Чи ырă ят


Урал ĕçченĕ хурçă шăратать,

Донбасс ĕçченĕ кăмрăк кăларать.

Çул-йĕр ĕçченĕ пуйăс çӳретет,

Çитес çĕре васкавлă çитерет.

Хирти ĕçчен тăвать ака-суха, —

Çĕршывшăн пурте пĕр пекех паха.

Ĕçле ялан тӳр кăмăлпа кăна —

Чи пысăк чыс, хисеп, мухтав сана!

Ĕçчен ятран халь пирĕн çĕршывра

Тата мĕскер-ха пултăр ырăрах!

 

Поэт хĕрӳллĕн юрă кĕвĕлет,

Ĕçе чĕнет вăл çутă хĕвеле.

Ăс-хал ĕçченĕ те кайра тăмасть —

Йĕрлет, шырать, тĕпчет вăл атома.

Çапла ĕçре çĕкленнĕ ĕмĕртен

Тĕнче хуçи — никам çĕнми этем.

Алли вăй илнĕ ун ĕçре кăна,

Ĕç илемлетнĕ çак планетăна.

Анчах Тăван çĕршывра çех ĕçе,

Тĕрĕссипе, хураççĕ тивĕçе.

 

Ют çĕрсенче — этем тăвать кермен,

Хăйне ăна унта кеме пӳрмен.

Чавать вăл кăмрăк ĕмĕр-ĕмĕрех,

Хăй хытăркать пĕр вĕçĕм сивĕре.

Хăй тупнă хаклă ылтăнпа ĕнче

Курать вăл хуçа хĕрĕн мăйĕнче.

Ĕçрех эс хуçăл, ан çĕкле пуçна,

Çĕр тĕпĕнче тин тупăн канăçна.

Этем ыр ячĕ тенине унта

Сутаççĕ те илеççĕ ылтăнпа.

 

Кунта кăна çын — хăйне хăй хуçа:

Пур алăка хăюллăн вăл уçать.

Кĕрет чи çутă, чи кервен çурта,

Хавасланса, мăнаçлăн вăл утать.

Кашни тăван пек ал парать ăна,

Чунтан кăмăлласа тăвать хăна;

Килйыш çинчен йăлтах ыйтса пĕлет,

Сунать чи ырă сывлăхпа телей.

Сан чĕрӳне вăл витĕрех курать

Ĕçре туяннă эс чи ырă ят!

 

Хĕвел тухсассăн, илĕртен ирпе

Утатăп эпĕ анлă уй-хирпе.

Эп тĕлĕнетĕп хамăр çĕршывран:

Ун чиккисем — çут тинĕссем таран!

Сăрт-ту, шыв-шур та çеçенхир, вăрман,

Ку — халăхăн, ку — санăн та, ку — ман!

Çак ырлăх вăл килет Октябрьтен,

Унăн çути кĕрет кашни пӳрте.

Çĕклентерсе чуна та хăвата,

Ку ирĕклĕх хĕвелĕ çутатать.

 

Шыра, этем, пур тĕнчипе шыра,

Тупаймăн эс кун пек çут çĕршыва!

Çитмĕл чĕлхеллĕ халăхсем паян —

Кунта ĕçпе кĕрешӳре тăван.

Вĕсем çĕршыв хĕвелĕн çутинче

Тăваççĕ аслă, савнăçлă тĕнче.

Пысăк йышра, куратăн-и, юлташ,

Тек чура мар, пĕр тан этем — чăваш.

Ман тăван халăхăм ĕçчен ята

Çӳлте те чыслăн упраса тытать.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: