Пуласлăхра…


Ача-пăча вăл яланах выляма юратать. Ĕçленĕ хыççăн та, уроксем хыççăн та…

Паян Ваçук шкултан таврăнсан тумне улăштарчĕ те ашшĕ хушнă ĕçсене тума кил картине тухрĕ. Кайран пӳрте кĕчĕ те кĕнеке тытрĕ. Темиçе страница вуланă хыççăн урамра ачасем шавлани илтĕнчĕ.

— Ваçук! — тесе кăшкăрать пĕри. Ваçук вара кĕнекине хупрĕ те урама çил пек чупса тухрĕ. Ачасем яланхи çĕре, сăрт пуçĕнчи йăмра патне, выляма кайрĕç. Кунта тем чул ача: пĕрисем хăваламалла выляççĕ, теприсем мечĕк тапаççĕ, виççĕмĕшсем вара ватă йăмра тăррине хăпарса штаб тăваççĕ.

Ваçук та штаб тунă çĕрте тăрăшать. Кивĕ хăмапа икĕ турата пĕрлештерет, пăтапа çапса çирĕплетет. Акă ăнсăртран ача тăракан турат хуçăлчĕ те — Ваçук тайăлса кайрĕ. Йывăç вуллине тытса хăтăласшăнччĕ вăл, анчах май килмерĕ. Вăл ӳкрĕ. Ача куçне хупрĕ те ӳксе ыраттарасса кĕтме пуçларĕ. Чылай вăхăт хушши куçне уçмарĕ вăл. «Кто это?» — тенине илтсен çеç чакăр куçĕсене уçса ячĕ. Йĕри-тавра пуçтарăннă ачасене пăхса çаврăнчĕ вăл. Вĕсен хушшине хăйĕн юлташĕсене тупасшăн пулчĕ, анчах пĕрне те палламарĕ. Пурте вĕсем тĕлĕнмелле хĕсĕк шăлаварпа, шалпар футболка тăхăннă. Куçĕ тавра хуп-хура йĕр туртса тухнă. Хăшĕ-пĕри тутине çаплах сăрланă. Мĕнле япала ку? Нивушлĕ Ваçук тĕлĕк курать? Темиçе минут каялла çеç çак йăмра патĕнче вăл хăйĕн юлташĕсемпе вылятчĕ, халĕ вара ун тавра тĕлĕнмелле ачасем.

Тĕлĕннĕ ача сиксе тăчĕ те вĕсем камсем пулнине тата ăçтан килнине ыйтса пĕлчĕ. Шел пулин те, ачасем пĕри те чăвашла пĕлмеççĕ. Калаçма мар, вĕсем «чăваш» сăмаха илтмен те тейĕн.

— Мы всегда здесь играем. Это наше место, — теççĕ.

Ваçук килне кайма васкарĕ. Яла çитрĕ те — тĕлĕннипе аптрасах ӳкрĕ. Тавралăх пĕтĕмпех улшăннă, урамсене, çуртсене паллама та çук. Хăйсен пӳртне те аран-аран шыраса тупрĕ вăл. Чупса кĕчĕ те:

— Анне! Атте! — тесе кăшкăрчĕ. Анчах ăна хирĕç пачах паллан çынсем тухрĕç. Ваçука выçăпа аптранă ача пуль тесе апат сĕнчĕç, канфет, печени чиксе парасшăн пулчĕç. Ку çынсем Ваçук ашшĕпе амăшĕ çинчен нимĕн те пĕлмеççĕ иккен. Аптранă ача лавккана кайма шутларĕ. Унта Ваçукăн аслă аппăшĕ ĕçлет. Тен, вăл мĕн те пулин ăнлантарса парĕ? Анчах аппăшне тупаймарĕ ача. Лавккара кĕске юбкăллă, шакла пуçлă пирус туртса ларакан хĕре курчĕ те пуçне чиксе каялла урама тухрĕ. Унта вăл мĕнле те пулин паллакан е тăван чĕлхепе калаçакан çынна курмăп-и тесе шухăшларĕ. Анчах кăлăхах…

Ваçук пĕлтерӳсем çакакан хăма çине пăхса илчĕ. Унта ялта, шкулта пулса иртекен мероприятисем çинчен çырнă. «Объявление, — вуларĕ Ваçук, — 15 мая 2051 года в здании Шибылгинской школы состоится …» Тĕрĕсех вуларăм-ши тесе ача пĕлтерĕве темиçе хут вуларĕ. 2051 çул… Ваçук хăй пуласлăха лекнине тинех чухласа илчĕ. Йăмра тураттинчен çакланса ӳкнине аса илчĕ вăл. Апла пулсан йăмра çумĕнче тĕрлĕ вахăтра куçса çӳреме май паракан портал пур.

Йăмра патне чупса çитрĕ ача. Хуп-хура сăнлă ачасемпе калаçса тăмасăрах йăмра тăррине хăпарса кайрĕ. Паçăрхи турата шыраса тупрĕ. Вăл симĕссĕн йăлтăртатса илнĕ пек туйăнчĕ ăна. Турата ярса тытрĕ те Ваçук аялалла сикрĕ. Куçне хытă хупрĕ, уçма васкамарĕ, каллех палламан çынсене курасран хăрарĕ вăл.

— Силлесен те вăранмасть, айтăр шывпа сапар, — тени пырса кĕчĕç Ваçук хăлхине чăвашла сăмахсем. Вăл куçне уçса ячĕ те йĕри-тавра хăйĕн юлташĕсене курчĕ. Питĕ хĕпĕртерĕ Ваçук.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: