕ?
Вăрманалла шала кĕрсен,
Юмахри пек туятăн эсĕ:
Сап-сарă ылтăн мăйăрсем
Тӳрех сан ывçуна ӳкеççĕ.
Йăлтах манатăн хăвна ху,
Çăкалăхпа пыратăн çулсăр.
Савни хыпарĕ мар-ши ку —
Вĕл-вĕл вĕçен çак ылтăн çулçă?
Мĕн каласа мĕн çырнă-ши?
Çăка çулçи чăнах çыруллă.
Тăван кĕтес, тăван çĕршыв,
Çак ылтăн тум сана ятуллă.
Сенкер куç евĕр кӳлĕсем
Тĕнче çине пăхаççĕ ыррăн,
Тăван çĕр тăрăх утнăçем
Ăçтан-ха юрламасăр пырăн?
Анне мана пĕр лăпкă ир
Çак уçă ирĕкре çуратнă.
Ытарайми тăван уй-хир,
Епле сана чунтан юратмăн?
Ӳссен — ыр кăмăлпа анчах
Эпир хире ыр вăрлăх акнă;
Кашни калча, кашни пучах
Кунта мана темрен те хаклă.
...Хирти ĕçсем кăштах пĕтмен,
Шăвать ав трактор пусă урлă.
Вăл сухалать кĕрхи çĕртме —
Килес çул пултăр ылтăн тулă.
Кăçалхине каçкӳлĕмпе
Колхоз ĕнер çапса пуçтарчĕ.
Çĕршывăн аслă пӳлмине
Чи хаклă ылтăн-çке тултарчĕ.
Кĕрхи кунсем, кĕрхи сăнсем, —
Хăйсене май вĕсен хавасĕ.
Çулла çураçнă сар хĕрсем
Кĕркуннепе качча каяççĕ.
Ан тив, туй сиктĕр ир те каç,
Юнра кĕр мăнтăрĕ вылятăр!
Кĕрте шапа çеç юрламасть, —
Шурлăхĕнчех, ан тив, вăл лартăр.
Çӳл тӳперен хуркайăксем
Салам ярса çунат сулаççĕ.
Хăйсен чĕлхипеле вĕсем
Чипер кунçул пире сунаççĕ.
Эп вĕсене ăсатнă май,
Ăмсаннипе чунтан çунатăп:
Çапла инçе çула тухма
Пулсанччĕ манăн та çунатăм!
Ан тив, ытах шухăшăмпа
Вĕçсе каям çĕршывăм çийĕн.
Курам: епле ылтăн тумпа
Капăрланать тăван Россия.
Çитем-и эп Казахстана,
Çитсе курам-и Алтая та...
Паян эп пĕтĕм тăвана
Пур паттăр ĕçшĕн пуç таятăп.
Украинран та Çĕпĕртен
Тиевлĕ пуйăссем шăваççĕ.
Тăван çĕршывăм, хĕпĕрте,
Ывăлусем парне яраççĕ.
Мĕнпур енчен Мускавалла
Тапать пĕр юхăм — ылтăн тулă.
Çĕршыв пӳлмийĕ пулмалла
Кăçал нихçанхинчен те тулăх.
Çапла çĕршыв кĕрекине
Пит вашаватлă, тараватлă
Кĕрет кĕрнеклĕ кĕркунне
Кĕре те хӳхĕм сăн-сăпатлă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...