Кам эсĕ? Эпĕ кам?
Çыру
Мĕншĕн çыратăп-ха эпĕ ку çырăва? Пĕлместĕп. Çитерĕп-и ăна сан пата? Мĕнле чăнмелле ман сана? Эпĕ камне тата мĕнле сăмахсемпе ăнлантарас-ши? Пĕлместĕп çав, пĕлместĕп. Санăн вара, паллах, чăн малтан эпĕ кам, ăçтан, мĕнле хĕрарăм пулнине пĕлес килет, çапла-и?
Кам эпĕ? Мĕнех, эпĕ пуррине çулталăк ытла пĕлетĕн, пĕлейместĕн пулсан та сисетĕнех эсĕ. Çапла, çапла, шăпах çав хĕрарăм эпĕ. Мана пула мĕн чухлĕ макăрман, çывăрман пулĕ эсĕ. Мĕн тери курайман эсĕ мана, çапла-и? Ылханнă, вилĕм суннă... Мĕн тери курайман эсĕ мана... Эпĕ вăл, сирĕн çемье пурнăçне тамăка çавăраканĕ, сан Игоряшана — çапла чĕнетĕн-мĕн эсĕ ăна — туртса илекенĕ. Çемьене çавăн чухлĕ куççуль илсе килнĕ хĕрарĕм ятне упăшкунтан ыйтас е ыйтас мар тесе мĕн чухлĕ асапланнă, иккĕленнĕ эсĕ. Мăнкăмăллăх тени вара? Мăшăрунтан унăн савнă çынни çинчен ыйтни мĕскенленни пулмасть-и-ха вара? Е тен интеллигентлăха кăтартать çакă? Çук, хăйĕнчен мар, унăн юлташĕпе курса калаçрăн, унран ыйтрăн. Пĕлетĕп, чӳречерен сикес, унран çуратнă хĕрачасене вĕлерес шухăш та пулнă санăн. Ниçта кайса кĕрейменнипе мăшăрна та кăн-кăвак пуличчен хĕнесе пĕтернĕ. Çук, хирĕç тытман вăл. Кĕвĕçӳ-тарăхупа тулнăскер, эсĕ нимĕн умĕнче те чарăнса тăманнине ăнланнă. Эпĕ кăвакарнă-сарăхнă вырăнсене сĕртĕнсен, куçран мĕскĕннĕн, кулмастăн-и тенĕн пăхатчĕ...
Тинех тăна кĕчĕ, çемьенех таврăнчĕ терĕн пулĕ кăштахран. Тепринпе йăлăхрĕ терĕн-тăр. Санпа лăпкăнрах, ăшшăнрах калаçма пуçларĕ упăшку. Санăн та, ăна кура, хитререх курăнас, хваттере хăтлăрах тăвас килчĕ пулĕ. Вăл килнĕ çĕре кухньăран тухас та килмест, тутлăран та тутлă апатпа сăйлас килет, çапла-и? Килте мĕн тери аван халĕ...
Çапларах шухăшланă ĕнтĕ эсĕ юлашки вăхăтра. Çук, йăнăшатăн, эпĕ çуккине пула мар, шăпах эпă пуррине пула çакă. Игоряша мана пăрахнă тесе ан шухăшла. Ан чăмăрта, ан лутăрка хут таткине, пит-куçна тарăхупа ан пĕркелентер, сана асаплантарас килмест манăн. Эппин мĕншĕн çыратăп? Пĕлместĕп... Халĕ эсĕ килĕнте пĕччен пулнине, Игорь çак вăхăтра дачăна ун-кун илсе килме вĕçтернине вара питĕ аван пĕлетĕп. Унтан вăл тӳрех ман патăма килет. Ыранхи уяв пирки калаçма. Çапла, ыран, раштавăн 19-мĕшĕнче, санăн çуралнă куну. Виçĕ çул аслăрах-мĕн эсĕ манран...
Çулла паллашрăмăр, пĕрлешрĕмĕр эпир сан мăшăрупа. Экзаменсем пыратчĕç. Йĕрке хуралĕ — çакă унăн тивĕçĕччĕ. Ытла та мĕскĕн, пĕччен курăнчĕ ун чух Игорь, çав вăхăтрах унра вăрттăн вăй-хăват тапса тăни сисĕнчĕ. Хăнана пырас кăмăл пуррине пĕлтерсен — хирĕçлеймерĕм. Çывăхрах хутшăнусем пирки систерсен вара... Унăн пĕчченлĕхне (хамăн та çавах мар-и тата?) хирĕç тăраймарăм. Çук, иртĕхни пулмарĕ çакă. Икĕ пĕчченлĕх туртăнса, пĕрлешсе пĕр пулни, пĕр-пĕрне тупни пулчĕ çакă. Икĕ тăлăх чуншăн Турă кăвак хуппине уçас терĕ пулас...
Эсĕ вара? Эсă ăна пĕччен пурăнса пăхтар, пĕчченлĕх мĕн тути каланине ăнлантăр тесе тытнă та, ачасене илсе, яла виçĕ уйăха тухса вĕçтернĕ. Нушалантăр тенĕ ĕнтĕ. Эх-х-х! айванлăх... Çавăн пек пурăнма вĕрентмелле-и ĕнтĕ çынна? Арçынна пушшех те. Кил, çемье йшши, тутлă апат-çимĕç вырăнне йыта пек хамлатса тăни камах килĕштĕр?
Пирĕншĕн вара юмахри пекехчĕ çут тĕнче. Те çак ирĕклĕх, лăпкăлăх, савăнăç вăраха пыма пултарайманнине ăнланнăран-ши, кашни саманта киленӳпе тултарма тăрăшаттăмăр. Ют куçсем те чарайман пире. Паллакансем урăхларах пăхкалани те. Чарăнăр тени те. Пирĕн çинчен Игорь тăванĕсем те пĕлетчĕç. Пĕтĕм тĕнче пĕлетчĕ. Пирĕн юрату çинчен пĕр çын кăна – эсĕ – пĕлместĕнччĕ. Е пĕлесшĕн марччĕ?
Анчах... Юмахăн та вĕçĕ-хĕрри пур-мĕн. Сан çинчен мар, ачисем çинчен ытларах та ытларах аса илме, калаçма тытăнчĕ Игорь. Эпĕ вара, ăна итленĕçемĕн, ĕненетĕн-и, çук-и, сана шеллеме, ăнланма тытăнтăм. Ман йăнăшах тăватăн, айван хĕрарăм. Виçĕ çул кăна аслăрах эсĕ манран. Анчах темшĕн хама санран аслăрах куратăп. Пурнăçа ытларах курнăран, йăнăшнăран-ши? Хам мăшăра та юратнă пулĕ. Çавна пулах ирĕклĕхе çухатасран темрен хăранă пек хăраттăм...
Сирĕнсĕр, çемйисĕр пурăнаймасть вăл. Çемье çинченех шухăшлать. Ман пата вара чиртен сывалма тенĕ пек, чирлĕ йытă хăйне сиплемелли курăка шыраса тупнă пек, килсе тухрĕ пулас. Ыттисем те пулнă унăн, анчах мĕншĕн мана суйласа илчă-ха вăл? Çук, ыйтман эпĕ çакăн çинчен. Çапла, эмел вырăнне тăрса юлтăм акă...
Час-часах пулать Игорь ман патăмра. Анчах хĕрарăма мар, ытларах йăмăкне, амăшне, е, тен, çывăх тусне курать вăл манра. Кĕпи çинче тӳми татăлса ӳкнине е çĕвĕрен кайнине те курмасть хушăран. Эсĕ те асăрхасшăн мар пулас. Мĕнех, вăл чăннипе камăн тĕрекĕ, камăн арçынĕ пулнине пăхса тăмастăп, куç курнине йĕркене кĕртме тăрăшатăп.
Игорь вара кунĕн-çĕрĕн çаплипех икке пайланать. Ăнлантăм, çемье пуçĕ, çемье çынни мар вăл. Ирĕклĕх! Акă мĕн кирлĕ ăна. Эпĕ вара? Ан пăшăрхан, эпĕ те вăхатлăх йăпану пулĕ уншăн. Эсĕ кунсерен кăларакан ахăр саманаран, çил-тăвăлтан тарса пытанмалли хӳтлĕх эпĕ. Çавă кăна. Ирĕклĕх яланах малти вырăнта пулĕ унăн. Ытти вара уншăн пĕлтерĕшлех те мар. Мана та юлташĕ вырăнне кăна хурать. Ыран санăн çуралнă куну терĕ. Хальлĕхе эсĕ çакна пĕлместĕн: Игоряша санпа ыран юлашки хут пулать.
Ĕмĕрлĕх асра юлмалли çуралнă кун пулать вăл саншăн. Çук, çук, савăнмастăп çакăншăн. Манпа та пурнăç пулмĕ унăн. Çакна иксĕмĕр те ăнланатпăр. Уйрăммăн пурăнса пăхасшăн сан мăшăру: санпа та, манпа та мар. Тен, пачах урăххи пулĕ унпа юнашар кĕçех. Ан тарăх, куççульне пустуй ан юхтар. Усал-хаяра ачусем çине ан куçар. Куртăн, нихăшĕ те телейлĕ мар эпир. Иксĕмĕр те малалла мĕн пуласса пĕлместпĕр. Кам эсĕ? Эпĕ кам? Эпĕ хам туйăма шаларах та шаларах пытарма тăрăшатăп. Çынсене хам айванлăха (е, тен, юратăва?) кăтартма тăрăшмастăп. Шӳтлетĕп, калаçатăп...
Пĕлместĕп, мĕншĕн çыратăп ку çырăва. Сан пата çитĕ-ши вăл? Пĕлместĕп. Сана лăплантарас, тăна кĕртес тени-ши çакă? Пĕлместĕп... Темле пулсан та, ан çиллен!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...