Хамăр ялта
Çавал хĕрринчен пирĕн пĕчĕк яла
Утаççĕ ретпе юпасем.
Çавал вăй-хăвачĕ йăл-ял çуталать
Куллен каç пулса килнĕçем.
Çӳлти çăлтăрсем ман тăван ял çине
Пăхаççĕ паян ăмсанса.
Кĕретпĕр эпир пĕр колхозник килне,
Кунта — питĕ çутă, таса.
Сĕтел хушшинче пĕчĕк паттăр ларать,
Пит чаплă пулас кĕнеки;
Пуçне çĕклемесĕр çак паттăр вулать:
«Ульянов — ача чухнехи...»
Ун ашшĕ те ларнă сĕтел хушшине,
Пĕрлех вăл вулать те çырать:
«Эпир пурнăçлатпăр Ильич хушнине,
Пур ĕç те кал-калăн пырать».
Кружок пулмалла-çке ыран каçхине,
Колхозник унта вĕренет.
Инке юр пек шурă кăтай пир çине
Хитре тĕрĕсем ӳкерет.
Ялти хресчен пӳрчĕ. Пĕр пĕчĕк килйыш.
Тӳлеккĕн çеç вăхăт шăвать.
Стена çумĕнчен çивĕч куçлă Ильич
Кашнин ĕçне ăшшăн сăнать.
Çавал вăй-хăвачĕ çак пĕчĕк пӳртре
Çапла ялкăшса çуннăçем,
Ӳссе çуталаççĕ вĕри ĕмĕтре
Тата аслăрах кунçулсем.
Кĕçех çиçсе килĕ ак Атăл енчен
Эпир кĕтекен шурăмпуç,
Тăван Шупашкарăмăр ГЭСĕ çинчен
Каларĕ халь парти — Çулпуç.
Ĕçре аслă партипе Ленин пĕрле,
Вĕсен ĕмĕр пĕр шухăшах.
...Колхозник вулать, инке тĕрĕ тĕрлет,
Ача Ильичпа паллашать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...