Тăшман пуçĕ кучан пек


Пирĕн вăрман — сĕм вăрман,

Лашмансем хуçаланман.

Вăрман тулли — ват юман,

Эпир пуçсене усман.

 

Тăшман килсен хĕç тытнă,

Çичĕ юта юсанă.

Кайран хыçалтан тапнă,

Тамăкалла ăсатнă.

 

Пирĕн улăх сарлака,

Ан кай, тусăм аякка.

Улăх тулли курăкĕ —

Чăваш çĕрĕн ырлăхĕ.

 

Вăрăм ешĕл курăкне

Çавасемпе çултăмăр.

Тăшман пуçĕ кучан пек,

Кучансене касрăмăр.

 

Ăнлантаркăч

1916 çулта Кирук юрăçă Чĕмпер кĕпернинчи Пăва уесĕнчи Палтай Упи (Палтиел) ялĕнче Каляк Минккинчен çырса илнĕ. Пĕрремĕш хут 1991 çулта "Вучах" хаçатăн 27-мĕш номерĕнче пичетленнĕ.

Кирук юрăçă çырса илнĕ "Пайтул паттăр" калавра Пайтул çак юрра "Çтаппан Раçĕнпа пĕрле тăшмансене çĕнтернĕ хыççăн юрланă", — тенĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Матвей Тихомиров. (2015-01-15 10:03:31):

Эпир вăйлă тесе, ытлашши мухтанмасан-та юрать пулĕ...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: