Йăмра халапĕ


Улянкă ятлă манăн ялăм,

Эп кунта ӳснĕ пĕчĕкрен.

Мĕн пур чунпа ăна эп саврăм,

Халь те саватăп чĕререн.

Эп пĕчĕк чух ялан шутланă:

«Мĕнле пуçланнă манăн ял?»

Çăлтăрсене пăхса тимленĕ,

Ялан шыранă эп хурав.

Ача чухне таçта та çитнĕ.

Пĕррехинче, ял вĕçĕнче,

Касак кӳлли хĕрринче,

Лаштра йăмрана эпĕ куртăм.

Канмашкăн лартăм ун айне.

Йăмрийĕ пысăк, лаштакаччĕ,

Пин-пин çулсем пурăннă пек.

Пуçра каллех шухăш çуралчĕ,

Тăван кĕтесĕмçĕм çинчен.

Сасартăк эпĕ сасă илтрĕм,

Мăнаçлăн янăрарĕ вăл.

Каярахпа тăнкарса илтĕм,

Йăмра сассийĕ пулчĕ вăл.

Эп ун çине тинкерсе пăхрăм,

Хам тĕлĕннĕччĕ ун чухне.

Çав самантрах сăмах эп хушрăм:

«Салам, йăмраçăм, асатте».

Вăл мана хирĕç хуравларĕ:

«Салам, мăнукăмçăм,салам,

Мĕнле ыйту кăсăклантарчĕ,

Çавăн пирки сана калам.

Чылай çул эпĕ пурăнатăп,

Ларатăп кунта пĕр-пĕччен.

Эп хамăн вăрăм ĕмĕрте

Теме те куртăм, тӳсрĕм.

Ăшша, сивве те эпĕ чăтрăм.

Анчах

Йăмра тымарĕ çирĕп, тарăн,

Чăваш аваллăхĕ пекех.

Сана аваллăх илĕртет.

Улянкă ялĕ пуçланни.

Çынсем ăçтан куçса килни?

Шыв-шур епле пулса кайни.

Калас апла ялăм çинчен.

Тахçан кунта уçланкă пулнă,

Анчах кăштах вăхăт иртсен.

Çӳлти çич çăлтăр çулĕпе,

Çынсем куçса киле пуçлаççĕ.

Улянкă ятлă çын та пулнă,

Куçса килнисен шутĕнче.

Чи маттурри, сатурри пулнă,

Ытти çынсем хушшинче.

Хуçалăха веçех типтерлĕн,

Йĕркелесе яраç вĕсем.

Хăйсем хыççăн йĕр хăварма,

Йăмра лартаççĕ урамра.

Касаксен килĕ умĕнче,

Касак кӳлли сарăлса выртрĕ.

Пилеш çырми те пулса кайрĕ,

Пилеш катийĕ патĕнче.

Тихăн пĕви те йĕркеленчĕ,

Ял варринчи урамĕнче.

Шывпа Тилли çырми те тулчĕ,

Халь ялĕпе питĕ хитре.

Çăлне Мертем тесе калаççĕ

Шывĕ пит хытă пулнăран.

Анаткасра, Вăтакасра,

Урамĕпе кашлать йăмра.

Çпала, мăнукăм, Улянкă ялĕ,

Пуçланса кайнă авалтан.

Унти çынсем пурте хаваслă,

Кашни ĕçчен те тарават.

Йăмра пĕтмест чăваш пĕтмесĕр-

Чăваш пĕтмест, пĕтес те çук!

Улянкă ялĕ те хатарлă,

Аталанать çулсеренех.

Йăмра вĕçлерĕ сăмахне,

Ал сулчĕ хăй тураттипе.

Чăваш йăмри, теме те чăтрăн,

Пĕтсе пĕтмерĕн пурпĕрех.

Çуркуннепе çулçă сарсан

Эс илĕртен пит аякран.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Вулакан (2013-10-31 17:07:53):

Çак сăвă "Тенеяль ятлă манăн ялăм..."ятпа (Сăвă | Халап хапха тăрринче... | Тенеяль | 2 246)Галина Васильева учительница сăвви пек курăнса тăрать, халь вара -кĕскетсе-Петрушкова ячĕпе...Кам сăвви-ши ку: вĕренекенĕн е вĕрентекенĕн?

 

Admin (2013-10-31 18:35:39):

Чăн та пĕрешкелех. Вырăн памастпăр кăна. //ертӳçĕ пулнă май хăйĕн сăввине улăштарса çĕнĕ хайлав тума ирĕк панă пуль?

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: