Космосра пулса куртăм


Вăраннă-вăранман шкула кайма пуçтарăнтăм. Паян тĕрĕслев ĕçĕ çырмалла, учитель иртерех пыма хушрĕ, урок пуçланиччен правилăсена тепĕр хут аса илмелле. Кăшт-кашт çырткаларăм, кĕнеке-тетрадь сумкăна чикрĕм, шкулалла васкарăм. Те ытлашши васкани юрамарĕ, те çулĕ хăй çавнашкал пулчĕ, умри йăмра тураттинчен такăнтăм. Тем пулчĕ, пĕлĕтелле вĕçсе кайрăм. Пĕлĕт çинчен ман пата космос çыннисем вĕçсе анчĕç, çак тĕлĕнтермĕш этемсем мана çавăтса хăйсем пурăнакан яла илсе çитерчĕç. «Ялĕ Марс çинче пулмалла, — тесе шухăшласа пыратăп. Манран никам та нимĕн те ыйтмарĕ, темĕнле пӳлĕме кĕртсе ячĕç, ума апат —çимĕç лартса пачĕç те алăка питĕрсе илчĕç. Эпĕ малтанах вĕсем мана хамăн тăван яла, Штанаша, илсе каяççĕ пулĕ тесе шутланăччĕ, анчах та хам Марс çинче иккенне ăнланса илтĕм. Пĕрремĕш кунхине хытах хăрарăм, иккĕмĕш кунне хăрама пăрахрăм. Манран никам та нимĕн те ыйтмасть. Апат çитереççĕ, хăйсем пĕр сăмах та калаçмаççĕ. Аран-аран пĕр ачарен хам кунта мĕнле килсе лекнине ыйтса пĕлме пултартăм. Эпĕ такăнса ӳксен Çĕр çинчен пулăшу ыйтакан паллă янăраса кайнă, вăл космоса илтĕннĕ, уçăлса çӳрекен Марс çыннисем çавна илтсен мана пулăшма вĕçсе аннă.

Çапла тăватă кун хушши пĕр пӳлĕмре пурăннă хыççăн мана Уйăх çине ăсатса ячĕç. Апат-çимĕç те парса ячĕç, ĕçлемелли инструментсем те. Чи малтанах çĕр сухаларăм, пахча-çимĕç лартрăм, унтан пахчана тĕрлĕ йывăç лартрăм: хурăн, юман тата йăмра. Унтан хама валли кил-çурт туса лартрăм. Ывăнтăм, шыв ĕçес килсе кайрĕ. Çăл чакалама пуçларăм. Пĕр çухрăм чакаласан кĕреçе темĕнле хытă япала çине тăрăнчĕ, лайăхрах пăхрăм та кĕреçе ылтăн татăкне пырса тăрăннине ăнлантăм. Савăнсах кайрăм, унтан кулянма пуçларăм. Ку ылтăн татăкне мĕнле майпа киле илсе каяс? Эпĕ киле каяймастăп çав. Шутласан-шутласан шутласа тупрăм. Записка çыртăм та ăна ылтăн татăкĕ çумне çыпăçтарса хутăм: «Штанаш ялĕ, юратнă анне валли парне». Хам уйăх çинче пурăнни пирки те пĕлтертĕм, киле хăçан та пулин, мĕнле те пулин таврăнатăпах терĕм. Çакăн хыççăн ăна Çĕр çинелле петĕм. Каç пулчĕ те çывăрма выртрăм. Ирпе вăрансан хамăн пахчари йăмра тураттисем çĕр çинеллех усăнса аннине куртăм. Савăнса кайрăм та турат тăрăх çĕр çинелле анма пуçларăм. Пăхатăп та, Гагарин вĕçсе хăпарать.

— Ăçта каятăн? — тет.

— Киле каятăп.

— Чипер çит!

Чиперех анса çитрĕм, тӳрех шкула чупса кайрăм, паян тĕрĕслев ĕçĕ çырмалла-çке, унччен правилăсене аса илмелле.

Тĕрĕслев ĕçĕ йывăрах пулмарĕ, эпĕ «пиллĕк» паллă илтĕм!

Анне ир çинче кăмака хутма тытăннă, пӳрте тĕтĕм тухса тулнă. Мĕн амакĕ? Атте пӳрт тăррине мăрье тĕрĕслеме хăпарать. Ылтăн татăкĕ мăрье ăшнех хĕсĕнсе ларнă иккен. Атте ăна аран-аран хăйпăтса илнĕ. Ылтăншăн панă укçапа эпĕ аттепе-анне валли хаклă парнесем, юлашки укçипе телескоп туянтăм.

Каçхине уçăлма тухсан эпĕ телескоп витĕр уйăх çине пăхма юрататăп. Уйăх çинчи хам çĕклесе лартнă çурта куратăп, йăмри те хăй вырăнĕнчех.

— Тавах сана, юратнă йăмраçăм, мана киле таврăнма пулăшнăшăн.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2013-11-07 21:21:17):

Димăн пĕр юмахĕ "Урхамахсем тăраç тапăртатса " кĕнекере пичетленнĕччĕ.Кăçалхи конкурсра та сана чунтанах ăнăçу чунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алена Ишмейкина. (2013-11-27 20:13:38):

Димăн юмахĕсене вулама питĕ кăмăллă.Малалла та çавăн пек хитре юмахсем çырса тăмалла пултăр.Конкурсра ăнăçу сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: