Çĕнтерӳçĕ


Чылай тĕлĕнтермĕшсем

Çута тĕнчере.

Асамлă çăлтăрсем

Çутатаççĕ тупере.

 

Чăваш ялĕнчĕ ӳсет

Пĕчĕк матуркка.

Амăш юратса чĕнет.

Пул хăюллă, Юманкка!

 

Пĕр хаваслă ирхине

Вăл çул тытрĕ çăл патне.

Сиплĕ шыв чуна уçать,

Вăй-хавал çынна парать.

 

Çак ача çине сасартăк

Кавакарчăн ларать,

Пĕчĕк паттăртан çав кайăк

Пулăшу ыйтать.

 

— Ват йăмра сирĕн яла

Усалсенчен хӳтĕлет,

Анчах ăна çăлмалла —

Çĕлен кăшлать, пĕтерет.

 

Виçĕ кун та, виçĕ каç

Юманкка симпыл çиет,

Хĕвелтен хĕрӳ илет,

Вăтар çула вăл çитет.

 

«Ват çын — тăват çын»

Тенĕ чăвашсем.

Шур сухаллă Эливан

Парать ăна сĕнӳсем.

 

Çурçĕр çитсен сĕм çĕрле

Йăмра уçăть алăкне,

Çĕр аннемĕр хаш! сывлать

Тĕрĕс çула кăтартать.

 

Паттăр васкать

Йывăç патне çывхарать.

Ун çунатлă урхамахĕ

Çулăм каларать.

— Мĕнле малашлăх сан, йăмра?

Капмар ларатăн урамра.

Темле сăмах та эс илтен

Тен кăшкăратăн, тен йĕрен?

 

Мăн асаттесем сана

Лартнă кил-çурта сыхлама

Вут-кăвара аяккалла яма,

Çулла сивĕтме, хĕлле ашăтма.

 

Шăхлич тусассăн та туратунтан

Туллли–çке савнăç ача-пăчан

Çырма-çатрасене те эс сыхлан

Тахта-та, мĕскершĕн эсĕ макăран?

 

Вăхăт иртнишен ан кулян,

Курни-иртнипеле пуян.

Çынсен ыр кăмăлне туйса

Эс ӳснĕ çак яла савса.

 

Итленĕ шăпăр сассине

Вăйă карти асамлăхне.

Сăнанă вырма кайнине

Авăн çапса — хĕл кĕтнине.

 

Пурнăç улшăнса пырать

Ял çумĕнче вăрман шавлать.

Эс сăнатăн шав çӳлтен,

Чăваша телей пиллен».

 

Анчах çич пуçлă çĕлен

Хĕм сапать йĕри-тавра

Вăл явать хура вĕрен

Пĕтересшĕн халăха.

 

Çĕр кисренет,

Тӳпере çиçĕм çиçет,

Матуркка шăлне çыртса

Çĕлен кунне пĕтерет.

 

— Ан хурлан, эсĕ йăмра

Чăвашсем пĕтмеççĕ.

Эс пулсассăн çак ялта

Хунавсем ӳсеççĕ.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Васелиса (2013-11-28 18:24:32):

Епле илемлĕ сăмахсем, чăваш ячĕсем.Ытларах йăмрапа калаçнă сăмахсем чуна витерчĕç.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Евгений (2013-12-02 08:04:52):

Чăвашсем пулнă, пур, пулаççĕ ячĕсем.йăмрапа калаçнă сăмахсем чуна витерчĕç.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надежда (2013-12-02 09:39:35):

Тарăн шухăшлă, пуян содержаниллĕ сăвă. Çыравçă хайлав шухăшне уçса пама вырăнлă сăмахсемпе усă курнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ленила (2013-12-02 13:13:04):

Вот ку чан-чан чаваш сыравсин самахесемпе сырно сава. Таран шухаша ярать, ачалахри юмахсене оса илтерет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: